Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр чух вӑл Андрей ҫӗр каҫма чарӑннӑ ҫӗр пӳртре пуҫӗ айне салтак кутамкки хурса, тутисемпе ӑшшӑн кулкаласа ҫывӑрнине е салтаксемпе сӗм тӗттӗм вӑрман витӗр, ҫывӑхрах пӑшал пенине итлекелесе утнине, е каҫпа кӑвайт умӗнче табак туртса ларнӑ чухне ун ҫинчен шухӑшланине курать…
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Сережа, ку Мускав-и? — ыйтрӗ Ирина, тутисемпе Сергейӗн хӑлхисене сӗртӗнсе.— Сережа, это Москва? — спросила Ирина, прижавшись губами к уху Сергея.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗчӗккӗ те типшӗм карчӑк Ниловна та, чепец тӑхӑнса, ҫиелтен кӑвакрах тутӑр ҫыхнӑскер, Иринӑн вӗри питҫӑмартийӗсем ҫумне хӑйӗн пӗркеленчӗк, ҫемҫе те ватӑлса сивӗннӗ тутисемпе сӗртӗнсе чуптурӗ.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Манӑн Иванӑн тусӗ пур, бухгалтер, — терӗ вӑл, хӑйӗн илемлӗ тутисемпе йӑл кулса, — вӗсем Усть-Невинскинче пулнӑ праҫникрен килчӗҫ те хисеплеме тытӑнчӗҫ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Юлашки сӑмахне вӑл илтмелле мар пекех шӑппӑн, тутисемпе пӑшӑлтатса ҫеҫ каларӗ те, тутӑр ҫыхнӑ пӗчӗк пуҫне каҫӑртса, пӳлӗмрен тухса кайрӗ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна ун патне пычӗ, кӑштах тӑрсан, хӑюсӑррӑн Григорий питҫӑмартине тутисемпе сӗртӗнсе илчӗ.Татьяна подошла к нему, постояла, затем чуть-чуть прикоснулась губами к его щеке.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Артамашов ҫине пӑхса, вӑл калитке патӗнчех кулчӗ, ӑна тӑван пекех сывлӑх сунса ал тытрӗ, хӑйӗн ҫемҫе те йӗпе тутисемпе питҫӑмартинчен чуптурӗ, вара, шыҫӑннӑ куҫӗсене тутӑрпа шӑлса, хурлӑхлӑ сасӑпа каларӗ:
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл Семёнпа, Анфисӑпа калаҫрӗ, пӗчӗк хӗре алла тытса, тутисемпе кулӑшла чаплаттарса, ӑна хӑйӗн сарӑ уссипе хӑратрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Володя купшек тутисемпе чӑмлакаласа илчӗ те, хӑрӑмланнӑ вараланчӑк минтер ҫинче выртма канлӗрех пултӑр тесе, хулпуҫҫипе пӑркаланса путӑк турӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володьӑпа Ваня, пӗр-пӗрин пуҫне ҫаптарса тӑнлавӗсене юнашар туса, тахҫантанпа ҫителӗклӗ шыв курман тутисемпе йӗпе те сивӗ котелок хӗррине сӗртӗнчӗҫ ҫеҫ, штаб енчен сасӑ илтӗнчӗ:
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсем патрон парса тӑнӑ, ӗҫес килнипе аптранӑ партизансене шыв ӗҫтернӗ; партизансем типсе кайнӑ, тусанланнӑ тутисемпе флягӑсенчен шыв ӗҫнӗ, пионерсене тав туса ҫурӑмӗсенчен ҫупӑрланӑ, унтан каллех хӗрсе кайнӑ винтовкисене тытнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Паллах, унта, ӑҫта пулас-ха унӑн… — пуҫларӗ Гриценко мучи, анчах, тутисемпе темле кавленӗ пек туса, темӗншӗн чарӑнса тӑчӗ, унтан урӑх сасӑпа:
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кучерпа извозчиксем йӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ, тутисемпе чӑплаттарма тата тилхеписемпе кӑрт-карт турткалама пуҫларӗҫ.Извозчики и кучер зашевелились, зачмокали и задергали вожжами.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пӑлханса, тӗлӗннипе йӑлт хумханса кайнӑ Ромашов шурса кӑвакарнӑ тутисемпе мӑкӑртатуллӑн пӑшӑлтатрӗ:Ромашов, взволнованный, потрясенный, пролепетал побледневшими губами:
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашовӑн сасси ҫукчӗ, сӑмахӗсене вӑл сасӑсӑр, тутисемпе ҫеҫ кӑшкӑрчӗ:Голоса у Ромашова не было, и он кричал беззвучно, одними губами:
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шӑппӑн-шӑппӑн сӑтӑркаларӗ Шурочка Ромашов пуҫӗпе питне; лешӗ тутисемпе ун аллине шыраса тупсан вара, вӑл хӑйех ывҫине йӗкӗт ҫӑварӗ ҫумне хӗстере-хӗстере тытрӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Типсе кушӑрканӑ ҫӑткӑн тутисемпе каччӑ ун тутине шырарӗ, анчах лешӗ унран пӑркаланчӗ, пуҫне шӑппӑн сулкала-сулкала, васкамасӑр, хуллен пӑшӑлтатрӗ:
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл никама палӑртмасӑр питне аллисемпе хупларӗ те тутисемпе Шурочка тунӑ хусканусенех тума тӑрӑшрӗ; ҫапла майпалан вӑл хӑй асӗнче ҫав сӑмахсене тытса илесшӗнччӗ, анчах унӑн нимех те тухса пӗтмерӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Йӗри-тавралла пӑхса илсе тата урамра никам ҫуккине курса, кӗсйинчен вӑл Шурочка ҫыруне туртса кӑларчӗ, ӑна тепӗр хут вуласа тухрӗ те лешӗ алӑ пуснӑ тӗле тутисемпе хыттӑн-хыттӑн ҫыпӑҫрӗ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑйӗн ҫӑварӗ тавра илемсӗррӗн ҫыпӑҫса ларнӑ кӑвак тутисемпе вӑл аякранах-ха этемле маррӑн кулкаларӗ.Он еще издали неестественно улыбался своими синими, облипшими вокруг рта губами.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.