Шырав
Шырав ĕçĕ:
Саккун хушнӑ йӑлана тумашкӑн ашшӗпе амӑшӗ Иисус-Ачана Турӑ Ҫуртне илсе пырсассӑн, 28. Симеон Ӑна хӑй аллине илнӗ те Турра мухтаса каланӑ: 29. эй Пуҫлӑхӑм, халӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Ху каланӑ пек, лӑплантарса яратӑн: 30-32. Эсӗ пур халӑхсем умӗнче хатӗрленӗ ҫӑлӑнӑҫа, суя тӗнлисене ҫутатас Ҫутта, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн Мухтавне манӑн куҫӑм курчӗ ӗнтӗ, тенӗ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл вара вӗсене ҫапла калать: Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ курас асапа та тӳсӗр, анчах Хамран сылтӑм енне, сулахай енне лартасси Манран килмест, ӑна Аттем кам валли хатӗрленӗ, ҫавӑ ларӗ унта, тет.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫак ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, Эпӗ тӗнчене пултарнӑ чухне, ӑна унта ҫынсем пурӑнччӑр тесе хатӗрленӗ чухне, Мана никам та хирӗҫ каламан, мӗншӗн тесессӗн ун чухне никам та пулман-ха.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Эсӗ вара хӑвӑншӑн тӑрӑш, хӑвӑн пата тата хӑвӑн евӗрлисем патне килес мухтав ҫинчен шухӑшла; 52. ӗнтӗ сирӗн валли рай уҫса хунӑ, чӗрӗлӗх йывӑҫӗ лартнӑ, пулас вӑхӑта палӑртса хунӑ, ытлӑх-ҫитлӗх хатӗр, хула туса лартнӑ, канлӗх хатӗрленӗ, тулли ырӑлӑхпа чӑн ӑслӑлӑх пулӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Пире валли пурӑнма сывлӑхпа канлӗх ҫурчӗсем хатӗрленӗ, эпир вара начар пурӑннӑ; 52. Ҫӳлти Туррӑн мухтавӗ йӑваш пурӑннисене хӳтӗлӗ, эпир вара усал ҫулсемпе ҫӳренӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
70. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: Ҫӳлти Турӑ тӗнчене, Адама тата унран пулса кайнисене тунӑ чухне малтан сута, сутпа ҫыхӑннине хатӗрленӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Ездрӑна ҫапла калать: хыпар ту Ман халӑхӑма — Эпӗ Израиле пама пулнӑ Иерусалим патшалӑхне урӑххисене парӑп, 11. Израиль ҫыннисенчен чапа туртса илӗп те вӗсем валли хатӗрленӗ ӗмӗр пурӑнмалли ҫуртсене урӑххисене парӑп.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара иудейсем, ҫакӑн умӗн анчах-ха мӑшкӑл тӳссе тамӑк ҫывӑхӗнче пулнӑскерсем — тӗрӗсрех каласассӑн, тамӑках аннӑскерсем — асаплӑ та куҫҫуллӗ вилӗм вырӑнне ҫӑлӑнӑҫ ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерме йышӑннӑ, ӗнтӗ хӑйсене вӗлерме хатӗрленӗ вырӑнта, хӑйсемшӗн масар пулмалли вырӑнта, вӗсем, савӑнӑҫлӑскерсем, кӗрекене ларнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тепӗрисем, капӑр тумланнӑскерсем, кӗрӳ каччӑна кӗтсе илме хатӗрленӗ пӳлӗме пӑрахса хӑварсах, ун пек чухне вырӑнлӑ пулакан вӑтану ҫинчен манса кайсах, капӑр тумланнӑ халлӗнех хула тӑрӑх тӗлли-паллисӗр чупкаласа ҫӳренӗ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Египет патши тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ карап хатӗрленӗ, вӑл ӗнтӗ, чееленсе, Александр патшалӑхне хӑй патшалӑхӗ ҫумне хушма ӗмӗтленнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ҫӗр утмӑлмӗш ҫулӑн ҫиччӗмӗш уйӑхӗнче, хӳшӗ уявӗнче, Ионафан священник тумӗ тӑхӑннӑ; вӑл ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ кӑрал хатӗрленӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Райра, Турӑ пахчинче, пурӑннӑ эсӗ; санӑн тумна хаклӑ чулпа эрешленӗ; рубин, топаз, алмаз, хризолит, оникс, яспис, сапфир, карбункул тата изумруд, тата ылтӑн — ҫакна пурне те, ӑста харшаласа, сан ҫине ҫакнӑ, ку эреше сана пултарнӑ кун хатӗрленӗ.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫемҫе чӗреллӗ хӗрарӑмсем хӑйсен аллипех хӑйсен ачисене пӗҫернӗ: халӑхӑмӑн хӗрӗ пӗтнӗ вӑхӑтра ҫапла хӑйсемшӗн ҫимелли хатӗрленӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иеремия Варуха хытарсах каланӑ: мана Турӑ Ҫуртне кӗме чарнӑ; 6. ҫавӑнпа кай та хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунине — эпӗ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене — типӗ тытнӑ кун Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче халӑх илтмелле, хӑйсен хулисенчен килнӗ мӗнпур иудей илтмелле вуласа пар; 7. тен, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашшӑн йӑлӑнӗҫ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ: Ҫӳлхуҫа ҫак халӑх валли питех те пысӑк ҫилӗпе хаярлӑх хатӗрленӗ, тенӗ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Санпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ кӑрал ӑнӑҫлӑ пулаймӗ; санпа сутра тавлашакан кирек кама та эсӗ хӑв айӑплӑн.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тофет тахҫанах хатӗр ӗнтӗ; ӑна патша валли те хатӗрленӗ, тарӑн та сарлака вӑл; унта кӑварӗ те, вутти те нумай; Ҫӳлхуҫа вӗрсе илӗ те — вӑл кӳкӗрт сапнӑ пек хыпса илӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл Аарон чапне ӳстернӗ, ӑна еткер панӑ — малтан ӗлкӗрнӗ ҫӗр ҫимӗҫне уйӑрса панӑ: 26. чи малтан вӗсене тӑрантарма ҫимӗҫ хатӗрленӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнене те ҫиеҫҫӗ — Вӑл ҫакна Ааронпа унӑн вӑрлӑхне пӳрнӗ; 27. анчах унӑн халӑх ҫӗрӗнчен пай тухмалла мар, халӑх хушшинче ун валли тӳпе ҫук: унӑн тӳпи, унӑн еткерӗ — Турӑ Хӑй.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫакӑн пек хаса вырӑнне Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ырӑлӑх панӑ: вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерсе Эсӗ вӗсем валли тӑранмалӑх тӗлӗнмелле апат — путене — хатӗрленӗ, 3. лешӗсем вара, пур ҫӗрте те кӗшӗлтетекен ирсӗр чӗрчунсене курса, вӗсенчен йӗрӗннипе выҫӑпа аптӑраса ҫитсен те ҫиес апатне ҫиеймен, кусем вара, пӗр хушӑ ҫитменлӗх тӳснӗскерсем, тӗлӗнмелле апат астивнӗ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑлӑх хӑйне валли ҫурт лартнӑ, унӑн ҫичӗ юпине чутласа якатнӑ, 2. парне выльӑхӗ пуснӑ, эрехне шӗветнӗ, сӗтел ҫине хатӗрленӗ; 3. вара тарҫисене хула тӳпемӗсенчен халӑха ҫапла йыхравлама янӑ: 4. «айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» Катӑк ӑслине вӑл ҫапла каланӑ: 5. «килӗр, манӑн ҫӑкӑрӑма ҫийӗр, шывпа шӗветнӗ эрехӗме ӗҫӗр; 6. ӑссӑрлӑха пӑрахӑр та — пурӑнӑр, ӑстӑн ҫулӗпе ҫӳрӗр!» 7. Сӗмсӗр ҫынна ӑс парӑн — мӑшкӑла юлӑн, усал ҫынна ӳпкелӗн — намӑс курӑн.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Кӗтмен инкек-синкекрен, усал ҫынсем хатӗрленӗ вилӗм-ҫӗтӗмрен те хӑрамӑн: 26. сана Ҫӳлхуҫана шанса тӑни пулӑшӗ, Вӑл санӑн уруна серепене ҫакланма памӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.