Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑха (тĕпĕ: уйӑх) more information about the word form can be found here.
Эпӗ ун патӗнче тӑватӑ уйӑха яхӑн выртрӑм пулас.

Я пробыл у нее… дай бог памяти… месяца четыре.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пирӗн апат-ҫимӗҫ мӗнпурӗ те ик-виҫӗ уйӑха ҫеҫ ҫитрӗ.

Наших припасов хватило всего на два-три месяца.

Ульсонпа калаҫни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Эпир илсе килтӗмӗр бананпа таро, Ҫӗнӗ уйӑха кӗтсе илме тесе.

Мы принесли ему бананов и таро, Чтобы встретить молодой месяц.

Машенька-Маш-ша // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Эпир сан патна ҫӗнӗ уйӑха кӗтсе илме килтӗмӗр, Маклай!

Мы пришли к тебе встречать молодой месяц, Маклай!

Ҫырма хӗрринче // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Пӗр чаплӑ артист уйӑха яхӑн пурӑнчӗ.

Тут знаменитый артист с месяц жил.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Атте ҫакӑн ҫинчен пӗр уйӑха яхӑн калаҫрӗ.

Отец говорил о нем целый месяц.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Полозков ура ҫине тӑрса: — Эпӗ Ковшов юлташа икӗ диаграмма: рационализаторла сӗнӳсем пани уйӑхран уйӑха ӳссе пынине кӑтартакан диаграммӑпа ҫулталӑк хушшинче изобретение пула мӗн чухлӗ укҫа перекетленине кӑтартакан диаграмма парса яма шутлатӑп, — терӗ.

Полозков поднимается: — Я думаю дать товарищу Ковшову две диаграммы: динамику поступления рацпредложений по месяцам и сумму условной годовой экономии, полученной от изобретательства.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

« — …Пӗр уйӑха яхӑн госпитальте йӑваланса выртрӑм.

— «…С месяц провалялся в госпитале.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ульяна Баймакова монастырте виҫӗ уйӑха яхӑнах пурӑнчӗ.

Ульяна Баймакова прожила в монастыре почти три месяца.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫав ҫыру пӗр уйӑха яхӑн килнӗ, акӑ вӗсем те ӗнтӗ Беридзепе пӗрле Адун тӑрӑх ҫирӗм кун хушши ҫӳреҫҫӗ.

Оно шло почти месяц, да вот уже двенадцать дней они бродили с Беридзе по Адуну.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Виҫӗ уйӑха яхӑн.

— Месяца три.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Выртсан-выртсан, уйӑха хура пӗлӗт хупласа илет те, тавралӑх тӗттӗмленет.

Наконец тучи сгустились, стало темно.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Епле юратать-ха тата — Ольга килӗшсен, Александр Иванович уншӑн уйӑха пӗлӗт ҫинчен илсе анӗ.

И как любит — захоти она, так Александр Иванович луну для нес достанет с неба.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Апат-ҫимӗҫ пирӗн уйӑха та ҫитет, ҫитмесен те тупма пултаратпӑр.

— Продовольствия хватит даже на месяц, а если не хватит, сумеем достать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӑл мана костюм илсе пачӗ, уйӑха икшер тенкӗ шаллу хучӗ, «хӗвелҫаврӑнӑш кӑшлама».

Он мне купил костюм и платил два рубля в месяц «на подсолнушки».

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Унтан Кассий Мексикӑри похода кайнӑ, унта вунӑ уйӑха яхӑн пулнӑ та капитан чинӗ илнӗ.

Затем Кассий участвовал в мексиканском походе, пробыл там около десяти месяцев и получил капитанский чин.

LХХХIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Команчасем патӗнче тыткӑнра вуникӗ уйӑха яхӑн пулнӑ пӗр сунарҫӑ сӑмах хушнӑ.

Старый охотник, которому пришлось пробыть около двенадцати месяцев в плену у команчей, отозвался.

LXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл унта пӗр виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑннӑ; унта ывӑлне тупнӑ та хӑех ӑна вӗлерсе каялла тарнӑ.

Пожил у них три месяца, нашел там своего сына, сам убил его и бежал.

3 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫын кӗлеткине хупласа тӑракан хура е хӑмӑр ӳте те, паллах, йывӑҫсене, кайӑксене, тулли уйӑха ӳкерсе е тӗрлӗрен кукӑр-макӑр йӗрсем туса шӑтарса пӗтернӗ.

Точно так же и покрывающая человеческое тело черная или коричневая кожа, конечно, существует для того, чтобы ее украшали татуировкой, изображающей деревья, птиц, месяц, полную луну, или разрисовывали теми волнистыми линиями.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кванза хӗрринчи лагерьтен Ньянгвене ҫитме ҫав тери инҫе — ҫул темиҫе уйӑха тӑсӑлма пултарать.

Но от лагеря на берегу Кванзы до Ньянгве было очень далеко — путь должен был длиться много месяцев.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed