Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхӗнчи (тĕпĕ: тӑрӑх) more information about the word form can be found here.
Эрик Васильев ял тӑрӑхӗнчи хисеплӗ ҫынсене – Николай Юркина, Людмила Иванована тата Александр Михайлова – «Образование СССР – 100 лет» юбилей медалӗпе чысларӗ.

Help to translate

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

Славикӑн ачалӑхӗ Уравӑш тӑрӑхӗнчи илемлӗ улӑх-ҫаран, тулӑх уй-хир ытамӗнче иртнӗ.

Help to translate

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Вулакансене Уравӑш тӑрӑхӗнчи мухтавлӑ та паттӑр ентешӗмӗрпе Вячеслав Николаевич Сорокин пограничникпа паллаштарас килет.

Help to translate

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Яваплӑ тапхӑрпа Ярмушка тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов ырӑ сӑмахсем каларӗ, яланах малтисен ретӗнче пулма, ниме пӑхмасӑр ҫитӗнӳсем патне утма сунчӗ.

Help to translate

Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne

Медиксем асӑрхаттараҫҫӗ: энцефалитлӑ сӑвӑс Ҫӗпӗрти, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи, Урал тӑрӑхӗнчи чӑтлӑх вӑрмансенче кӑна пурӑнать тени йӑнӑш шухӑш.

Help to translate

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Ҫӑлтӑрлӑ артистсемпе пӗрле сцена ҫине Вӑрнар тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те тухрӗҫ: Вӑрнарти 2-мӗш шкулти «Ҫӑлтӑрчӑк», «Санар», «Шурӑмпуҫ» фольклор коллективӗсем тата «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ.

Help to translate

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

Патӑръелпе Елчӗк тӑрӑхӗнчи ялсем пурте тулли шывлӑ ҫырмасен икӗ енӗпе ларса тухнӑ.

Help to translate

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем халӗ Кӗҫӗн Палас тӑрӑхӗнчи Хирти Пӑвара пулнӑ та яла таврӑнаҫҫӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Палӑртса хӑваратпӑр, маларах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Хӗрлӗ Чутайпа Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи ҫӗнӗ объектсемпе паллашнӑччӗ, вӗсене те инвестициллӗ проектсене тӗпе хурса пурнӑҫланӑ пулнӑ.

Help to translate

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Нумайӑшӗ вӑл вӑхӑтра чунтан ӗненсех ҫапла шутларӗ пулмалла: ак Мӗшӑпа Кӑкшан тӑрӑхӗнчи, Ар-Сӗнтӗрти пӑлхавҫӑсене сапаласа ятӑмӑр, вӗсен пуҫлӑхӗсене тӗрлӗ майпа пӗрерӗн-пӗрерӗн пӗтерсе тӑкрӑмӑр: тек вӑйлӑ пӑтӑрмах пулассине кӗтмелли ҫук, малашне Хусан ҫывӑхӗнче, Атӑлпа Шур Атӑл таврашӗнче лӑпкӑ пурнӑҫ пуҫланать терӗҫ пулмалла.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене купалама вырӑссем Ту енчи тата Сӑр тӑрӑхӗнчи ялсенчен халӑх нумай пуҫтарнӑ.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑҫта мӗнле те, Сӑр тӑрӑхӗнчи чӑвашсемпе вырӑссемшӗн ӗҫҫи тени утӑ ҫулассинчен пуҫланать.

Help to translate

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Али-Акрам унтан Мӗша тӑрӑхӗнчи ҫапӑҫу пирки тӗплӗ ыйтса пӗлчӗ, мӑрса каласа кӑтартнӑ чухне йынӑшнӑ пек вӗҫӗмсӗр ай-ай-ай! ай-ай-ай! тесе пычӗ.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумай-нумай япала ҫинчен, Хусан ҫинчен, Атӑл тӑрӑхӗнчи ӗҫсем ҫинчен чуна уҫса калаҫӗччӗҫ вӗсем.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл сывалнӑ тет ӗнтӗ, Атӑл тӑрӑхӗнчи пӑлхавҫӑсене путарма пысӑк ҫар ярасшӑн тет.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти мӑрсасем пулӑшнипе тӗтӗреҫҫӗ те тӗтӗреҫҫӗ Усеин-Сеитпа Мамич-Бердей Атӑл тӑрӑхӗнчи ялсене, халӑха сывлама та памаҫҫӗ, вӑйпах пӑлхава хутшӑнтараҫҫӗ.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗмӗл тӑрӑхӗнчи пӗр ялта ҫӗр каснӑ чух элчӗсем ку таврари пӑтӑрмахла ӗҫсем ҫинчен тата нумай илтрӗҫ.

Help to translate

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӗлле пирӗн тӗллев пӗрре кӑна: вырӑссене хамӑр пата ямалла мар, Мӗша тӑрӑхӗнчи хулана аркатса тӑкма памалла мар.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен тепӗр ушкӑнӗ Морозов воевода ертсе пынипе Сӗве тӑрӑхӗнчи вӑрмана кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫук, Горбатый-Шуйский тытса хуптарман вӗсене, пуҫлӑхсене ҫапла ҫеҫ пӗлтерме хушнӑ: Мӗша тӑрӑхӗнчи мӑрсасемпе ҫӗрпӳсен хӑйсен ҫыннисене илсе килӗсене саланмалла, тек ҫар пуҫтарма пӑрахмалла, халиччен юн тӑкнӑшӑн вырӑссенчен каҫару ыйтмалла.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed