Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗле (тĕпĕ: тӗл) more information about the word form can be found here.
Пирӗн тӗле те ҫитрӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑрҫӑ пирӗн тӗле ҫитменччӗ-ха.

Help to translate

Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Синдбада темӗн пысӑкӑш кайӑк хаклӑ йышши чулсем выртакан тӗле йӑтса каять.

Help to translate

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пирӗн тӗле ҫитсен Шурик лашине чарать те пӗшкӗнсе мана темӗн чухлӗ чечек тыттарать.

Help to translate

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тепӗр кунне Шурик шкултан таврӑнсан апат ҫинӗ те сурӑхӗсене пирӗн тӗле хуса килнӗ.

Help to translate

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ачасем ҫав ҫӑл юхса тухакан тӗле ҫунашкисен тупанӗсене чиксе кӑлараҫҫӗ.

Help to translate

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑш тӗле ӳкрӗ-ши ӗнтӗ ҫак сӗмсӗркке кайӑкӑн ҫеҫ мар, кӑвакарчӑнӑн та, куракӑн та, чанан та, чакакӑн та паянхи техӗмлӗ, сиплӗ «деликатесӗ»?

Help to translate

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Вӗрипе ӗнтӗркекен хӑяхлӑ тӗле ҫитсен, шыв шӑпӑр-шӑпӑр шӑпӑртаттара-шӑпӑртаттара, чихлата-чихлата, сӗвек ҫырана, тип ҫӗр ҫине тухса тӑчӗ…

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ӗҫе тӑрлавланӑ тӗле Улькка аппа, яла тутлӑ, ӗнӗк шӑршӑ сарса, лаҫра така хуранӗпе кӑркка ашӗнчен апат пӗҫерчӗ.

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫӗрулми анин (ку тӗле ун иккӗмӗш ҫӑкӑрне кӑларса-пуҫтарса илнӗччӗ ӗнтӗ) сылтӑм енче, варринче, ҫеремлӗ вырӑнта кашласа ларать.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кирлӗ тӗле ҫитсен, эпӗ шофера машинине чарма ыйтрӑм.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Кукӑльунти ҫӑмарта сӑпӑрчӑкланнӑ, купӑстине кисмӗк пуснӑ, Кӗркури», — тесшӗнччӗ ҫеҫ вӑл, анчах курчӗ: кил хуҫи ку тӗле ҫӑвар арманне пӗтӗм ӑшчиккине карӑнтарса, «пиҫӗ хулӑпа ӗселе-ӗселе» авӑрттарать иккен.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Ав кутсене сарма меллӗ вырӑн! — аллипе пӗр тӗле тӗллерӗ фельдшер.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫак талккӑмра вӑл палӑртнӑ тӗле ҫитсен мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине карт картса, йӗрлесе пычӗ:

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аркадий кӗҫех ӑшран варкаса, вӗркешсе калаҫакан-шавлакан ҫынсен эшкерӗ кӗпӗрленсе-вӗресе тӑнӑ тӗле ҫитрӗ те хытсах кайрӗ: кӗпер карлӑкӗн пӗр тӑрӑхӗ ҫук, ҫул айккинчи бордюрӑн пӗр сыпӑкӗ те, асфальта хӑпӑнтарса, йӑванса ӳкнӗ!

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫынсем пайтаххӑн — машинӑсен кабинисенчен, автобуссемпе троллейбуссен салонӗсенчен тухнисем те, пыран-килен те — хыпалансах чӗнтӗрлӗ кӗпер карлӑкӗн сулахай еннелле, варринелле, тӗркӗлтетеҫҫӗ, тӑтӑшӑн кӑшӑр-кӑшӑр! юхаҫҫӗ, тӗр-тӗр чупаҫҫӗ, асӑннӑ тӗле ҫитсен, кӗпӗрленсе, карлӑк урлӑ аялалла, залив шывӗ ҫине халланса тирӗнеҫҫӗ, васкаса, шуйхӑнса, пӑлхавлӑн калаҫаҫҫӗ, пулӑшу ыйтса, чунтан ҫунӑхса кӑшкӑркалаҫҫӗ; шӑппӑн е йӗкӗрсе йӗрекенни те пур.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Халӗ Павӑл кӑтӑклӑ тӗле ывҫипе паҫӑрхинчен те вирлӗрех шаплаттарчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сылтӑм ал пӳрнисемпе ыратнӑ тӗле тытса пӑхасшӑнччӗ — аллине темле ӑшӑ, ҫемҫешке япала лекрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак вӗсем, Пурис тата унӑн хаяр, тискер «конвоирӗсем», ҫӗрпе куҫ ытамне те кӗрейми сарлака, чашласа вӗрекен элес-мелес, катмар, кӑнттам тамӑк хуранӗ чикӗленнӗ тӗле ҫитсе тӑчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Асфальт сарнӑ ҫулпа вӑрманлӑ тӗле вашкӑртса ҫитсен, Пурис курать: ҫул хӗрринче пӗр тин ҫеҫ пӗве кӗрсе ҫитнӗ, ҫутам, майлӑ сӑн-питлӗ, сенкер шуҫӑм куҫлӑ тӑпӑл-тӑпӑл хӗр «сасӑласа» тӑрать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed