Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юнпа темперамент тӗлӗшӗнчен вӑл чи хӗрӳлли пулнӑ, анчах вӑл чи хӑрушӑ тамӑк витӗр тухнӑ пирки, уншӑн вунӑ пин ҫӑвартан тухакан ҫилӗллӗ сасӑсен хумӗ, ҫуллахи шӑрӑх каҫсенчи тӳлек сулхӑн пек кӑна туйӑннӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Ильсеяр Уметбаев аллине ҫыхнӑ бинт юнпа хӗрелнине курчӗ.Ильсеяр увидела, как бинт на руке Уметбаева окрасился кровью.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Лодка пуҫне кӑштах ҫӗклерӗ, тути хӗррисене ерипен ҫулакаласа ҫакӑн ҫине кӑн пӑхрӗ, — Жуковӑн сӑнӗ-сӑпачӗ питӗ хӑрушлӑн курӑнчӗ ӑна: сарӑхса та кӑвакарса кайнӑ, юнпа пӗвӗннӗ куҫӗсем сурансем евӗрлӗ курӑнаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫӳрессе вӑл кӑвакалла, енчен енне тайкаланса утса ҫӳрет, ларнӑ чухне те пулин вара унӑн тулли пӳ-сийӗ енчен енне сулланкаласах ларать; ҫак хусканура эрех ҫӳпҫине, кичем Жукова вӗчӗрхентерекен темле йӗкӗлтӳ пур; час-часах вара вӑл, Лодкӑн кӗлетки ывӑна пӗлмесӗр чӳхенкелесе ларнине юнпа пӗвеннӗ куҫӗсемпе асӑрхаса илет те, тискеррӗн кӑшкӑрса пӑрахать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Виҫӗ ҫул маларах ҫеҫ качча кайнӑскер, вӑл хӑйӗн илемне те, сывлӑхне те ҫухатман пулнӑ-ха, юнпа сӗт хутӑш, хӑйма пек пулнӑ, темелле.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл ашшӗн юнпа тулнӑ куҫӗсенчен пӑхнӑ, унтан нимӗнле хӗрхенӳ те кӗтме ҫуккине сиснӗ.Она смотрела в его налитые кровью глаза и знала, что не дождется от него пощады.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Сервантесӑн куҫӗсем юнпа тулнӑ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл пуҫхӗрлӗ ҫакӑнса тӑнӑ, хӑйӑлтатнӑ, юнпа пӗвӗнсе, вилӗме чӗннӗ, анчах час вилеймен.Он висел вниз головой, хрипел, наливаясь синей кровью, звал смерть и долго не умирал.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Юнпа хӗрелнӗ хура шыв кимӗсем патӗнче вӗресе тӑнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Мигелӗн ҫухи татӑлнӑ, лӳчӗркеннӗ, камзолне хулпуҫҫи ҫинчен касса татнӑ, ҫырмара ҫапӑннӑ сылтӑм ури ҫинчи чӑлхи типсе хытса юнпа хуралнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ыратать унӑн йӑлтах, кӗпи юнпа лачкам йӗпеннӗ.
Виҫӗ сӗмсӗр пуля // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пирӗн куҫ умӗнчех кӗлленнӗ хуласем ҫӗнӗрен ӳсме, илемленме тытӑнчӗҫ, каллех рельсӑсем чанкӑртатма пуҫларӗҫ, юнпа шӳнӗ ҫӗр ҫинче вӑйлӑ тырпул туса илекен пултӑмӑр.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫул ҫинче ахаль чухнехи кӗпе-тумтир тӑхӑннӑ, юнпа вараланнӑ икӗ хӗрарӑм выртаҫҫӗ, вӗсем хӗреслӗ хурса хытса кайнӑ аллисемпе кӑкӑр ачисене тытнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хула пирӗн умра, анса ларакан хӗвел ҫути айӗнче, юнпа сӑрланӑ тӗслӗн курӑнса выртать.Город лежал перед нами залитый, как кровью, лучами заходящего солнца.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫаксем хӑйсене тӗнче тытса тӑракансем тесе шутласа ҫӗр чӑмӑрӑн ҫуррине юнпа ҫуни ҫинчен тата нумай ҫынсене асаплантарса вӗлерни ҫинчен те тӗлӗнмесӗр шухӑшлаймастӑн.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Ачасем, вӑрҫӑ тӑрантарчӗ, тӗнче юнпа ҫӑвӑнчӗ, ҫитет вӑрҫма, тесе калас.Дескать, войной ребята все обожрались, хватит, весь мир кровью умылся. Не довольно ли!
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Мӗншӗн вӗсем вӑрҫӑ пуҫласа ячӗҫ, ҫӗре юнпа шӑвараҫҫӗ?
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Юнпа вараланса пӗтнӗ Киносьян йынӑшнӑ иккен.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Ҫеҫпӗл ҫеҫки пек ҫап-ҫаврака куҫӗсем юнпа кӗвӗлсе ларнӑ, тутине ҫурса пӑрахнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӗртнӗ тимӗр кӗрлет, Вут-кӑвар тилӗрет, Анлӑ Атӑл юнпа хӑмачланчӗ, Анчах ҫирӗп тӑрать Улӑп пек Сталинград, Кӑкринче туптанать хурҫӑ шанчӑк.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.