Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутӑмӑр (тĕпĕ: хут) more information about the word form can be found here.
Пичче хӑйӗн Румкорф аппаратне майласа ячӗ: сулла ҫыран хӗррине кӑкарса хутӑмӑр.

Дядюшка привел в действие аппарат Румкорфа; плот был привязан к берегу.

XL сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Анчах эпир, санран ыйтса тӑмасӑрах, сире ҫакӑн пек ӗҫ патӑмӑр — хула масштабӗнче пулса иртекен уйрӑмах пысӑк ӗҫсем тӗлӗшпе тӑлмач туса хутӑмӑр.

 — Но мы, не спрашивая твоего согласия, дали тебе такую нагрузку — быть переводчиком по особо важным делам в городском, так сказать, масштабе.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Пурне те малтанах шухӑшласа хутӑмӑр.

Все предусмотрели.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Юлашкинчен, эпир пур ҫӗрте те хамӑрӑн йӗркене туса хутӑмӑр.

Мы, наконец, всюду установили свой порядок.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫакна шута илсе, эпир Доноп полковника ҫар губернаторӗ туса хутӑмӑр.

С этой целью полковник Доноп и назначен военным губернатором.

9 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Дуня, пӗр-пӗрне мӗн туса хутӑмӑр эпир?

— Дуня, что ж мы наделали друг с другом?

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах пулемечӗ ҫапах та нимӗҫсен пулаймарӗ, эпӗр ӑна шанчӑклӑ вырӑна пытарса хутӑмӑр

Но пулемет немцам не достался, мы его спрятали в надежном месте…

Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Тепӗр каҫ эпир урамран кӗмелли алӑк ҫине ӳкерчӗк кайса ҫакрӑмӑр, Том ӑна юнпа ӳкерчӗ: пуҫ купташки тата хӗреслесе хунӑ икӗ шӑмӑ; тепӗр каҫ тупӑк ӳкерсе кухня алӑкӗ ҫине ҫыпӑҫтарса хутӑмӑр.

На следующую ночь мы налепили на парадную дверь картинку, которую Том нарисовал кровью: череп и две скрещенные кости; а на другую ночь еще одну — с гробом — на кухонную дверь.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унтан эпир ҫӗленсем патне кайрӑмӑр, икӗ теҫеткене яхӑн хурӑн пуҫлӑ ҫӗленсемпе пӑхӑр ҫӗленсем тытса миххе тултартӑмӑр та хамӑр пӳлӗмех илсе килсе хутӑмӑр; кутемӗн каҫхи апат вӑхӑчӗ те ҫитрӗ, яра куна пӗр ӳркенмесӗр ӗҫленӗскерсен, хырӑмсем чарлатсах выҫса кайнӑччӗ ӗнтӗ пирӗн.

Потом мы пошли за змеями и наловили десятка два ужей и медяниц, посадили их в мешок и положили в нашей комнате, а к тому времени пора было ужинать; да, мы и поработали в тот день как следует, на совесть, а уж проголодались — и не говорите!

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ирхине эпир, хулана кайса, пралукран тунӑ йӗкехӳре таппи туянса килтӗмӗр те ҫак чӗрчунсем тухса ҫӳрекен чи пысӑк шӑтӑка уҫса хутӑмӑр, пӗрер сехетрен пирӗн вун-пилӗк йӗкехӳрене яхӑн пулчӗ те — мӗнлерех самӑррисем лекрӗҫ-ха тата!

Утром мы сходили в город и купили проволочную крысоловку, принесли ее домой, откупорили самую большую крысиную нору, и через какой-нибудь час у нас набралось штук пятнадцать крыс, да еще каких — самых здоровенных!

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тухатнӑ кукӑле эпир чашӑка хунине Нат пӑхмарӗ, чи тӗпне, апат-ҫимӗҫ айне, эпир виҫӗ шӑвӑҫ тирӗк чиксе хутӑмӑр, ҫак япаласене пурне те Джим чиперех илчӗ, пӗччен юлсан, вӑл, кукӑле хуҫса, вӗрене кӑларса илчӗ те ӑна хӑйӗн тӳшекӗ айне пытарчӗ, ун хыҫҫӑн тирӗк ҫине кукӑр-макӑрсем чӗркелесе кантӑкран ывӑтрӗ.

Нат не стал смотреть, как мы клали заколдованный пирог Джиму в миску, а в самый низ, под провизию, мы сунули три жестяные тарелки, и Джим все это получил в полном порядке; а как только остался один, разломал пирог и спрятал веревочную лестницу к себе в тюфяк, а потом нацарапал какие-то каракули на тарелке и выбросил ее в окно.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫатмине хупӑлчипе витсе, кӑварпа хупласа хутӑмӑр.

Накрыли грелку крышкой и засыпали горячими угольями.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫатмана чуста ярса ӑна кӑвар ҫине лартрӑмӑр, унтан чусти ҫине хамӑр явнӑ вӗрене майлаштарса хутӑмӑр та ҫиелтен каллех чустапа хупларӑмӑр.

Мы взяли грелку, обмазали ее внутри тестом, поставили на уголья, запихали туда веревку, опять обмазали сверху тестом.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Шӑрпӑк сӳнчӗ, тимӗр хӑлӑпа хӑй вырӑнне чиксе хутӑмӑр та кайрӑмӑр.

Спичка погасла, и мы ушли, воткнув пробой на старое место, и с виду дверь была опять как следует заперта.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Сутӑн илнӗ япаласемшӗн укҫине никам та ҫав кунах тӳлеме тивӗҫлӗ мар, ку шульӑксем вара укҫа иличчен тухса кайма шутламаҫҫӗ-ха; эпир ҫак суту-илӗве пӗтӗмпех пӑрахӑҫламалла туса хутӑмӑр, вӗсем нимӗнле укҫа та илеймеҫҫӗ.

Никто не обязан платить за купленные вещи в тот же день, а они не собираются уезжать отсюда, пока не получат денег; но мы всё так устроили, что продажа не будет считаться действительной и никаких денег они не получат.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Чылай япаласене эпир, кирлӗ кунта кирлӗ пулӗ тесе, кимӗ ҫине кайса хутӑмӑр.

Мы много кое-чего снесли в челнок — могло пригодиться.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Машина ларкӑҫӗ ҫине мелсӗртереххӗн хутӑмӑр пулсан та, Вадя темӗнле ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ, унтан ман ҫине йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе пӑхрӗ те:

Когда не очень ловко положили его на заднее сиденье, Вадя как-то легко вздохнул, потом посмотрел на меня блестящими глазами:

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Трофейщиксен ҫӗнӗ вилтӑприйӗпе юнашар хутӑмӑр.

Положили рядом со свежей могилой трофейщиков.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Окоп стени ҫумне хутӑмӑр та ҫӗрпе витсе лартрӑмӑр.

Положили убитых в боковую часть окопа и засыпали землей.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Аран ҫавӑрса хутӑмӑр комбата Соколов шинелӗ ҫине.

С трудом мы перевернули комбата, положили его на шинель Соколова.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed