Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫукчӗ (тĕпĕ: ҫук) more information about the word form can be found here.
Киле пырсан, эсӗ ӳпкелешнине илтеттӗм, санӑн хуйхуна кураттӑм, ҫав хуйха кӳрекенӗ хамах пулнине пӗлнӗ ман мана ниҫта кайсан та канӑҫ ҫукчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ф. Васильев композитор илсе пынӑ «Шыв-армань» оперине лартма хатӗрленес чухне репетицисем ирттерме пӳлӗмсем те ҫукчӗ, инструментсем, концертмейстерсем, балет артисчӗсем, профессилле музыка кадрӗсем те ҫукчӗ т. ыт. те.

Help to translate

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫавӑнпа та опера лартасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫукчӗ.

Help to translate

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Сирӗн инспекцине кӗрсе пӑхрӑм, унта никамах та ҫукчӗ.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑхӑт нумай та иртмерӗ, темелле, анчах эп каялла ҫаврӑнса пынӑ тӗле машина ҫукчӗ ӗнтӗ, кайнӑччӗ…

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ун чухне ӑна пӗрлӗхен татма Сардимировпа пӗрле пӗччен ярас ҫукчӗ, машина ҫине хамӑн та кӗрсе лармаллаччӗ: «Энтрикасси ҫывӑхӗнчи юманлӑха пӗрлӗхен ҫиме ҫитиччен малтан Аркаш сывлӑхне пӗлме больницӑна кайса килӗпӗр», — тесе ӳкӗтлемеллеччӗ, хамӑн сӑмах ҫинех тӑмаллаччӗ, эпӗ вара кил карти варринчи тунката пек тӑрса юлтӑм.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Сире Виктор Павлович ӗмӗр асӑнмалӑх «услам» кӑтартать акӑ, ӑна столовӑй валли уйрӑм ҫынсенчен аш туянма ирӗк парас ҫукчӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ватӑлатпӑр пулмалла — ҫамрӑк чух ҫукчӗ лӗкӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Упа-кашкӑр пулсан мана та чӗррӗн хӑварас ҫукчӗ…»

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Эп хам та ват аттепе аннене пӑрахсах хулана килес ҫукчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пӗлнӗ пулсан, Алюнова та тӑшманӗ тесе шутламалла, кун пек ӗҫ тума хушас ҫукчӗ те пулӗ…

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Атӑл хӗрринче ку хушӑра нимӗнле патша ҫарӗ те ҫукчӗ ӗнтӗ, пӑлхавҫӑсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн сапаланса пӗтнӗ, чи хӑюллисене тӑшмансем хупӑрла-хупӑрла илнӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах кунта никам та ҫукчӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑшместӗре паллама та ҫукчӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асмантей ӳчӗ ҫинче пӗр чӗрӗ вырӑн та ҫукчӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе, кунта ним тӗлӗнмелли те ҫукчӗ те-ха.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куна пӗлнӗ пулсан, уя патне кайма лавне ҫавӑрас та ҫукчӗ пулӗ…

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атту санни пек инкеке те курас ҫукчӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫ каснин, вутта пӑрахса ҫунтарнин, ҫакса вӗлернин, чӗрӗллех ҫӗре чикнин, шалҫа ҫине лартнин шучӗ те ҫукчӗ ун чухне.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мӗн тӗрлӗ кӑна ут-лаша ҫукчӗ пулӗ унӑн!..

Help to translate

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed