Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурса (тĕпĕ: хур) more information about the word form can be found here.
Ун аслашшӗне те, ҫавна шута хурса, хӑйӗн чӑн-чӑн ячӗ ҫумне Юман текен тепӗр ҫирӗп ят хушса панӑ-мӗн.

Help to translate

Анатолий Юман // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 46 с.

Тепри тата пӗррехинче конвертпа ҫирӗм пилӗк тенкӗллӗхине сӗтел ҫинех хурса хӑварнӑ.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Хӑйне ӑслӑ ҫын тесе, Ыттисене тиркесе, Хурса ҫӳп-ҫап вырӑнне Сая ячӗ ӗмӗрне.

Help to translate

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Вӑл Семен Сергеевич патне васкавлӑн утса пычӗ те: — Ҫывӑхран та ҫывӑх ҫыннӑм, Семен Сергеевич, — терӗ, аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, — эсӗ яланах пирӗншӗн ҫут хӗвел пек ялкӑшса, ҫиҫсе тӑратӑн…

Help to translate

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Тамара, ачине чӗрҫи ҫине хурса, лашана васкасах хӑваларӗ.

Help to translate

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эпӗ сана вунӑ ача ҫуратса парӑп та, пурне те вара йывӑҫ ячӗсем хурса тухӑпӑр-и?

Help to translate

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ха, тата тепӗр татӑк хурса пачӗ.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑх-ха, мӗн мӑнӑш аш татӑкӗ хурса пачӗ ӑна Милашки.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсенчен вӑл пӗр рет хурса кӗпер пекки турӗ.

Help to translate

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ашшӗсӗр ӳсекен Раман Дубовӑн ҫийӗнче ӑшне ватка хурса ҫӗленӗ кивӗ пиншакчӗ, кӑвак пир шӑлаварччӗ, уринче — ҫӑпата.

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗрне тӳрех ура хурса, теприне чышкӑпа ҫапса антарать Йӑкӑнат.

Help to translate

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрӳ Хӗветӗр хӑйне суеҫ вырӑнне хурса пӳлнӗшӗн тарӑхрӗ пулмалла.

Help to translate

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Конституцире ҫиреплетнӗ хаклӑхсене шута хурса эпир пурнӑҫа тата та пахалатма, Чӑваш Ене тата илӗртӳллӗрех тумашкӑн пултаратпӑр.

Убежден, что следуя ценностям, которые закреплены в Конституции, мы сможем сделаем жизнь более достойной, а Чувашию – более привлекательной.

Олег Николаев Чӑваш Республикин Конституцийӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/11/30/chva ... avash-resp

Тӗслӗхрен: Чӑваш Енре ял территорийӗсене аталантармалли программӑна тӗпе хурса ипотека кредичӗсемпе (займсемпе) тӳлеме пӑхса хӑварнӑ — кредит килӗшӗвӗпе процент ставкисене ҫулталӑкӑн 3-рен 0,1 процента ҫити хӑварнӑ.

Help to translate

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

2014 ҫулта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Валентин Прокопьевич Запасов, кулак вырӑнне хурса 1930 ҫулта Соловки утравне ссылкӑна янӑ, каярах реабилитациленӗ Семен Дмитриевич Запасов мӑнукӗн пуҫарӑвӗпе ял варринче политика репрессийӗсене пула асап тӳснисене асӑнса монумент лартнӑ.

Help to translate

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑкаран касса тунӑ «тенкел», «сӗтел», «кӗперсене», палӑксемпе юнашар хурса тухрӗҫ, вилнисем вӗсемпе леш тӗнчере усӑ курччӑр тесе.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юханшыв хӗррине ӗҫмепе ҫимене тирпейлӗ сарса хурса Кузнецовсен ратнин элчисем таврӑнчӗҫ те ашшӗн тӗп килӗн чӳречисем умӗнче чарӑнчӗҫ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хисеплӗ хӗрарӑмсем! — ҫырса хучӗ вӑл ятарласа ача-пӑча почеркӗпе, унтан, шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн «хӗрарӑмсем» тенине туртса хурса «тӑлӑхсем» тесе тӳрлетрӗ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗленчене пуҫтарса хурса йӗре-йӗре упӑшкисене аса илме тытӑнчӗҫ: туйсем, ытти хаваслӑ самантсем, ачасен ҫуралнӑ кунӗсем куҫ умне тухрӗҫ, сасартӑках — хура, тӗпсӗр шӑтӑк: упӑшкисене вӑрҫа ӑсатнӑ кун, «вилӗм хучӗсен» вӑрӑм черечӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле урамра йытӑ уласа ячӗ пулсан ҫемьере ҫывӑх виле пуласса, ун пек чухне минтере тепӗр енне ҫавӑрса хурса «сана, ахалех вӗрекене, пушӑ пултӑр» тесе каламалла имӗш, вара йытӑ улама чарӑнать.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed