Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурлӑхлӑн the word is in our database.
хурлӑхлӑн (тĕпĕ: хурлӑхлӑн) more information about the word form can be found here.
— Апла пирӗн хӑвалӑх пӗтрӗ, кӑҫал хӑва касма каймастпӑр, — хӑйӗн тахҫанхи ӗмӗчӗ татӑлнӑ пек хурлӑхлӑн каласа хучӗ Михала.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑвасем хурлӑхлӑн кашланӑ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Думнӑй дворянин арӑмӗ упӑшки каллех нумайлӑха ҫула тухассине сиснӗ ӗнтӗ, ун ҫине хурлӑхлӑн пӑха-пӑха илет.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирӗнтен хут кирлӗ терӗҫ, — хурлӑхлӑн курӑнма тӑрӑшрӗ хура тумлӑ хӗрарӑм.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хусантах юлсан, паллах, эс мана часах манан, — хурлӑхлӑн калаҫрӗ Зина.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ах, тусӑм, ҫав териех кӗске пулчӗ-ши вара пирӗн юрату?.. — ӑсатнӑ май хурлӑхлӑн каларӗ Катя.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ман чӗре уншӑн мар, урӑххишӗн ыратать, — хурлӑхлӑн каларӗ Эрнепи.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумайччен пӗтӗм чунтан киленсе итлерӗ вӑл ҫурхи шыв юххи пек пӗрре лӑпкӑн та хурлӑхлӑн, тепре ҫӗр ҫӗмӗрттерсе янӑракан кӗвве.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ Иливан кӗввинче ирхине тин ҫеҫ вӑрмана тухнӑ кӗтӳ ачин айванла савӑнӑҫӗ ҫук ӗнтӗ, халӗ шӑпӑр такам пурнӑҫӗнчи телейсӗр кунсем ҫинчен, ҫын асапӗ, ӑнӑҫсӑр юратӑвӗ ҫинчен хурлӑхлӑн каласа парать.

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑ хӗрсем тархасланипе унӑн килне кайса хӑйӗн шӑпӑрне те илсе пымалла пулчӗ, каҫхине вара пахчари ҫӗр пӳртре чылайччен шӑпӑр макӑрни тата хӗрсем хурлӑхлӑн юрлани илтӗнсе тӑчӗ.

Help to translate

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫӗсем кӑна пике ҫине хурлӑхлӑн пӑхрӗҫ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗнер эпир унпа каласса татӑлтӑмӑр, — хурлӑхлӑн каларӗ Саша.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ним тума та… — хурлӑхлӑн каларӗ Ундрицов.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӗрӗсех пулӗ ҫав халӑх сӑмахӗ, — терӗ хурлӑхлӑн Лисук.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, — терӗ хурлӑхлӑн Миша.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫемен Ҫтаппанч киле тухса каяс умӗн, пыл-сӑра ӗҫсе хӗрӗнкеленнӗскер, Хӗветӗре ыталаса ӗлӗкхи салтак юррине вырӑсла хурлӑхлӑн юрласа ячӗ:

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марине кинемей: — И-и, Сашша, кая юлтӑн — аҫусем кайрӗҫ. Ларса асӑн аслаҫуна, — кукӑль татки тыттарса хурлӑхлӑн каларӗ мӑнукне.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тутар кӗтӳҫ ирхи уҫӑ сывлӑша янратса шӑхлич калани хурлӑхлӑн илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара хурлӑхлӑн сӑхсӑхса: «Ҫӳлти патшалӑхра пултӑр», — терӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юлашки сӑмахсене Эльгеев куҫҫулӗ витӗр каларӗ те ывӑлӗ ҫине пит хурлӑхлӑн тилмӗрсе пӑхса илчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed