Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑм the word is in our database.
утӑм (тĕпĕ: утӑм) more information about the word form can be found here.
«Тырӑ вырнӑ ҫӗре каяс килчӗ, ҫуран утас килмерӗ. Атте епле ӗҫленине пӑхса тӑнӑччӗ те, хам туса пӑхрӑм, аппалансан хурҫӑ утӑм сас пачӗ», – аса илет Владислав темиҫе ҫул каялла пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен.

Help to translate

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Левене курса хӑйӗн татӑклӑ сӑмахне каламаллах, татӑклӑ утӑм тумаллах Тамарӑн.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Малалла пӗр утӑм та ярса пусман-шим вӑл?

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл, авалхи пӑхаттирсен хурҫӑ тумӗпе хӗҫне-мӗнне парас пулсан, темиҫе утӑм ҫӗклесе утнипех, тен, тӑсӑлса ӳкмелле.

Help to translate

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пысӑк пӳллӗ ҫын пӗр утӑм тунӑ ҫӗре Пӑлаки аппан сахалтан та иккӗ-виҫҫӗ вӗтӗртеттерсе пусма тивет.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Виҫӗ-тӑватӑ утӑм пек упаленсе те тапаланса кайсан, пи-и-итӗ лайӑх тӗллесе, каллех пӑшалпа шанлаттарать бригадир.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Паллах, хурал манран пӗр утӑм та уйрӑлмастчӗ, анчах вӑл манпа пӗрле хурҫӑ кӗпер айӗнче ҫакӑнса тӑраймасть-ҫке-ха?

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Нимӗн шухӑшласа тӑмасӑрах, ҫав ҫынна хирӗҫ пӗр утӑм ярса пусрӑм, вӑл та мана хирӗҫ килчӗ.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана сӑмаххисене илтсен вара вӑл хӗрсем еннелле ик-виҫӗ утӑм ярса пусрӗ, тайкаланма та пӑрахрӗ, анчах малалла утма хӑяймарӗ пулас.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпӗ халь пӗчӗк Нонна пулсассӑн, пӗр вӑтанмасӑрах ҫапла каланӑ пулӑттӑм: «Пичче, эпӗ сиртен пӗр утӑм та юлмастӑп, сирӗнпех пыратӑп…»

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӑштах пуҫне тайса илчӗ, — тен, мана курса пуль — унтан ассӑн сывласа илнӗ пек туйӑнчӗ, — вара пӗр-икӗ утӑм малалла ярса пусрӗ те хурлӑхлӑ сасӑпа калама пуҫларӗ.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нонна юлашки вӑхӑтра ӑна «анне» теме пуҫларӗ, унтан пӗр утӑм та юлми пулчӗ.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Херш карьери аяла анса ларнӑ», «Камелота пӗтерес ӑссӑрла ӑнтӑлура… пайӑн-пайӑн Херш, утӑм хыҫҫӑн утӑм ҫирӗппӗн туса, хӑйӗн карьерипе таса ятне тӗп тунӑ», «Ку кӑштах вӗрентекен истори те, кӑштах йӳҫӗ тутӑ паракан фарс та — ҫынсем ыйтнине тата журналистикӑна юрас тесе пулса иртнӗ ултав тата ҫын хӑйне хӑй улталанин историйӗ» — прессӑра кӗнеке пирки тата автор ҫинчен ҫапла хаклавсем пичетленнӗ.

«Карьера Херша достигла низшей точки», «В своем безумном стремлении уничтожить Камелота… Херш точно и методично разобрал по частям и уничтожил свою карьеру и репутацию», «Это отчасти поучительная история, отчасти дешёвый фарс — история жульничества и самообмана в угоду рынку и журналистике» — писали о книге и самом авторе в прессе.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ачасем ачасене музей экспозицийӗсемпе паллаштарни мал ӗмӗтлӗ утӑм тесе шутлаҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

Февралӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Ҫемье абонеменчӗ» проект хута кайрӗ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -xuta-kair

«Паян эпир М-12 « Восток» трассӑна аталантарас ӗҫре тепӗр пысӑк утӑм тӑватпӑр, вӑл тӗнчери, Европӑри транспорт маршручӗн пайӗ пулса тӑрӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Вӗсем пура ҫумӗнчен хӑпса пӗр-ик утӑм ҫеҫ тунӑччӗ, умра Апуҫ тӑнине курчӗҫ.

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Эпир пӗр утӑм чакмасса сӑмах патӑмӑр, мӗншӗн тесен тек каялла чакма вырӑн юлмарӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр-икӗ утӑм ҫеҫ ярса пуснӑччӗ, йӑмрасем хыҫӗнчен икӗ мӗлке килни курӑнчӗ: пӗри вӑрӑм, тепри лутраскер.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑра-хӑрах тата пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ Укань.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улисса кинпе ывӑла курас! — хӑй сӑмахнех перет Хумкка, пӗр утӑм та чакасшӑн мар.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed