Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗслӗх the word is in our database.
тӗслӗх (тĕпĕ: тӗслӗх) more information about the word form can be found here.
Территорине комплекслӑ юсаса илем кӗртнӗ, тӗслӗх вырӑнӗнче тесен те йӑнӑшах мар пулӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Эпӗ сире ҫавӑн пекех тантӑшӑрсем, йӑмӑкӑрсемпе шӑллӑрсем ҫине ытларах тимлӗх уйӑрма, ырӑлӑх, хисеп тӑвас тата пулӑшу парас енӗпе вӗсемшӗн яланах ырӑ тӗслӗх пулма, йывӑр лару-тӑрура пулӑшма, ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама хавхалантарса пыма чӗнсе калатӑп.

Призываю вас внимательно относиться к своим сверстникам, сестренкам и братишкам, быть для них примером доброты, уважения и заботы, помогать в трудных ситуациях, поддерживать в достижении мечты.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/01/chva ... hasene-hut

Ырӑ тӗслӗх вӑл, епле калас, хӑех пысӑк хӑват.

Help to translate

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов вӗсене, ҫыру ҫырса яракансене, бригадӑран хӳтерни хӑех тӗрӗсмарлӑх, хӑех Туруновран тем те кӗтме май пурри ҫинчен калакан тӗслӗх.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ырӑ тӗслӗх кӑтартакан!»

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерессишӗн, перекетлӗхшӗн тата тирпейлӗхшӗн пыракан кӗрешӳре ырӑ тӗслӗх кӑтартакан Степан Гаврилович Омежникова».

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ентешӗсемпе ӗҫтешӗсем унпа чӑннипех те мухтанаҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва ӑна тӗслӗх вырӑнне лартаҫҫӗ.

Земляки и коллеги поистине гордятся им и ставят в пример подрастающему поколению.

Уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗнче тӑрӑшакансем Василий Федорова асӑнса чысларӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35123.html

Пишпӳлек районӗнче ҫар службин ветеранӗсен йышлӑ ҫарӗнчен паян пограничниксем ытти ҫар ветеранӗсене ҫар тӑванлӑхӗн йӑли-йӗркисене пӑхӑнса пурӑнмалли тӗслӗх параҫҫӗ.

Help to translate

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Е тепӗр тӗслӗх: пӗр-пӗр учреждени ятне чӑвашла ҫырсанах «чӑвашла пӗлекенсем» ӑна сӳтсе явма пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Кунта, ман шутпа, питӗ курӑмлӑ тӗслӗх вӑл: чӑвашла уйӑх ячӗсем.

Help to translate

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Тӗслӗх пек «вулавӑша» илме пулать.

Help to translate

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Тӗслӗх пек «сивӗтмӗше» илме пулать.

Help to translate

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

ГТО комплексне пурнӑҫласа ылттӑн паллӑна тивӗҫнисене паян Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чысланӑ, спортра пысӑк кӑтартупа палӑрнӑшӑн ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх тесе каланӑ.

Help to translate

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Ырӑ тӗслӗх, ҫавна май Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ муниципаллӑ округне сӑнав пек илме сӗнчӗ.

Help to translate

Ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ памалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60519

Ӗҫре хастарлӑхпа палӑрнисене, пысӑк ҫитӗнӳсемпе ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнисене патшалӑх тата ведомствӑсен наградисене парса хавхалантарнӑ.

Help to translate

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

«Ямаш Ваҫҫи сирӗн аҫӑрӑн япалине вӑрланине ӗненме те пулать, анчах ҫавна ӗнентерме сирӗн аллӑрта нимле тӗслӗх те ҫук-ҫке.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Транспорт ҫинчен тиевсем ӳкни те сайра пулакан тӗслӗх мар – кирпӗчсем тӑтӑшах йӑтӑнса анаҫҫӗ.

Help to translate

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Манӑн тӗслӗх ҫакна ҫирӗплетет.

Help to translate

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Унтанпа пурнӑҫ улшӑннине ҫирӗплетекен ырӑ тӗслӗх татах пур-и?

Help to translate

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Тӗслӗх вырӑнне Тавӑт шкулне илме пултаратпӑр.

Help to translate

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed