Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утаҫҫӗ (тĕпĕ: ут) more information about the word form can be found here.
Кусем каллех мӑн ҫулпалах утаҫҫӗ.

Пошли по дороге.

Уяв парнисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Лашисем пурин те турӑ, вӗсем те салтаксем пек пыраҫҫӗ, ретӗн-ретӗн утаҫҫӗ.

Лошадки у всех коричневые, и они шли, как красноармейцы. Они рядками шли.

Пирӗн ҫумран акӑ мӗн иртсе кайрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӗсем те салтаксем пек утаҫҫӗ.

Они тоже шли, как красноармейцы.

Эпӗ пионерсене куртӑм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӗсем салтаксем пек чипер утаҫҫӗ.

Они шли, как красноармейцы.

Эпӗ пионерсене куртӑм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Питӗ ерипен утаҫҫӗ.

Идут очень медленно.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Акӑ хӗрачасем ҫӳлӗ йывӑҫсем хушшипе ҫулпала утаҫҫӗ.

Вот девочки уже шагают по дорожке среди высоких деревьев.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Акӑ вӗсем парк тӑрӑх кӗпӗрленсе утаҫҫӗ, Анна Ивановнӑна сырса илеҫҫӗ.

Вот идут они толпой по парку, окружают Анну Ивановну.

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Пӗрремӗш класра вӗренекенсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн утаҫҫӗ, пӗтӗм вӑйне пухса йӗркеллӗ пыма тӑрӑшаҫҫӗ.

Первоклассницы шагают парами, стараются изо всех сил идти в полном порядке.

Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Марусьӑпа амӑшӗ урампа утаҫҫӗ.

Маруся и мама идут по улице.

Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Аслӑрах ачасем шкулта пӗр-пӗринпе туслашма ӗлкӗрнӗ те иккен — икшерӗн, виҫшерӗн калаҫса утаҫҫӗ.

Старшие идут по двое, по трое — успели уже подружиться в школе.

Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ҫӗтӗлнӗ атӑсем, саплӑклӑ пальтосем тӑхӑннӑ грузчиксем, прокатчиксем, доменщиксем ҫирӗппӗн те хаяррӑн утаҫҫӗ.

Грозными рядами, в стоптанных сапогах, в заплатанных пальто, шли грузчики, прокатчики, поменщики.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ун хыҫҫӑн хӗҫӗсене ҫӗкленӗ тата икӗ салтак утаҫҫӗ.

Позади шли еще двое солдат с саблями.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Лашасем пуҫӗсене усса, ҫак вилӗ шахтерсене хунӑ ещӗксене туртма питӗ йывӑр пулнӑ пек утаҫҫӗ.

Лошади шли понуро, точно им тяжело было везти этот страшный груз.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Чи лайӑх ҫынсем е тӗрмесенче лараҫҫӗ, е вӗсене сӑнчӑрланӑ та Ҫӗпӗрелле утаҫҫӗ.

На лучшие люди либо сидят в тюрьме, либо в цепях идут в Сибирь.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Куккӑшӗ пӗр тӗркем хулӑн пӑяв — пӑявӗн вӗҫӗнче йӑлмак пур — тата ҫинҫерех кантра илет, Костя хунарӗсене ҫӗклет; вара вӗсем питрен ҫапса ҫӑвакан вӑйлӑ ҫумӑр витерех юханшыв хӗрнелле утаҫҫӗ.

Дядя берет моток толстой веревки с петлей на конце и веревку потоньше, Костя подхватывает фонари, и они идут сквозь секущий порывистый ливень к реке.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хуллен утаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Егорка пӗрмай чарӑнать: е турат тӑрӑх хӑпаракан ҫӑмлӑ хурта, е ҫунаттисене парӑс пек ҫӗклене лӗпӗше, е элле епле тата таҫтан утрав ҫине лекме пултарнӑ ҫӗтӗк пушмака тӗлӗнсе кайсах сӑнаса пӑхать вӑл.

Идут медленно, потому что Егорка поминутно останавливается и сосредоточенно разглядывает то гусеницу, ползущую по ветке, то крапивницу, сложившую крылья, как парус, то неведомо откуда и как попавший на остров рваный опорок.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тимахви, Нюра тата Миша, ӗҫлӗ ҫынсем пек, йӑмра тӗмӗсем хушшипе утаҫҫӗ.

Тимофей, Нюра и Миша деловито пробираются через заросли тальника.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Чи хыҫалтан вунӑ мӑшӑр андабатсем утаҫҫӗ, хӑйсен ҫине вӗсем кӗске шурӑ туника тӑхӑннӑ, ҫӗҫӗ евӗрлӗ кинжалсемпе ҫеҫ хӗҫпӑшалланнӑ; кашнийӗнех пуҫӗнче шлем.

Шествие завершали десять пар андабатов в белых туниках; вооружены они были только короткими клинками, скорее похожими на ножи, чем на мечи; на головах их были шлемы.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пурнӑҫпа е вилӗмпе пӗтмелли хӗрхенӳсӗр кӗрешӳн саманчӗ ҫывӑх пулин те, вӗсем пӗр-пӗринпе туссем пек лӑпкӑн калаҫса утаҫҫӗ.

И хотя недалека была та минута, когда одному из них было суждено убить другого, они шли, спокойно беседуя.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Публий Сервилий Ватий Изаурикпе Аппий Клавдий консульстви вӑхӑтӗнче, Рим эрин 675 ҫулӗнче, ноябрь идисен умӗнхи тӑваттӑмӗш кун (ноябрӗн 10-мӗшӗ) тул ҫутӑлнӑ чухне Рим урамӗсем тӑрӑх пур ҫӗртен те Пысӑк цирк патнелле ҫынсем васкаса утаҫҫӗ.

За четыре дня до ноябрьских ид (10 ноября) в 675 году римской эры, в период консульства Публия Сервилия Ватия Исаврийского и Аппия Клавдия Пульхра, едва только стало светать, на улицах Рима начал собираться народ, прибывавший из всех частей города, все шли к Большому цирку.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed