Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Ҫав асаплӑ кунсем хыҫҫӑн сасартӑк хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ; 30. ҫавӑн чухне тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ; ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ те пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ; 31. Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн чухне сире: «Христос акӑ кунта» е «авӑ унта» тесессӗн — ан ӗненӗр: 24. суя христоссем, суя пророксем килӗҫ; май пулсассӑн суйласа илнисене те илӗртсе улталасшӑн тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав кунсен шучӗ чакман пулсассӑн, никам та ҫӑлӑнса юлаймӗччӗ; анчах ҫав кунсен шучӗ суйласа илнисемшӗн чакӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патша вара тарҫисене каланӑ: «алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ. 14. Чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта, малтисем кайра пулӗҫ: чӗнни нумай та, суйласа илни сахал, тенӗ Иисус.16. Так будут последние первыми, и первые последними, ибо много званых, а мало избранных.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тинӗсе сӗреке ывӑтнӑ, ҫав сӗрекене тӗрлӗ йышши пулӑ кӗнӗ; 48. сӗреки тулсан, ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ, унтан ларса, лайӑх пуллине суйласа илсе савӑта янӑ, начаррине кӑларса ывӑтнӑ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: 18. «Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ; 19. Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ; 20. тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ; 21. халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
74. Ҫавӑн чухне, ылтӑна вутпа тӗрӗсленӗ-сӑнанӑ пек, Эпӗ суйласа илнисене сӑнама пуҫлӗҫ.74. Тогда настанет испытание избранным Моим, как золото испытывается огнем.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Эсӗ Манӑн суйласа илнӗ ҫыннӑмсене мӗн кӑтартнӑ, Турӑ сана ҫавнах кӑтартӗ — сана инкек айне тӑвӗ: 57. ачу-пӑчу выҫӑпа вилсе пӗтӗ, ху хӗҫпе касӑлса ӳкӗн, сан хулусене аркатса тӑкӗҫ, сан ҫыннусем пурте хирте хӗҫ айне пулса тӑкӑнӗҫ, 58. ту ҫинче пурӑнакансем выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, ҫӑкӑр ҫитменнипе хӑйсен ӳтне ҫийӗҫ, шыв ҫуккипе юн ӗҫӗҫ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52-53. Эпӗ суйласа илнӗ ҫынсене эсӗ пӗр вӗҫсӗр вӗлермен пулсассӑн, вӗсене пӗтерес тесе алӑ ҫӗклемен пулсассӑн, ху ӗҫсе ӳсӗрӗлсен вӗсен виллисенчен мӑшкӑлласа кулман пулсассӑн, сана ҫак териех курайми пулӑттӑм-и Эпӗ? тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем Эпӗ суйласа илнисене халичченех мӗн кӑтартаҫҫӗ, хӑйсене те ҫавнах кӑтартӑп.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑйӗн ӗҫӗсемпе, хӑвӑр тытса тӑракан тӗне ӗненнипе ҫӑлӑнса юлнӑ кирек кам та паҫӑр каланӑ инкексенчен хӑтӑлма пултарать, 8. вӑл сыхланса юлӗ те Эпӗ Хама валли пуҫламӑшӗнчех суйласа илнӗ ҫӗрӗмсенче ҫӑлнине курӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Ку вӑл — Моисей хӑй пурӑннӑ чухне кӑтартнӑ ҫул-йӗр, вӑл халӑха ҫапла каланӑ: «пурӑнас тесен, хӑвна валли пурӑнӑҫ суйласа ил» тенӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Улттӑмӗш кунхине вара Эсӗ ҫӗре выльӑх-чӗрлӗх, тискер кайӑксем, ҫӗлен-калта тума хушнӑ; 54. вӗсем хыҫҫӑн вара Эсӗ Адама пултарнӑ, ӑна Ху пултарнӑ мӗнпур чӗрӗ чунӑн хуҫи пулма лартнӑ, эпир ӗнтӗ пурсӑмӑр та — Ху суйласа илнӗ халӑх — унран пуҫланса кайнӑ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур вӑрмантан, ҫӗр ҫинчи мӗнпур йывӑҫран иҫӗм ҫырли йывӑҫҫине ҫеҫ суйласа илнӗ; 24. Эсӗ пӗтӗм ҫӗртен пӗр айлӑма ҫеҫ суйласа илнӗ, тӗнчери мӗнпур чечекрен лилие ҫеҫ суйласа илнӗ; 25. Эсӗ мӗнпур тӗпсӗр тинӗс шывӗнчен пӗр юханшыва ҫеҫ тултарнӑ, туса лартнӑ мӗнпур хуларан Хӑвна валли Сиона ҫеҫ тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 26. Ху пултарнӑ мӗнпур вӗҫен кайӑкран кӑвакарчӑна ҫеҫ Хӑвӑн тесе каланӑ, Ху пултарнӑ мӗнпур выльӑхран Хӑвна валли сурӑха ҫеҫ суйласа илнӗ; 27. нумай йышлӑ мӗнпур халӑхсенчен Эсӗ Хӑвна валли пӗр халӑха ҫеҫ суйласа илнӗ, ӑна юратнӑ, ӑна пурне те юрӑхлӑ саккун панӑ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ӑна Исаака панӑ, Исаака ӗнтӗ Иаковпа Исава панӑ; 16. Эсӗ Хӑвна валли Иакова суйласа илнӗ, Исава йышӑнман.И дал ему Исаака, и Исааку дал Иакова и Исава; 16. Ты избрал Себе Иакова, Исава же отринул.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хунама тытӑнсассӑн, ывӑлӗсем, халӑхсем, ӑрусем йышлӑланса ҫитсессӗн, каллех унчченхинчен те ытларах ҫылӑха кӗме тытӑннӑ, 13. вӗсем сан Умӑнта йӗркесӗр ӗҫсем тума тытӑнсассӑн, вӗсен хушшинчен Эсӗ Хӑвна валли Авраам ятлӑ ҫынна суйласа илнӗ, 14. ӑна кӑмӑлланӑ, Эсӗ ӑна тӗнче пӗтессине ҫӗрле тӗлӗнмелле мелпе уҫса панӑ, 15. унпа ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ та ӑна: санӑн вӑрлӑхна нихӑҫан та пӑрахмӑп, тенӗ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй ывӑлӗсен амӑшӗ, ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Ҫӳлхуҫа.17. Не бойся, мать сынов, ибо Я избрал тебя, говорит Господь.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй амӑшӗ! ытала хӑвӑн ывӑлусене, кӑвакарчӑн пек савӑнса пӑхса ӳстер вӗсене; шанчӑклӑ вырӑнта упра вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ — вӗҫсӗр-хӗрсӗр, виҫсе тухма ҫук ҫӗре пултарнӑ Патша, нимӗн ҫитменнине те пӗлменскерӗ — ҫакӑ хулана суйласа илнӗ, Хӑвӑн мухтавушӑн ҫакӑ вырӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, ҫавӑнта тӗлӗнмелле чаплӑн курӑнса, Эсӗ ӑна мухтава кӑларнӑ, ҫапла Хӑвӑн аслӑ та хисепе тивӗҫлӗ ятна мухтавлӑ тунӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.