Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем хамӑра хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана темиҫе хутчен пӑрахрӑмӑр пулин те, Санӑн умӑнта ҫылӑхӑма кӗтӗмӗр пулин те, пире Хӑвӑн ятушӑн пулӑшсамччӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпир намӑс айне пултӑмӑр, ҫие кӗҫҫе витнӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫамӑр, Туррӑмӑр, умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑ — эпир те, аттемӗрсем те хамӑр ҫамрӑк чухнехи вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, сӑмахне итлемен.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Виҫесӗрех ан ҫиллен, Ҫӳлхуҫамӑр, пирӗн йӗркесӗрлӗхе ӗмӗрех ан асӑн.9. Не гневайся, Господи, без меры, и не вечно помни беззаконие.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, мӗншӗн-ха пире Хӑвӑн ҫулу ҫинчен пӑрӑнма, хамӑр чӗрене Санран хӑрами пуличченех хытарма ирӗк патӑн?
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! пирӗнтен илтнӗ сӑмаха кам ӗненнӗ, Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ кама курӑннӑ?1. [Господи!] кто поверил слышанному от нас, и кому открылась мышца Господня?
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана мӗн каларӗ — ҫапла турӗ те Вӑл. Чунӑмри хурлӑха асра тытса, юлашки пурӑнӑҫӑма сапӑр пурӑнса ирттерӗп. 16. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана та чӗм кӗртрӗ; Эсӗ мана сыватӑн, мана пурӑнӑҫ пиллӗн. 17. Маншӑн ырра пулчӗ ҫак пысӑк хуйхӑ, Эсӗ манӑн чунӑма вилӗм шӑтӑкне лекесрен хӑтартӑн, манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн. 18. Сана ҫӗр тӗпӗ мухтамасть, Сана вилӗм те аслӑламасть, Санӑн тӳрӗлӗхне шанакансем — виле шӑтӑкӗ мар. 19. Эпӗ паян мухтанӑ пек, Сана чӗрри, чӗрри ҫеҫ мухтавлӗ: ашшӗ ачисене Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ. 20. Ҫӳлхуҫа ҫӑлӗ мана; эпир вара хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӗлӗхӗме янӑратса, аслӑласа юрлӑпӑр».
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, паян пире унӑн аллинчен ҫӑлсамччӗ, вара ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем пурте Эсӗ ҫеҫ, Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫеҫ пӗртен-пӗр Турӑ иккенне ӑнланса илӗҫ, тенӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, чӑнах ҫапла — Ассири патшисем ҫӗршывсене, вӗсен ҫӗрӗсене ҫаратса тухрӗҫ, 19. вӗсен туррисене вут-ҫулӑма ывӑтрӗҫ; анчах та вӗсем турӑсем мар, этем алли ӑсталанӑ йӗрӗхсем — йывӑҫ та чул, ҫавӑнпа тӗп тунӑ та ӗнтӗ вӗсене.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӑлхуна тайсамччӗ, илтсемччӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑр, куҫна уҫсамччӗ, курсамччӗ, Сана, чӗрӗ Турра, хӑртма ҫын янӑ Сеннахирим сӑмахне илтсемччӗ!
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пирӗн унта юханшывсем вырӑнне, алтса тунӑ шыв ҫулӗсем вырӑнне аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр пулӗ; унта кӗсменлӗ пӗр кимӗ те кӗреймӗ, пысӑк карап та иртеймӗ: 22. Ҫӳлхуҫа — пирӗн тӳре, Ҫӳлхуҫа — пирӗн саккунҫӑ, Ҫӳлхуҫа — пирӗн патша; Вӑл пире ҫӑлӗ.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӳпере пурӑнакан Ҫӳлхуҫамӑр аслӑ; Сионра Вӑл тӳрӗ сутпа чӑнлӑха ҫирӗплетрӗ.5. Высок Господь, живущий в вышних; Он наполнит Сион судом и правдою.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! каҫар пире; эпир Сана шанса тӑратпӑр; мӗн иртенпех пирӗн вӑй-халӑмӑр, йывӑр вӑхӑтра пирӗн ҫӑлӑнӑҫӑмӑр пулсамччӗ.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Йывӑр арӑм ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитсессӗн епле асапланать, ахлатать, йынӑшать, эпир те Санӑн умӑнта, эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫавӑн пекех пултӑмӑр.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! инкекре вӑл Сана шыранӑ; Санӑн хасу ҫитсессӗн вӑл кӗлтуса пӑшӑлтатнӑ.16. Господи! в бедствии он искал Тебя; изливал тихие моления, когда наказание Твое постигало его.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӑха ӗрчетрӗн Эсӗ, халӑха ӗрчетрӗн — Хӑвна мухтава кӑлартӑн, мухтавна ҫӗрӗн мӗнпур кӗтессине ҫитертӗн.15. Ты умножил народ, Господи, умножил народ, - прославил Себя, распространил все пределы земли.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Ҫӳлхуҫамӑр!
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫамӑр!
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Санӑн суту ҫулӗ ҫинче эпир Сана шанса тӑтӑмӑр; пирӗн чунӑмӑрсем Сана, Санӑн ятна асрах тытма тӗмсӗлеҫҫӗ.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр кӑмӑл тусассӑн, ӑна ӑслӑлӑх хӑвачӗ кӗрӗ, 8. вара ӑслӑлӑх сӑмахӗсем калӗ, хӑйӗн кӗллипе Ҫӳлхуҫана мухтаса тӑрӗ; 9. кӑмӑлне те, ӑсне те ырӑлатӗ, Ҫӳлхуҫанӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен шухӑшлӗ; 10. вӑл хӑй вӗрентӗвӗн ӑслӑлӑхне кӑтартӗ, Ҫӳлхуҫа халалӗн саккунне уяса пурӑннипе ырӑ ят илӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвӑн халӑхушӑн Аарон пиллӗхӗпе кӗлтӑвакан чурусенӗн кӗллине илтсемччӗ, 19. вара ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте Эсӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, ӗмӗрсенӗн Турри иккенне, пӗлӗҫ.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.