Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлне (тĕпĕ: тӗл) more information about the word form can be found here.
Мӗнле васкатсан та, кӗпер тӗлне ҫитеспе салтак кӗтӗвӗ вӑрӑма тӑсӑлса кайрӗ, ҫавӑнпа малтисене чарса тӑратрӗҫ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗр хут татки те тупӑнмарӗ, ваш благороди! — терӗ пӗр салтакӗ, аллине карттус сӑмси тӗлне тытса.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вар тӑрӑх шӑвӑна-шӑвӑна, пӗр мунча тӗлне ҫитрӗ Эрхип, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса, ял вӗҫӗнчи пӳрт кӗтессине лӑпчӑнчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗлне тупайӑп-ши?

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑнтӑрла тӗлне урхалӑхӗсене пушатнӑ, чӗлпӗрӗсене салтнӑ лашасем станци хыҫӗнчи лӑпсӑркка тирексем айӗнче ешӗл утӑ ҫисе тӑратчӗҫ ӗнтӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрлӗ Ҫыран тӗлне ҫитсен, председатель тӑрантас ҫинчен анчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан пӗчӗк Ванюка йӑтса кайса ашшӗне кӑтартасшӑнччӗ, такам куҫӗ тӗлне пуласран шухӑшне сирчӗ те мӑнукне амӑшне тыттарчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ӑна йӑтрӗ те, ҫын урисем ҫине пусасран сыхланса, машина тӗлне пырса тӑчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ҫапла калаҫкаласа общежити тӗлне ҫитрӗҫ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсен тӗлне халӑх ҫывхарнине курсан, Анук хӑраса алкум вӗҫне чупса тухрӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун часах хурансен тӗлне тупрӗ, пӗрне Павӑла илсе пачӗ, миххе те ӑнах йӑттарчӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Хресченсем реакционнӑй сословисем пулса тӑраҫҫӗ» тесе ҫырни тӗлне ҫитсен аванмарланчӗ.

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫурт тӗлне ҫитсе, ҫенӗк алӑкӗ ҫумӗнчи шӑнкӑрав кнопки ҫине пусрӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах тасалӑхпа тирпейлӗх, капӑр вырӑн, сӗтел ҫине витнӗ чӑлт-шурӑ ҫивитти ун куҫӗ тӗлне пулчӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ануксен тӗлне ҫитсен, вӑл ирӗксӗрех чупма чарӑнчӗ, «Кума мӗнле-ши ӗнтӗ?» — аса илчӗ вӑл.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун тӗлне ҫитсен, хӑрӑк турат ҫинче ҫакӑнса тӑракан сӳрене асӑрхаса: «Ватӑ тус-йышӑм, лаша илеймесен ҫакӑнтах хӑрса саланӑттӑн. Акӑ, лаша илӗп те, эсӗ те кирлӗ пулӑн. Шӑрӑҫтарса шӑлусене ҫирӗплетме паянах кӳлле кайса ярӑп:», — тесе шухӑшларӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫийӗнче унӑн кӑвак тӗслӗ пасар пирӗнчен кӑкӑр тӗлне пӗрмелетсе ҫӗлетнӗ шалпар вӑрӑм кӗпӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук Макҫӑм тӗлне ҫитсе: — Макҫӑм пичче, тар хӑвӑртрах! — кӑшкӑрса хӑварчӗ те Платуна хӑваласа кайрӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех вӗсем параднӑй алӑк тӑрринче хӗрлӗ хунар ҫутнӑ икӗ хутлӑ чул ҫурт тӗлне ҫитрӗҫ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑп ҫурма ҫӗрте, Пакӑш ращи тӗлне ҫитсен, ӑна хирӗҫ хӗҫпӑшаллӑ вуникӗ хурах сиксе тухрӗҫ те ун ҫине тапӑнчӗҫ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed