Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑра (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
Тепӗр тесен, пирӗн хушӑра тем тӗрлисем те пур: кӗнеке юратакансем те, ыйхӑ ҫапакансем те, амӑш сӗчӗ типейменнисем те, якисем те, хаяррисем те, лӑпкисем те, вегетарианецсем те, мыскараҫӑсемпе «тӗрӗслӗх» юратакансем те, кӗскен каласан — пурте вӗсем лайӑх йӗкӗтсем!

Впрочем, были среди нас всякие: и книжники, и лунатики, и маменькины сынки, и чистюли, и крикуны, и скромники, и вегетарианцы, и чудаки, и любители «справедливости», а в общем — хорошие парни!

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн хушӑра фронт е рота масштабӗ чухлӗ пулса иртекен вӑрҫӑ операцийӗн шӑпине татса пама пултаракан полководецсемпе стратегсем ҫук-ҫке-ха.

Среди нас не было ни полководцев, ни стратегов, решающих судьбы военных операций в масштабе фронта или даже роты.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хӑй шӳтлет, кулать, эп ӑна пирӗн хамӑрӑн театр пурри ҫинчен каларӑм та, вӑл ерҫнӗ хушӑра хӑҫан та пулин Пионерсен Ҫуртне кӗме сӑмах пачӗ.

Шутил, смеялся и даже обещал прийти как-нибудь к нам в Дом пионеров, когда я сказал, что у нас есть свой театр.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пачах урӑхла пулать ак: ан тив, вӗсем тапӑнчӗҫ тейӗпӗр, нимӗҫ халӑхӗ ҫав хушӑра, вӑй илсе, революци туса хума пултарать.

И наоборот: уж раз они напали, то теперь немцы воспрянут духом и у них будет революция.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах пирӗн хушӑра пӗчӗккисем ҫук та темелле.

Но малышей среди нас не было.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак хушӑра сасартӑк аппӑшӗпе шӑлнӗне инҫетре такамӑн хӗн-хурлӑ сасси илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.

И вдруг, брату и сестре одновременно почудилось, что они слышат чей-то далёкий и жалобный голос.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Маунганаму сӑрчӗн алӑпа уҫса янӑ кратерӗнчен ҫав хушӑра темӗн чухлӗ пар тата хӗрсе кайнӑ чулсемпе лава йӑтӑнса тухрӗ.

Из искусственного кратера Маунганаму вырывались между тем огромные количества паров, раскалённых камней и лавы.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак хушӑра вӗсем сана лайӑх, е начар пӑхрӗҫ-и? тесе ыйтсан, Паганель: «Лайӑх та, начар та» терӗ, ытлашши шала кӗмесӗр.

Как обращались с Паганелем в это время: хорошо или плохо? «И хорошо и плохо», — уклончиво ответил учёный, не вдаваясь в подробности.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав хушӑра Джон Мангльспа Мэри вӗренрен ярса тытса хӑрушӑ пулин те аялалла анма пикенчӗҫ.

Тем временем Джон Мангльс и Мэри, в свою очередь взявшись за верёвку, начали опасный спуск.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вилнӗ ҫыннӑн чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен каланӑ хушӑра ҫынсем ассӑн сывласа ӗсӗклесе илеҫҫӗ.

Жалобы, сетования, перечисления заслуг покойника прерывались рыданиями.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ахальрен мар калаҫнӑ хушӑра Каи-Куму йӑл кулать пулин те унӑн куҫӗсенче курайманлӑх пурри сисӗнет.

Неудивительно поэтому, что во время разговора взгляд Каи-Куму выражал глубокую ненависть, хотя рот его продолжал улыбаться.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Форт картишне ҫак хушӑра ҫӗре яхӑн дикарьсем — стариксемпе ҫитӗннӗ арҫынсем тата ҫамрӑксем пуҫтаранчӗҫ.

На площадке форта в это время собралось около сотни дикарей: стариков, зрелых мужей и юношей.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак хушӑра ҫил йӑлтах лӑпланнӑ, мачта ҫинчи парус усӑнса аннӑ.

Ветер тем временем упал окончательно, и парус бессильно повис на мачте.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Билль Галлей ҫав хушӑра, ухмах ҫын пек, ҫапкаланса ҫӳрет.

Между тем Билль Галлей, как безумный, метался по палубе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак хушӑра, капитан хӑйсемпе хирӗлсе ахӑрашнӑ май, матроссем паруссене аран-аран ларткаларӗҫ, вара «Макари» фокне, брамсельне, стаксельне тата лисельне тӑратса ишсе кайрӗ.

Между тем подстёгиваемые бранью капитана матросы в конце концов поставили паруса, и «Макари» поплыл под фоком, брамселем, стакселем и лиселем.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван ҫав хушӑра Мельбурнри Пӗрлешӳллӗ банкран чекпа укҫа кайса илчӗ; майор экспедицинчи ҫынсене пурне те хӗҫпӑшалсемпе тар илсе пачӗ, Паганель тата Ҫӗнӗ Зеландин питӗ чаплӑ карттине, Джонстон хатӗрленӗскерне, туянчӗ.

Тем временем Гленарван получил деньги по чекам на Союзный банк в Мельбурне; майор купил оружие и боевые припасы для всех участников экспедиции, а Паганель приобрёл великолепную карту Новой Зеландии, составленную Джонстоном.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Астӑвать вӑл, Варшава патне ҫурхи шыв пек ҫӗмӗрсе пынӑ хушӑра, боеца пуля татса антарчӗ.

Помнил он, когда шли лавины под Варшаву, пуля срезала бойца.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Корчагина хуларан кунта лавҫа-старик, перс ҫынни, илсе килчӗ, тӗлӗнмелле ҫӳревҫӗне лав ҫинчен антарнӑ хушӑра вӑл чӑтаймарӗ, каларӗ:

Корчагина привез сюда из города старик извозчик, перс, и, высаживая странного седока, не утерпел-высказался:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫур сехет хушши калаҫса ларнӑ хушӑра Павелӑн пӗлӳлӗхӗ ҫителӗксӗрри палӑрчӗ, вӑл ҫырнӑ статьяра хӗрарӑм хӗрлӗ кӑранташпа пӗр вӑтӑра яхӑн стилистика тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар ҫырнӑ вырӑнсене те паллӑ туса тухрӗ.

В получасовой беседе выяснилась недостаточность знаний, а в написанной им статье женщина подчеркнула красным карандашом больше трех десятков стилистических неправильностей и немало орфографических ошибок.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах пӗррехинче, калаҫса ларнӑ хушӑра, ун ҫинчен пӗлсен, вӑл шалт тӗлӗнсе кайрӗ: Марта тӑхӑрҫӗр вунҫиччӗмӗш ҫултанпа парти членӗ иккен, вӑл вӑтӑр пӗр ҫулта тата латышсен компартинче хастарлӑ ӗҫлекенсенчен пӗри пулнӑ-мӗн.

Каково же было его удивление, когда однажды в разговоре с ней он узнал, что она член партии с семнадцатого года, что ей тридцать один и что она была одним из активных работников латышской компартии.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed