Шырав
Шырав ĕçĕ:
этемлӗх the word is in our database.
Шӑпах ҫавӑнпа эпир ҫемье тата пӗтӗм этемлӗх хаклӑхӗсене, ҫамрӑксен хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тата спорта тӗп вырӑна хуракан модӑна пропагандӑлас ӗҫ ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхатпӑр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Таптаннӑ ҫӗлен ураран сӑхасшӑн пулса пуҫне ҫӗкленӗ чух ӑна лапчӑтса вӗлермелле, вӑл пит илемлӗ кӗрешӳ, этем хӑйне ҫӑлас тенӗ туйӑмпа кӗрешет иккен — вӑл паттӑр кӗрешӳ, пӗтӗм этемлӗх ячӗпе вӑйне хӗрхенмест пулсан — вӑл таса кӗрешӳ.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак ӑс вара обществӑшӑн ҫаплах усӑсӑр ҫухалать, общество йышӑнмасть ӑна, вӑл ӑна пусарса, пӗтерсе пырать, ҫак ӑса йышӑннӑ пулсан, пӗтерсе пыман пулсан, вӑл ӑс усса кайнӑ пулсан, этемлӗх историйӗ малалла вунӑ хут хӑвӑртрах кайнӑ пулӗччӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫпе киленӳре, пӗрлештерсе илес пулсан, этемлӗх уйрӑм ҫынсенчен ҫӳлерех тӑрать: ӗҫре эпир кирлӗ япаласене ытларах ҫиелтен шута илетпӗр; киленӳре вара ҫынсене пурнӑҫра кирлӗ ытти пӗрлехи япаласене нумайрах шута илеҫҫӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.