Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылайӑшӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Чылайӑшӗ юрату хутшӑнӑвӗ пирки шутлӗ: е ҫывӑхланӗҫ, е уйрӑлӗҫ.

В этот период многие из вас подвергнут свои любовные отношения переоценке, что или послужит их разрыву, или станет серьезным шагом к сближению.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чылайӑшӗ вай чакнине туйӗ.

Многие почувствуют усталость, упадок сил.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чылайӑшӗ ӗҫ тупӗ, вӑл вӑхӑта нумай илӗ, анчах тупӑш самаях кӗрӗ.

Многим удастся найти работу, которая отнимет много времени, но даст высокий доход.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чылайӑшӗ эрне пуҫламӑшӗнче вӑй тапса тӑнине туйӗ.

Многие Львы с первых дней этой недели ощутят прилив сил.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ют ҫын чапӗпе усӑ курма чылайӑшӗ юратать, ӑнӑҫу ҫӗнсе илме вара кашниех пултараймасть.

Купаться в лучах чужой славы любят многие, а добиваться чего-то самостоятельно нравится не каждому.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Уяври канмалли кунсене чылайӑшӗ хастар ирттерӗ.

Праздничные дни большинство представителей знака проведет активно.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юнкун укҫа енчен ӑнӑҫу пулӗ, чылайӑшӗ тинех парӑмӗсене татӗ, кризисран тухмалли план хатӗрлӗ.

Среда принесет финансовые бонусы, и многие представители знака, наконец, разберутся с долгами, и наметят план по выходу из кризиса.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чылайӑшӗ ӗҫлӗ партнерсенчен тупӑшлӑ сӗнӳ илӗ, ҫавна май тунтикунпа ытларикун канма вӑхӑт пулмӗ.

Многие Овны получат несколько выгодных предложений от деловых партнеров – в понедельник и вторник вам точно будет не до отдыха.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ытларикун Раксенчен чылайӑшӗ пуҫарӑвне кӑтартӗ, политикӑра пултарулӑхӗпе палӑрӗ - сирӗн тавра камсем пулнине сӑнӑр, карьерӑшӑн ҫунакансемпе тата вӑрттӑн инкек тӑвас текенсемпе ҫыхланма ан тӑрӑшӑр.

Во вторник многие Раки сумеют проявить лидерские качества, и блеснуть талантами в политике – следите за своим окружением, и старайтесь избегать общения с карьеристами и интриганами.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ырлаканни ырларӗ Ахтупайпа Ятламас сӑмахне, чылайӑшӗ вара нимӗн те чӗнмерӗ.

Help to translate

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чылайӑшӗ, ҫак ҫутҫанталӑк продукчӗн япӑх енӗ шутӗнче, ун ӑшӗнче питӗ ҫуллӑ япаласем пуррине кура, вӑл ытла калориллӗ пулнине шутлаҫҫӗ.

Многие считают существенным минусом данного природного продукта – высокую калорийность за счет присутствия в составе насыщенных жиров.

Соуссемпе техӗмлӗхсем — апатсен тутине вӑйлатаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://ru.chuvash.org/blogs/comments/6048.html

Пӑлхавҫӑсен вулӑс советне аркатнӑ хыҫҫӑн старшина суйлама чӗнсен, чылайӑшӗ унта канма килӗшмест.

Help to translate

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Вӗсенчен чылайӑшӗ драмкружокра Эльгеевпа пӗрле ӗҫленӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫырма шывне пасара килекенсене вӗретсе ӗҫтерӗймӗн, вӗсенчен чылайӑшӗ хут пӗлмеҫҫӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫуллахи вӑхӑтра чылайӑшӗ варвиттипе чирлеҫҫӗ — хулара та, ялта та, — ӑнлантарчӗ ӑна Лукьянов, — Ҫулла таса мар сӗт е вӗретмен шыв ӗҫнипе дизентери лекет, кӗркунне пахча-ҫимӗҫ урлӑ вар тифӗ сарӑлать.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Опера театрӗ ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн унти бутафорипе костюмсем чылайӑшӗ пире юлчӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗрлӗ Ҫартан таврӑнса аслӑ шкулсене вӗренме кӗнӗ студентсем сапалана пуҫларӗҫ — чылайӑшӗ Хӗвелтухӑҫнелле куҫа-куҫа кайрӗҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ялсенче тифпа чечче чирӗ сарӑлнӑ, хресченсем чылайӑшӗ тырӑсӑр-ҫӑкӑрсӑр лараҫҫӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗчӗк ҫав ялта пурӑнакансенчен чылайӑшӗ ӗҫе район центрне ҫӳрет.

Большинство жителей маленькой деревни ходят на работу в районный центр.

Вӑрӑмой ялне ҫитме асфальт ҫул сараҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32206.html

Арҫынсем, пӑшал тытма пултарнисем, чылайӑшӗ Хӗвелтухӑҫри фронта тухса кайнӑ, Колчак ҫарне аркатаҫҫӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed