Шырав
Шырав ĕçĕ:
Молли куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ, — ҫав тери тӗлӗнет те савӑнать, — паллӑ: Ганувер анлӑн ҫавӑрнӑ, сарлакан, — вӑл кӑна ҫапла тума пултарнӑ ахӑр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Тинӗс енчен ҫурт умне парусин тӑрӑллӑ, икӗ хутлӑ террасӑпа ҫавӑрнӑ; ансӑр нӑкӑ стена — илтӳ чӳречипе — пирӗн еннелле пӑхать, пӳрте, ахӑртнех, вӑрман енчен кӗмелле.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хӗрлӗ хӑмачӑн сулахайри ҫӳлти кӗтесӗнче ылтӑн тӗслӗ ҫурлапа мӑлатук, вӗсем ҫийӗн ылтӑн хӑюпа ҫавӑрнӑ пилӗк вӗҫлӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑр ӳкернӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Ҫитнӗ-ҫитменех тӑратӑп хайхи тӳрем варринче, ӑҫта каймаллине, мӗн тумаллине пӗлместӗп: йӗри-тавра темӗн чухлӗ халӑх хӗвӗшет, экипажсем кумаҫҫӗ, ҫаксене пӗтӗмпех эпӗ халиччен курман ултшар хутлӑ ҫуртсемпе картласа ҫавӑрнӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Шуранка-симӗс газонсем — вӗсене сукмаксен ҫутӑ сарӑ йӑрӑмӗсемпе ҫавӑрнӑ — капӑр чечексен лаптак клумбисемпе пӗрлешеҫҫӗ, кашни клумбӑра — тачӑ-тачӑ лартса тухнӑ пӗр-пӗр чечек кӑна.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Пулма пултарайман ӗҫ-пулӑм, никам нихӑҫан илтмен анекдотсем шухӑшласа кӑларчӗҫ, пачах ҫук хӗрарӑмсен ячӗсене асӑнчӗҫ, ҫав тери хускатакан идиллисемпе юрату ӑнлантарӑвӗсем пирки евитлерӗҫ — ҫаксене пурне те калавҫӑ хӑй хутшӑннӑ, илӗртсе ҫавӑрнӑ, вӑрланӑ, туяннӑ…
Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.
Старикӗн ҫаврака питне куҫ хупанки евӗрлӗ сухал ҫавӑрнӑ, унӑн пӗрчисем пайӑркан-пайӑркан тӑртаннӑ.Круглое лицо старика было обведено ресничатой бородой, клочки которой торчали подобно лучам.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Анчах унӑн ҫӳхелнӗ тутипе ҫавӑрнӑ йӗпе шӑлӗсем тавра сарлака та ҫивӗч кулӑ йӑлкӑшать.Но вокруг влажных его зубов, обведенных исхудавшими губами, широкая и острая сверкала улыбка.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
— Виҫҫӗмӗшӗнчен, — терӗ вӑл хыттӑн янӑратса, — мастерской ҫывӑхӗнчи йывӑҫ ҫинче, тахҫан кунта килнӗ артисткӑн Молли Фленаганӑн пушмакӗ ӑшӗнче, чӗкеҫ йӑва ҫавӑрнӑ.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Ҫӳллӗ стенапа ҫавӑрнӑ сад пахчин хӗррисемпе ҫав тери илемлӗ те кӑмӑллӑ ҫутӑ кумса ҫӳрет.По саду, окруженному высокой стеной, бродил трогательный и прелестный свет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
«Ухмахла вилӗм, — револьвер барабанне ҫавӑрнӑ май шухӑшларӗ Энниок. — Ҫакнашкал перӗнсе вилме… кичем. Мӗн те пулин ӑсласа тупма май ҫук-ши?
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Сӑрт, — тет Тарт капитан, — ял ҫывӑхӗнчех; ӑна тӑпрапа питӗ тӗплӗ витнӗ, ҫеремпе ҫавӑрнӑ, ҫирӗп хӗрес лартнӑ; ҫакӑ — ӑраскалӗ пӳрнӗ хурлӑхлӑ тивӗҫне Скоррей хисеплӗн пурнӑҫланине лайӑх ҫирӗплетсе кӑтартни.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Чӳрече умӗнче чечекленекен тӗмсен вӑйлӑ шӑрши моряксен пуҫӗсене чӑннипех ҫавӑрнӑ пулин те — капитан кружка тӗпӗнчи пӑтранчӑк шӗвек юлашкине шӑрласа пӑхать — вӑхӑта сая ямасӑр Скоррее ҫӑлмашкӑн мерӑсем йышӑнмаллине палӑртать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Ҫӗрле вӑхӑт сиккипе чупать; каҫ ӑнтӑлса васкать; унӑн тӗрлӗ тӗслӗ плащӗ, чупнӑ чух ҫурӑлнӑскер, чакӑл тусен хыҫӗнче кӑвакпа тытса ҫавӑрнӑ хӗрлӗ татӑксемпе витӗр ҫапса вӗрет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫапла майпа Калюк вӑрӑ-хурахӗсемпе вӗсене вӗрентекенсем, эрешмен карта ҫавӑрнӑ пек, пӗтӗм чӑваш ҫӗрне карса илнӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗсене хӗрлӗ пӑхӑртан тунӑ йӗкӗр кӑшӑлпа ҫавӑрнӑ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Унтан ҫак тӑрӑхра кил-ҫурт ҫавӑрнӑ Пракухсен кӗҫӗнни те Уҫӑп пулнӑ.Отсюда же вышел младший из Прокопьевых, построивших здесь свой дом, Осип.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Рита амӑш пуҫне те, Виктор Иванович пуҫне те ҫавӑрнӑ?
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Тӑшман йӑва ҫавӑрнӑ сан килӳнте.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Лагерь тавра вал туса ҫавӑрнӑ.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.