Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл мана «Беранже юррисене», картинсемлӗ, ылттӑн хӗрриллӗ те хӗрлӗ сӑран переплетлӑ, пит аван ҫаптарса кӑларса издани пачӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Вӑл мана Арсен Гуссэ ҫырнӑ «Алӑ тулли роза, ылттӑн тата юн» Бэло, Поль-де-Кок.Предлагая мне Арсена Гуссэ «Руки, полные роз, золота и крови», романы Бэло, Поль де Кока.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вара эпӗ гунсем ҫинчен аптекӑра провизортан ыйтас тесе шутларӑм, вӑл ман ҫине яланах кӑмӑллӑн пӑхать, унӑн ӑслӑ сӑн-пит, пысӑк сӑмси ҫинче ылттӑн куҫлӑх.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӗри-тавра пурте эпӗ халиччен курман пек темле хитреччӗ, ун урисем айӗнче ылттӑн тӗслӗ чаплӑ ковер выртатчӗ, чӳречесен кӗмӗл кантӑкӗсем витӗр, ҫав хӗрарӑм тавра ӑшӑнса, хӗллехи кун пӑхатчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Инҫетре йӑлӑмри вӑрмансем хыҫӗнчен васкамасӑр ҫуталса кайнӑ хӗвел тухать, вӑрмансем хура ҫилхисем ҫинче вут ҫутисем йӑл-йӑл ҫутӑлса каяҫҫӗ, вара чуна пырса тивекен, тӗлӗнмелле хускану тапранса каять: улӑхсем ҫинчен тӗтре тата васкамасӑртарах хӑпарма тытӑнать те хӗвел ҫути пайӑрки тӗлӗнче кӗмӗл тӗслӗн курӑнать, тӗтре хыҫҫӑн сӗр ҫинчен тӗмӗсем, йывӑҫсем, утӑ капанӗсем тухса тӑраҫҫӗ, улӑхсем, хӗрлӗрех ылттӑн тӗслӗрехскерсем, хӗвел ҫутипе ирӗлсе пур еннелле те юхса кайнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Нумай ылттӑн пухрӑн-и? — терӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чиркӳсене ҫӳресси ман кӑмӑла каятчӗ; ӑҫта та пулин ирӗклӗрех те тӗттӗмрех кӗтессе тӑрса, эпӗ инҫетрен иконостас ҫинелле пӑхма юрататтӑм — вӑл ҫурта ҫуттисемпе ирӗлсе, амвонти кӑвак чул урайнелле ҫӑра ылттӑн пек юхса аннӑн туйӑнать; иконсен тӗксӗм кӗлеткисем хуллен тапранкалаҫҫӗ; алтарь алӑкӗн ылттӑн шӑтӑклийӗ савӑнӑҫлӑн чӗтренет, ҫурта ҫуттисем кӑвакрах сывлӑша ылттӑн тӗслӗ пылхурчӗсем пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, хӗрарӑмсемпе хӗрсен пуҫӗсем чечексем пек туйӑнаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӳречесем хушшинче икӗ тӗкӗр тата «Нивӑн» ылттӑн рамӑллӑ картина-премийӗсем ҫакӑнса тӑракан пысӑк залра пушӑ та кичем, кунта картла вылямалли икӗ сӗтел тата пӗр дюжина яхӑн венски пукан ларать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Симӗс шапа ҫурисем ура айӗнче сиксе ҫӳреҫҫӗ; тымарсем хушшинче хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен хӑйӗн ылттӑн тӗслӗ пуҫне ҫӗклесе шапа ҫурисене сыхласа выртать.Изумрудные лягушата прыгают под ногами между корней; подняв золотую головку, лежит уж и стерёжет их.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав тӗттӗме хӗвелӗн ылттӑн тӗслӗ ҫутӑ пайӑркисем каскаласа пӗтернӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Жегули тӑвӗсем, ҫуркунне майӗпе сип-симӗсскерсем пӗлӗтелле карӑнса лараҫҫӗ, ҫӳлте шур пӗлӗтсем ҫӳреҫҫӗ, хӗвелӗ ҫӗр ҫинелле пӑхса ылттӑн пек ирӗлсе тӑрать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Акӑ, эпир виҫсӗмӗр те тул ҫутӑлнӑ чухне симӗс кӗмӗл тӗслӗ сывлӑмлӑ уйпа утатпӑр; пирӗнтен сулахай енче, Ока шывӗн леш енче, Дятловой тусен хӗрлӗ тӗслӗ аяккисем тӗлӗнче, шурӑ Чулхула тӗлӗнче, симӗс пахчасен тӳписем хушшинче, ылттӑн тӗслӗ чиркӳ тӑррисем хушшинче, вырӑссен кахалтарах хӗвелӗ васкамасӑр тухать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ӗнтӗ ҫывӑрмастӑм, вутӑ сарайӗнчи ҫурӑксем витӗр ман вырӑн ҫинелле хӗвел ҫуттин пайӑркисем пырса кӗнисене пӑхса выртаттӑм, ҫав ҫутӑ пайӑркисем тӗлӗнче темле ылттӑн тӗслӗ тусан ташлать, — вӑл тусан пӗрчисем юмахри сӑмахсем пек тупӑнаҫҫӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукамай, шӑллӑм тата эпӗ пӗчӗк сарайра, тӗрлӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк сарса хунӑ вутӑ ҫинче ҫывӑрса пурӑнаттӑмӑр; пирӗнпе юнашар, хӑмаран тунӑ шӑтӑк-ҫурӑклӑ стена хыҫӗнче, хуҫа чӑххисене хупмалли вите пулнӑччӗ; каҫпа вара эпир тутӑ чӑхсем ҫывӑрса каяс умӗн вӗсем силленкелесе илнисене тата кӑлӑкланисене илтеттӗмӗр; ирхине пире ылттӑн тӗслӗ, уҫӑ саслӑ автан вӑрататчӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав хӗрарӑм эпи-карчӑк та евчӗ те пулать, вӑл шӑнӑрлӑ пысӑк арӑм, сӑмсийӗ кӑвакал сӑмси пек, арҫын кӑкӑрӗ пек лаптӑк кӑкӑрӗ ҫине «пӗтекенсене ҫӑлнӑшӑн» текен ылттӑн медаль ҫакса сӳрет.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑрушӑ суд пулӗ тесе шутламасть, Чухӑн ҫын, ни тӑван, пи тус мар уншӑн, Тӑрӑшать вӑл ылттӑн кӑна пуҫтарасшӑн — Ҫав ылттӑн тамӑк кӑварӗ пултӑр уншӑн!
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатать, ҫӳлте пӗлӗтсем шурӑ кайӑксем пек ишсе пыраҫҫӗ, эпир Атӑл урлӑ каҫлӑхсем ҫийӗпе утатпӑр, кӗрлет, ҫӳлелле ҫӗкленет пӑр, каҫлӑх хӑмисем айӗнче шыв чӑмпӑлт-чӑмпӑлт тутарать, ярмӑнкӑри аш пек хӗрлӗ собор тӑрринче ылттӑн хӗрессем ялкӑшаҫҫӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Палатӑра хӗвел вылять, — пурне те ылттӑн ҫутипе ҫутатса илет те пытанать, унтан каллех пурин ҫине те йӑл пӑхса илет, ача-пӑча аснӑ пек хӑтланать.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тупӑк хыҫӗнче аналой тӑрать, ун ҫинче мӑя ҫакса ҫӳремелли пӑхӑр хӗрес выртать, аналой йӗри-тавра виҫӗ авӑс ҫурта татӑкӗсем ҫунса лараҫҫӗ, вӗсене кӗмӗлпе ылттӑн тӗслӗ конфет хучӗсемпе чӑрканӑ подсвечниксем ҫине лартнӑ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн хуҫа магазин хыҫӗнчи пӗчӗк пӳлӗме ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ, эпӗ унӑн ылттӑн сехетне уҫса механизмӗ ӑшне уксус тумлатрӑм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.