Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тупнӑ (тĕпĕ: туп) more information about the word form can be found here.
Пуҫлӑхсене хирӗҫ калаҫма юраманнине пула, вӗсем ун патне черетпе ҫӳрессине шутласа тупнӑ.

А так как начальству перечить было нельзя, офицеры придумали очередность.

Сӑмах ҫапма юратакан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Суворов тӑнӑ вырӑнтан икӗ ҫӗр метрта тупнӑ.

Нашли метрах в двухстах за Суворовым.

Умра тата хыҫра // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Шутласа тупнӑ:

Нашелся:

Патаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хӑйӗн ҫемйи пулманран ват ҫын кӳршӗсем патӗнче хӳтлӗх тупнӑ.

У нее не было своей семьи, и она приютилась у соседей.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Тупнӑ вӑхӑт ахӑрса тӑма!

— Нашли время дурь вылаживать!

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Чисти пӗчӗк ачах… тупнӑ вӑйӑ, — мӑкӑртатса илчӗ Ильинична.

— Чисто маленький… связался, — бурчала Ильинична.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тем нуша тупнӑ унта сӗтӗрӗнсе ҫӳреме!

— Нужда заставила там огинаться!

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тупнӑ чаплӑ пурнӑҫ…

Прекрасная живуха…

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тупнӑ ҫӑлӑнӑҫ! —

Нашел оправдание! —

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Манне пӗр вӑтӑр ҫулне катсан, сирӗн пек пулӑшакан хӗрсем валли савӑнӑҫлӑ сӑмах та тупнӑ пулӑттӑм!

Оно ежели бы скинуть с меня годов тридцать, то для таких помощниц нашелся бы у меня веселый разговор!

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Сельэлектроран» ӑста ҫынсем те килнӗ, кирлӗ хатӗрсем те тупнӑ, анчах ӗҫлекен ҫынсемпе лашасем ҫитменни ӗҫе чарса тӑнӑ.

Уже приехали из «Сельэлектро» специалисты, было и оборудование, но не хватало рабочей силы и транспорта.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сережкӑпа иксӗр пулман пулсан, эпир Иринӑпа сирӗн пек ҫеҫ мар аван каччӑсем тупнӑ пулӑттӑмӑр.

— Не было бы тебя и Сережи, так мы бы с Ириной еще бы не таких женихов себе нашли.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Мӗн илемӗ тупнӑ вӗсем ҫав лавҫӑ хӗрте?

«И что они нашли в этой вознице такого прелестного?

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тупнӑ аса илмелли, — йӑл кулса каларӗ Тимофей Ильич, куҫӗсене кӗнеке ҫинчен илмесӗр.

И нашла, что вспоминать, — возразил Тимофей Ильич, не отрывая глаз от книги.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Рощенски районӗнче вӑл пӗтӗм районӗпе чи лайӑх председатель пулнӑ, халӗ унӑн темле йӑнӑшӗсене тупнӑ пултӑр, ара: нимӗн те ӗҫлемен ҫыннӑн ҫеҫ йӑнӑш пулмасть-ҫке.

Это был лучший председатель во всем Рощенском районе, и если у него сейчас обнаружены какие-то ошибки, так ведь тот не ошибается, кто ничего не делает.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗншӗн ун пек ӗҫ тупнӑ эс?

— А почему ты выбрала себе эту работу?

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ӑҫтан тупнӑ эсир ҫав вырнаҫусӑр шухӑша? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Сергей.

— Да откуда вы все это взяли? — с удивлением спросил Сергей.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тупнӑ хурланмалли?

— О чем печалишься?

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— «Туртма» тет-ха — тупнӑ сӑмах!

— «На курево» — рубанул тоже!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем ӑна месерле ҫавӑрса пӑрахрӗҫ те, ҫав газпа антӑхса хӑйӗн юлашки канӑҫне хыр айӗнче тупнӑ ҫын, вилӗмрен тарса ӳкме пӑхнӑскер, анчах хӑйӗн вилӗмне ӳпкинчех ҫӗклесе пынӑскер, 256-мӗш ҫуран ҫар полкӗн виҫӗ батальонӗнчи салтаксенчен пӗри пулнине тавҫӑрса илчӗҫ.

Они перевернули его лицом вверх, и тут только догадались, что под сосной нашел себе последний приют этот отравленный газами, бежавший от смерти, которую нес в своих легких, солдат одного из трех батальонов 256-го пехотного полка.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed