Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуркуннехи (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫуркуннехи хӗвеллӗ кун, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май эпӗ унӑн пултарулӑхӗпе черетлӗ хут паллашма кайрӑм.
Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ҫуркуннехи тата ҫуллахи тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси пирки те сӑмах пычӗ.
«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
...Нихӑҫан та манӑҫми ҫуркуннехи кун, 1945 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине ял тӑрӑхӗсенче майӑн 8-мӗшӗнче анлӑн паллӑ турӗҫ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
27. Вӑл, ҫуркуннехи Фисон шывӗ пек, Тигр шывӗ пек, ӑслӑлӑхпа витерет; 28. вӑл, ӗҫҫи вӑхӑтӗнчи Евфрат шывӗпе Иордан шывӗ евӗр, тулли ӑс-хакӑл кӳрет; 29. вӑл, Нил шывӗ сарӑлнӑ евӗр, иҫӗм ҫырли пухнӑ вӑхӑтри Гион шывӗ евӗр, ӑс-пӗлӳ сарать.
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Миллин, район пуҫлӑхӗ П.Скворцов ҫуркуннехи пӗрремӗш уяв ячӗпе саламласа фестивальте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Ҫуркуннехи уяв юрӑ-ташӑпа ҫеҫ мар, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе, тӗрлӗ выставкӑсемпе пуян пулчӗ.
Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Республика Пуҫлӑхӗ тата театр ертӳлӗхӗ пӗр ӗмӗре ҫывхарса пыракан искусство храмӗн малашлӑх аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ, Михаил Васильевич ҫавӑн пекех театрти хӗрарӑмсене ҫуркуннехи пӗрремӗш уявпа - Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе - саламланӑ.
Игнатьевсем спектакль пăхнă // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Кунта канмалли кун ярмӑрккисем, ҫуркуннехи тата кӗркуннехи уйӑхлӑхсем ирттерни те витӗм кӳрет.
Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№