Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫутҫанталӑка улӑштарса ҫӗнетмелли тата станицӑсене лайӑхлатмалли районти планӑн проектне выльӑх пӑхакансем тӗплӗн сӳтсе явни Кондратьев кӑмӑлне кайнӑ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫутҫанталӑка урӑхлатса ҫӗнетмелли, хамӑр ҫӗре лайӑхлатмалли тата станицӑсене ҫӗнетмелли пирӗн план, — терӗ Сергей хулленрех те витӗмлӗ сасӑпа, — Усть-Невинскри ГЭС-а пӗрлешсе тунине пула ҫуралса тухрӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Район руководителӗсем ҫутҫанталӑка улӑштарса ҫӗнетмелли план туса хатӗрлеҫҫӗ: ҫеҫенхире вӑрмансемпе, кӳлӗсемпе пуянлатма, станицӑсем йӗри-тавра садсем лартса ҫаврӑнма, паха ҫулсем, кӗперсем тума, колхоз производствине электричествӑна ытларах та ытларах кӗртме йышӑнаҫҫӗ.
Семен Бабаевский // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 5–6 с.
Ҫынсем ялан вӗренӗҫ, вӑйлӑланнӑҫемӗн вӑйлӑланӗҫ, пӗтӗм ҫутҫанталӑка парӑнтарӗҫ.И люди станут все развиваться, сделаются могучими и всю природу покорят!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тен, эпӗ вӑл хӗрте ҫутҫанталӑка, ҫутҫанталӑкри пӗтӗм илемлӗхӗн сӑнарне юрататӑп пуль; анчах та манӑн хамӑн ирӗкӗм ҫук, ман урлӑ ӑна ҫанталӑкӑн темле вӑйӗ юратать, туррӑн пӗтӗм тӗнчи, пӗтӗм ҫутҫанталӑк ҫак юратӑва ман ӑша тӗртсе кӗртсе ҫапла калать: «юрат».
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Е, ахаль казак пулса, ҫутҫанталӑка ҫывӑх пурӑнӑҫ, никама та сиен тӑвас мар, унтан та ытларах, ҫынсене ырӑ тӑвас тени, ҫакӑн ҫинчен ӗмӗтленни — эпӗ ӗлӗк ӗмӗтленнинчен, — сӑмахран, министр пулас, полк командирӗ пулас, тесе ӗмӗтленнинчен, аванрах мар-и-вара?»
XXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл хӗвеле, хӗрӳ, савӑк хӗвеле, ҫутӑ тӳпене, ҫутҫанталӑка — пурнӑҫӑн нумай-нумай енлӗ пӗтӗм илемне, калама ҫук пысӑк-пысӑк киленӗҫпе мӑнаҫлӑха — этем шухӑшлавне вӗлерет!
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Робинзон тӗрлӗ инкексем умӗнче шикленсе тӑмасть, вӑл хӑйне хӑй йӑпатма пӗлет, хӑйӗн вӑл-халне, ӑс-хакӑлне пухать, ҫутҫанталӑка тӗпчет, вӗренет.
«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.
Лашасем тулхӑра-тулхӑра апат ҫини те ҫывракансем харлаттарни ҫеҫ илтӗнме пуҫларӗ; таҫта ҫывӑхах мар пӗр текерлӗк йӗчӗ, хутран-ситрен чӗнмен хӑнасем кайнипе-кайманнине тӗрӗслеме вӗҫсе килнӗ виҫӗ шур качаки чийлеткелерӗҫ; пӗчӗкҫӗ юханшыв хуллен шӑнкӑртата-шӑнкӑртата юхрӗ, анчах ҫак сасӑсем пӗри те шӑплӑха пӑсмарӗҫ, хытса ларнӑ сывлӑша вӑратмарӗҫ, пачах урӑхла, ҫутҫанталӑка тӗлӗрме кӑна пулӑшрӗҫ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
«Ҫеҫенхир» повесть А. П. Чехов творчествинче ҫутҫанталӑка ҫырса кӑтартас тӗлӗшпе те, психологилле сӑнарсем тӑвас енӗпе те чи илемлӗ, чи ӑста произведенисенчен пӗри шутланать.
Ҫеҫенхир // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Енчен эп хӑҫан та пулин мӑнастире кӗме шут тытас пулсан, ӗмӗр илемлӗ ҫутҫанталӑка савса юратнӑран ҫеҫ килӗшнӗ пулӑттӑм.Если я когда-нибудь вздумаю уйти в монастырь, то лишь из любви к природе, которая всегда прекрасна.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав чечексенех чӗрӗлӗх хӑвачӗ кӗртекен хӗвел ҫути кӑтарт-ха, вӗсен унччен малтан пытанса тӑнӑ ырӑ шӑрши пӗтӗм ҫутҫанталӑка техӗмлӗн сарӑлнӑ пулӗччӗ.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫын ҫут-ҫанталӑка питӗ юратать, ҫавӑнпа Петербург ҫывӑхӗнчи ҫынсем, — вӑл темиҫе миллионшар, вуншар миллиона ларнӑ пулсан та, — ҫав мӗскӗн, йӗрӗнчӗк ҫутҫанталӑка курса савӑнаҫҫӗ; вӗсем вулаҫҫӗ, картла выляҫҫӗ, лотолла выляҫҫӗ, вӑл тата, вӗренсе ҫитмелӗх вӑхӑт пулнӑ пек, шахматла выляма вӗренме те пуҫларӗ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫутҫанталӑка урӑхлатма ҫук, пӳрнӗ шӑпана улӑштарма ҫук, вӑхӑта чарса лартма ҫук.Время не остановишь, судьбу не изменишь, природу не переделаешь.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Дон леш енче шевле вылять, Разметновӑн сивӗ, савӑнӑҫсӑр куҫӗсем халӗ аялалла мар, тӑван вил тӑприн ишӗлсе аннӑ кӗтесӗ ҫине мар, лере, куҫа курӑнман горизонт хӗррине пӑхаҫҫӗ: унта, ҫур пӗлӗте вут хыпнӑ пек, ҫиҫӗм чӳхенет, тӗлӗрекен ҫутҫанталӑка вӑратса, кӑҫал юлашки хут, шӑрах ҫу кунӗсенчи пек, хӑватлӑ та кӑра аслати килет.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫутҫанталӑка тӑваканӑн чӑпӑркки пырса тивеймен-ха халлӗхе Китай ҫурӑмне, унччен вӑл ҫаплипех юлса пырӗ, хӑйне хӑй пӗр ҫӳҫ пӗрчи чухлӗ улшӑнма та кӑмӑл тумӗ!
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Тармакланса кайнӑ, вараланнӑ, тарланӑ питсем, йӗп-йӗпе ҫамкине ҫыпӑҫса ларнӑ сапаланчӑк ҫӳҫ пӗрчисем, пӑхӑр тӗс ҫапнӑ ӗнсесем, мекӗрленнипе чӗтрекен хулпуҫҫисем — ҫаксем пӗтӗмпех, тата тӗрлӗрен ҫӗтӗк-ҫурӑкпа витӗннӗ ӳтсем йӗри-таврана хӗрӳ те йывӑр шӑршӑ сараҫҫӗ, вара, кӑнтӑрти шӑрӑхпа пӗрлешсе, ҫутҫанталӑка пӑчӑ сывлӑш тултараҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Коновалов ҫутҫанталӑка чунтан килекен юратупа, пӗр сӑмахсӑр юрататчӗ; яланах, хирте-и е шыв ҫинче-и, унӑн чӗрине лӑпкӑ кӑмӑл ҫупӑрласа илетчӗ, ҫакӑ вара ахаль те ача пек ҫынна тата та ытларах йӑвашлантарса яратчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Асатте тесен хӑть, вӑл ҫутҫанталӑка лайӑх пӗлет.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗн вара, эсир ҫутҫанталӑка сӑнласа кӑтартма хушатӑр-и: розӑсене, шӑпчӑка, е сивӗ хӗллехи ире, ҫав вӑхӑтрах йӗри-тавра йӑлт вӗресе, улшӑнса тӑрать пулсан?
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956