Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрленӗ (тĕпĕ: хатӗрлен) more information about the word form can be found here.
44 кандидат тата 11 ӑслӑлӑх тухтӑрӗ хатӗрленӗ.

Подготовил 44 кандидата и 11 докторов наук.

Ульянов Пётр Лаврентьевич // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%B8%D1%87

Кӑларӑма Владислав ШАПОШНИКОВ хатӗрленӗ.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Проектне туса хатӗрленӗ ӗнтӗ, экспертиза тухнӑ.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Сӑмах «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула тӑрӑхӗ» наци проекчӗ шайӗнче туса хатӗрленӗ «Хӑтлӑ хула тӑрӑхӗ йӗркелесси» регион проекчӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫ пирки.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ҫынсене канӑҫ паман ытларах ыйтӑва татса парассипе хальхи вӑхӑтра наци проекчӗсем, вӗсен шайӗнче туса хатӗрленӗ федераци тата регион проекчӗсемпе программисем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

«Хайлавсене тӗп сӑнарсен ӳсӗмне кура вырнаҫтарса тухнӑ. Константин Малышевӑн «Татман чечек» калавӗнче тӗпре – аслӑ класра вӗренекен ачасем; Татьяна Ишмуратовӑн, Ольга Рубцовӑн тата Дмитрий Моисеевӑн геройӗсем – студентсем; Ольга Австрийскаян, Владислав Николаевӑн, Владимир Степановӑн тата Ольга Васильевӑн калавӗ-повеҫӗнчи тӗп сӑнарсем – ӗҫлекен ҫамрӑксем», – тесе палӑртнӑ кӗнекене пухса хатӗрленӗ Ольга Федорова умсӑмахра.

Help to translate

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Ҫак статьяна Акчуринсен ҫывӑх ҫыннисем пулӑшнипе тата «Хӑрпӑла пуҫламӑшӗнче» историллӗ кӗнекери материалсемпе усӑ курса хатӗрленӗ.

Help to translate

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Хвекла кинемей сӗтел ҫине хатӗрленӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӗрсем те савӑнӑҫпа ҫӳреҫҫӗ, ав, мӗн чухлӗ кучченеҫ хатӗрленӗ! — пысӑк михӗ енне пуҫне сулчӗ Ҫимун.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанах туптаса, майласа хатӗрленӗ ҫавасем хулӑн ҫарана кунӗпех чашлаттарса ҫулчӗҫ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сирӗн валли унта хатӗрленӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан валли хатӗрленӗ вырӑнӗ ҫаплипех, никам пуҫ хумасӑрах сарӑлса тӑчӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне юриех хатӗрленӗ вырӑн ҫине выртса канма сӗнесшӗнччӗ, лешӗ кӗтмен ҫӗртен тухса кайма шут тунипе пӗр сӑмах та чӗнеймерӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пупсем ҫылӑха кӗнисен валли хатӗрленӗ хӑрушӑ тамӑкран кам хӑрамӗ!

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ача валли хатӗрленӗ кунашкал чаплӑ япаласене пуҫламӑш хут курать вӑл.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитес вӑхӑт валли ӗҫсен списокне хатӗрленӗ чухне ҫывӑрма вӑхӑт ҫителӗклӗ пулассине шута илмелле.

Составьте список дел на ближайшее будущее так, чтобы в нём оставалось достаточное количество часов на сон.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗтреллӗ кунсенче хӑйӗн валли маларах хатӗрленӗ типӗтнӗ йывӑҫ туратӗнчен черетлӗ чӗлӗм ӑсталатчӗ.

Help to translate

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Тата та пысӑкрах кулянӑвӗ вара тин кӑна йӗркеленнӗ колхоз валли кашни килте тенӗ пек пухса акма хатӗрленӗ тырра Кӑрӑҫ Никанур эшкерӗ килсерен ҫӳресе илсе кайсан пуҫланчӗ.

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Улька, амӑшӗ ӑна валли хатӗрленӗ тӳшекпе икӗ ҫытар-минтере, килтисем сисиччен, хӑйпе пӗрле илчӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ашшӗпе амӑшӗ валли парне те хатӗрленӗ вӑл.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed