Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кун умӗн темиҫе минут маларах лутака кӗлеткеллӗ, хыпаланчӑк, питҫӑмартисене кӑвак шӑрт пусса илнӗ, макӑрса пӗтнӗ, куҫ хукаххисем усӑнса аннӑ тӑртанчӑк куҫлӑ полковник хурал начальникне портупей чӗнӗнчен яра-яра тытрӗ, мӗскӗн сасӑпа селӗппӗн тем-тем каларӗ, сӑмсине шӑнкарта-шӑнкарта, чӗлӗм туртса сарӑхнӑ мӑйӑхне, куҫӗсене, чӗтрекен тутине таса мар сӑмса тутрипе шӑла-шӑла илсе, унтан ав темле сасартӑк перӗнес шухӑш тытрӗ…
XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пантелей Прокофьевичӑн ырханланса кайнӑ шуранка пичӗ ҫине кӑвак шӑрт тапса тухнӑ, путса кӗнӗ тути ҫинчи мӑйӑхӗ усӑнарах тӑрать, куҫӗсем ҫурри хупӑ, кӑвакрах куҫ шуррисенче чӗрӗ чухнехи йӑлтӑркка ҫутӑ хӗлхем сӳнсе ларнӑ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑш чухне малта хирӗҫ килекен машинӑ ҫути ялкӑшса илнӗ, фарӑсен пайӑркисем е тӗтӗм тӗслӗ лутра пӗлӗтсене хыпашланӑ, е, шӑрт пек хӑмӑр хӑмӑла ҫутатса, инҫетерехри тӑвайккисем ҫине сиксе ӳкнӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хайхискер майӗпен те тайкаланса утакан ҫын чӑн-чӑн Петро Богатырев — пӗлтӗр курнӑ пекех чакӑр куҫлӑ, анчах чылайранпа хырӑнман пирки сухалӗ шӑрт пек ӳссе кайнӑ Петро Богатырев пулнине ӗненсе ҫитрӗ те ура ҫине ҫӗкленчӗ, урисем ҫинче тытӑнса тӑма пултарнине тӗрӗслерӗ.
LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Ну, ку, тӑванӑм… — йӑл кулса тата сарӑ шӑрт пек мӑйӑхне шӑлса, сӑмахӗсене тӑсарах каларӗ Сафонов.— Ну это, братец… — протянул Сафонов, улыбаясь и приглаживая желтый подбой усов.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗрлӗармеец ирӗклӗн тӑрать: тӳмине вӗҫертсе янӑ аялти кӗпе ҫухипе шӑрт пек хытӑ хура сухал пусса илнӗ карланкине юнӑхса пӗтнӗ чӗрнеллӗ хулӑн хура пӳрнисемпе тӗрткелесе илет.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавӑн майлӑ кукӑр-макӑррӑн авкаланса иртет тип ҫырма хӗррипе, сӗвек тайлӑм тӑрӑх, качакасен чӗрнисемпе йӗрленсе якалнӑ пӗчӗкҫӗ сукмак; ҫапла пырать-пырать те вӑл, пӗр-пӗр кукӑра ҫитсен, сасартӑк тим ҫырма тӗпнелле чӑмса кӗрет, касса татнӑ пек ҫухалать, — вара ҫук малалла кайма, сукмак татӑлнине тараватсӑррӑн пӗлтернӗ майлӑ шӑрт пек хытхура кӑна унта, хӳме майлӑ курӑнса, кашласа ӳсет.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Голубева шӑрт пек ҫӑра симӗс калчана аллипе шӑлса илчӗ те Сергей ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шӑрт пек ҫӑра!
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсем ҫула ҫитнӗ, тапса тӑракан сывлӑхлӑ ҫынсем, ҫеҫенхирти вӗри сывлӑшпа кӑвак янкӑр мӗн иккенне питӗ лайӑх пӗлсе тӑракансем, мӗншӗн тесен, вӗсен пичӗсем бронза тӗслӗ мар, тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ пулса кайнӑ, мӑйӑхӗсем вара шӑрт пек хытӑ та смала сӗрнӗ пек хура.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӳҫӗ шӑрт пек тӑрать, пӑхӑр тӗслӗ.
Генерал-Кар // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Шӑрт пек сарӑ хӑмӑла ҫил силлесе чӗтрентерет.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл лаши ҫинчен Степанӑн усӑнчӑк сарӑ мӑйӑхӗсене, тахҫантанпах хырман ҫӑра шӑрт сухалне курать.Он сверху видел русые обвисшие усы Степана, густую щетину давно не бритой бороды.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Сывӑ пул, Ганна!» кӑшкӑрса илчӗ ҫав вӑхӑтра йӗкӗтсенчен пӗри, хыҫалтан йӑпшӑнса пырса голована вӑл ыталаса илсе; анчах лешӗн шӑрт пек тирекен мӑйӑхӗсене курсан, сасартӑках хӑраса каялла сиксе ӳкрӗ.
III. Кӗтмен йӗкӗт. Кавар // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗри ҫеҫ курнӑ пулсан татахчӗ хуть, пурне те курӑннӑ пек туйӑнать: така пуҫне ҫӗклерӗ, унӑн сӳрӗк куҫӗсем йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ, самантрах шӑтса тухнӑ шӑрт пек хура мӑйӑхӗсене хускаткаласа илчӗ те вӑл хайхи ватӑсем ҫинелле пӑхрӗ.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫӳҫӗ — шӑрт пек, куҫӗсем — вӑкӑрӑнни пек!
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тепӗр тесен, мӗнле илмесӗр тӑрӑн-ха: вӑл хӑйӗн шӑрт пек куҫхаршийӗсене антарса пӗрре витӗртерех пӑхса илсен, кирек камӑн та сехри хӑпмалла, ҫӑва патне кӗрех кайтӑр, тарса ҫеҫ ӗлкӗресчӗ ӑҫта та пулин; илсен те ыррине ан кӗт — тепӗр каҫхинех, ҫӗрле, шурлӑхран тухнӑ пӗр-пӗр мӑйракалли хӑнана килсе ҫитет те пуҫлать мӑйран пӑвма, мӑйра тенкӗ-мӗн пулсан, пӳрнере ҫӗрӗ пулсан, пӳрнене ҫыртма тытӑнать, ҫивӗте хӑю янӑ пулсан — ҫивӗтрен туртать.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кондратьев, сӗтел патӗнчен алӑк патне миҫе утӑм пулнине виҫнӗ пек, кабинетра утса ҫӳреме пуҫларӗ, пирус турта-турта, тем ҫинчен шухӑшларӗ; Сергей вӑл епле ҫирӗппӗн яра-яра пуснине шарламасӑр сӑнаса ларчӗ, унӑн ҫилленчӗклӗрех хура питне нумай пӗркеленчӗклӗ ҫамкине, шуралнӑ куҫхаршисен шӑрт пек хытӑ тӗкӗсене курса хӑйне мӗн калассине кӗтрӗ.
XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн курпунрах сӑмсаллӑ, пысӑк та шӑрт пек хытӑ куҫхаршиллӗ пичӗ юман хуппи пек хура-сарӑ тӗслӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Николай Петрович кӗпине хыврӗ те кӑвакарнӑ шӑрт пек хытӑ ҫӳҫне сапаласа, нумайччен ҫӑвӑнчӗ.Николай Петрович снял рубашку и долго полоскался у рукомойника, распустив жесткий и седой чуб.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.