Шырав
Шырав ĕçĕ:
Умри ҫулӑм ҫӑра шӗшкӗ тӗмисем хушшипе, пӑч-тӗттӗмре выртать; эпӗ аран ҫеҫ малалла шӑватӑп.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Ял ҫыннисем сад ӳстерме юратаҫҫӗ, пурте тенӗ пекех улмуҫҫипе ҫырла тӗмисем лартаҫҫӗ.Местные жители разводят сады — почти у каждого растут яблони и ягодные кустарники.
Пиллӗкмӗш чӗрӗк // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 3,5,7 с.
Вӑл ҫыран хӗррипе утса ҫӑра хӑва тӗмисем патне ҫитрӗ, ҫавӑн ӑшне кӗрсе ларса гитарине майлама пуҫларӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫул енчен ӑна хӑвалӑх тӗмисем хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫуркунне, шывсем чакнӑ хыҫҫӑн ҫарансенче, таса вырӑнсенче нумай ҫӗрте ҫӗнӗрен хунӑ хӑйӑр, пыльчӑк тӗмисем юлаҫҫӗ; ҫавӑн пекех ҫакӑнта та, аслӑ Ҫӗпӗр хирӗнче, ҫулла ҫӗнӗ ҫӗре куҫас шухӑшпа ҫӳренӗ ҫынсем хыҫҫӑн, пӗр вӑрман хыҫӗнче нумай ҫӗнӗ вилнӗ ҫын тӑприсем юлнӑ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Анчах йӗплӗ шӑлан тӗмисем витӗр утса тухма пит савӑках мар; ӗмӗрне те йӗпсемпе туратсем ҫав тери хытӑ чӑрмаланине астумасть асатте: кашни утӑмра тенӗ пекех кӑшкӑрса ярас вӗҫне ҫитет.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Акӑ ҫуннӑ йывӑҫ та, йӗплӗ шӑлан тӗмисем те кунтах.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кунтан, юрпа витӗннӗ шӗшкӗ тӗмисем хушшинчен, ахаль куҫпах питӗ инҫетрине курма пулать.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Инҫетрех мар, шӗшкӗ тӗмисем ҫинче, ҫирӗктӑррисем лараҫҫӗ.
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тепӗр ҫулталӑкран е иккӗрен тирек, шурӑ акаци, гледичи, йӗплӗ хулӑ йывӑҫӗсене кӑларса лартма юрӑхлӑ тӗпсем, тернпа пуҫҫина тӗмисем ӳссе ларнӑ, — Чурсунти вӑрман питомникӗн пурнӑҫӗ ҫавӑн пек пуҫланса кайнӑ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫиелтен пӑхсан, пурте яланхи пекех: вӗри сывлӑшра иртен пуҫласа каҫченех кайӑк-кӗшӗк ҫуйхашать; инҫете курӑнакан тавракурӑм хӗрринче ҫинҫе пурҫӑн карри пек ӑрша вылянса тӑрать; аякри тӗмесемпе сӑвӑр тӗмисем силлене-силлене таҫта шунӑ пек туйӑнаҫҫӗ; тавракурӑм хӗрринче бригада ҫурт-йӗрӗсем е трактористсен пӗчӗк вагонӗ аран-аран курӑнмалла тухса тӑрать; ҫулсем ҫинче тусан юпи ҫӗкленет те, вара унӑн пӗлӗчӗ темиҫе километрах хӳме пек карса илет; таҫта хӑяматра мотор кӗрлет — унӑн сасси хӑлхана ҫӗр ҫине хурса итлесен лайӑх илтӗнет; янк уҫӑ уй-хирте лаша ури тапӑртаттарни янӑраса каять — юланутҫӑн вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫӗ симӗс ҫулҫӑллӑ кукуруза хушшинче ҫӑмха пек чупса иртсе ҫухалать, — пӗр сӑмахпа каласан, пурте яланхи пекех, пурте шӑп та шай хальчченхи ҫулласенче пулнӑ пекех, анчах ҫакӑн пек кунсенче ҫӗрӗҫлекенӗн ҫивӗч хӑлхи темскер урӑххине — ҫуллахи ӗҫ пуҫланнине туйса илет.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кӑнтӑр тӗлнелле ӑна батальон вырнаҫнӑ ҫӗртен аяккарахра, вӗт йывӑҫ тӗмисем хушшинче тупрӗҫ.Около полудня его нашли в стороне от расположения батальона, среди мелкого кустарничка.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Йынӑшса илсе, Андрей автоматне тӗллесе тытрӗ те спускӗ ҫине пусрӗ; алӑран вӗҫерӗнсе тухас тенӗ пек, автомачӗ ӑна хулпуҫҫийӗнчен тӗрте-тӗрте илет, малта вара — тӗттӗмре — йывӑҫ тӗмисем кӑштӑртатса илчӗҫ, нӑйкӑшнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫавӑн пек постсенчен пӗрне разведчиксем кӑнтӑр кунӗнчех асӑрханӑччӗ, вӑл пӗчӗкҫеҫ сӑрт тӳпинче, йывӑҫ тӗмисем хушшинчеччӗ.Один такой пост был обнаружен днем на небольшой высотке, покрытой отдельными кустиками.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шыв хӗрринче хӑва тӗмисемпе хура хурлӑхан тӗмисем кӑштӑртатса илчӗҫ, шӗвӗ юшкӑн ҫинче такам лӑч-лач! тутарни илтӗнсе кайрӗ.На-берегу речушки встряхнулись кусты ветельника и черной смородины, кто-то захлюпал в жидкой тине.
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сирень тӗмисем ҫинчи ҫерҫи ушкӑнӗ пӑрлатса вӗҫсе саланчӗ, — сирень ҫулҫисене тӑм тивнӗ пулин те, вӗсем халь те-ха симӗссӗн курӑнса лараҫҫӗ.Стайка воробьев врассыпную бросилась с куста сирени, на котором держались все еще зеленые листья.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Айлӑмсенче тӗттӗм часах сирӗлеймест, анчах халь унта та ҫутӑ йӗри-таврари сӑрт тӳписемпе айккисенче ӗнтӗ инҫетренех кӗрхи калча уйӗсем, пӑрахса хӑварнӑ тырӑ ҫӗмелӗсем тата пӗчченшер шӑлан тӗмисемпе акаци тӗмисем курӑнса лараҫҫӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫав самантрах тенӗ пек, виҫ-тӑватӑ хут сиксех вӑл юнашар килхушшине, карта ҫумӗнче ларакан акаци тӗмисем патне ҫитсе ӳкрӗ.В несколько больших прыжков он оказался на соседнем дворе, где у изгороди торчали кустики акации.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл ҫине-ҫинех акаци тӗмисем ҫинелле пеме тытӑнчӗ.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Озеровецсем хытӑ персе тӑнине кура ял хӗрринчи килхушшине кӗрсе выртнӑ нимӗҫсенчен пӗри малалла, карта патӗнчи акаци тӗмисем патнелле ыткӑнчӗ.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.