Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсем (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Аэлитӑн хавхалануллӑ куҫӗсем тӳпе ҫутинелле тӗмсӗлнӗ.

Восторженные глаза Аэлиты глядели в океан небесного света.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлитӑн кӑвак куҫӗсем нӳрӗкпе тӗтреленчӗҫ.

Серые глаза Аэлиты подёрнулись влагой.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Мамӑк тиртен, сӑран шлемран Лося Аэлитӑн хавхаллӑ, хумханчӑк куҫӗсем тӗсеҫҫӗ.

Из-за меха, из-под кожаного шлема глядели на Лося взволнованные, тревожные глаза Аэлиты.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпӗ унӑн куҫӗсем сасартӑк тискерленнине-ютшӑннине сӑнатӑп…

Я буду глядеть, как вдруг одичают её глаза…

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Марсиансен сӑнӗсем шуранка, куҫӗсем ҫунаҫҫӗ…

Лица марсиан были бледны, глаза горели.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӗҫлевҫӗсен пӗркеленчӗклӗ, путса кӗнӗ, пушӑ, салху куҫӗсем, чарӑнми— чарӑнми ҫаврӑнакан шкивсем, станоксем, пӗкӗрӗлчӗк кӳлепесем, ӗҫӗн тӗрӗс куҫӑмӗ, — ку пӗтӗмпех: ватӑ-ватӑ, ӗмӗрхи-ӗмӗрхи, кӑткӑннилле…

Унылые, с пустыми, запавшими глазами, морщинистые лица рабочих, вечно, вечно крутящиеся шкивы, станки, сутулые фигуры, точные движения работы: — всё это старое, вековое, муравьиное.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Этем урисем кристалран ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, унӑн хырӑмӗ — хӗвел, унӑн куҫӗсем — ҫӑлтӑрсем, унӑн пуҫӗ — тӗнче уҫлӑхнелле тӑсӑлса сарӑлакан хӗрриллӗ алтӑр».

Ноги человека вырастают из кристалла, живот его — солнце, его глаза — звёзды, его голова — чаша с краями, простирающимися во вселенную.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем — олива тӗслӗ-кӗререх, куҫӗсем тӗлкӗшеҫҫӗ, сӑмсисем кайӑкӑнни евӗр.

Они были оливково-смуглые, с длинными, горящими глазами и носами, как клюв.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Питех те тӗлӗнмелле пахалӑхпа палӑрса тӑнӑ: вӗсем япаласен пуррилӗхне, хапи-капашне, тӗшши-пӗлтерӗшне инҫетренех пӗлейнӗ-туяйнӑ; ку — пӗр магнит тепӗр магнит ӑҫтине туйнӑ евӗрлех; куҫӗсем вара вӗсен суккӑр пекех пулнӑ.

Они отличались одним необыкновенным свойством: на расстоянии они могли чувствовать присутствие, форму и сущность вещей, подобно тому, как магнит ощущает присутствие другого магнита, — хотя их глаза были почти слепыми.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Вӗрентекенӗм, — сасартӑк чӗнчӗ те вӑл — тути чӗтрет, куҫӗсем тунсӑхпа тулсах сарӑлчӗҫ, — Тӳпе ывӑлӗ ҫапларах калать: вӗсем Ҫӗр ҫинче темӗн пӗлеҫҫӗ, ку — ӑс-тӑнран ҫӳллӗрех, пӗлӳрен ҫӳллӗрех, ӑслӑх-тӑнлӑхран ҫӳллӗрех.

— Учитель, — вдруг сказала она, губы её задрожали, глаза налились тоской, — Сын Неба говорил, что на земле они знают что-то, что выше разума, выше знания, выше мудрости.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӑй туймасӑрах ун умне — ҫак ҫӗрлехи ыйхӑ евӗр — Тӳпе ывӑлӗн сӑн-пичӗ тухса тӑчӗ, — юр пек шурӑ ҫӳҫлӗ, сарлака, хумханчӑк, ҫине-ҫинех улшӑнакан йӗрсемпе, куҫӗсем пӗрре хуйхӑллӑ, тепре ҫепӗҫ, — Ҫӗр тӗпсӗрлӗхӗ пек хӑрушӑ, чуна аркатакан, аслатиллӗ-кисренӳллӗ куҫсем.

Помимо воли, встало перед ней, как сон этой ночи, лицо Сына Неба, — крупное, со снежными волосами, — взволнованное, с рядом непостижимых изменений, с глазами то печальными, то нежными, насыщенными солнцем земли, влагой земли, — жуткие, как туманные пропасти, грозовые, сокрушающие дух глаза.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тускубӑн сӳнӗк куҫӗсем тӗлӗнӳпе чӗтренчӗҫ.

Тусклые глаза Тускуба дрогнули изумлением.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Куҫӗсем Марс ҫинчи малтанхи кун курнӑ тискер чӗр чунӑннилле ҫиҫеҫҫӗ, шӑлӗсем уҫӑлчӗҫ.

Глаза у неё светились, как у давешнего зверка, зубки раскрылись.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сӳнӗк, ӑмӑр куҫӗсем малалла, тӗкӗр ҫинелле, тӳп-тӳррӗн, хускалмасӑр пӑхаҫҫӗ.

Тусклые, мрачные глаза глядели неподвижно перед собой, прямо в зеркало.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл тӳрех лап ӳкрӗ, куҫӗсем чарӑлнӑ.

Она сразу откинулась, вытаращилась.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аолсен халӗ хӑрав ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен чунӗсем йӑваш, куҫӗсем вичкӗннӗн пӑхаҫҫӗ, чӗрисем хӑюллӑ-ҫирӗп.

У Аолов не было страха, потому что души их стали кроткими, взоры сильными и сердца мужественными.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн куҫӗсем хупӑ.

Глаза его были закрыты.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ихисем шупка хӗрлӗ пӗлӗтрен ӳкнӗ чухне — мӗлке пулса тӑр, вара вӗсен куҫӗсем сана курӑк хушшинче шырани — харама.

Когда ихи падает из розового облака — стань тенью, и глаза ихи напрасно будут искать тебя в траве.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах ҫӑткӑн ихи шӗвӗр ҫунаттисене тӑрна тӗлӗнче сарса хунӑ ӗнтӗ, эрешмен карти хатӗр, хӑрушӑ ча куҫӗсем сенкер чӑтлӑх витӗр тӗлкӗшеҫҫӗ.

Но уже хищный ихи распростёр острые крылья над журавлём, и паук сплёл сеть, и глаза страшного ча горят сквозь голубую заросль.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита ҫаврӑнса ларчӗ те плащ калпакне аялаллах, куҫӗсем ҫинех антарса лартрӗ.

Аэлита отвернулась и надвинула колпачок плаща ниже, на глаза.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed