Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑнчӗ (тĕпĕ: туртӑн) more information about the word form can be found here.
Миша малалла туртӑнчӗ.

Миша подался вперед.

Магеллан карапӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Машка сӑмсине турткаласа илчӗ, хӑлхисене хускаткаларӗ, тӑмасӑрах улма хуппи патнелле туртӑнчӗ.

Машка подергала пятачком, похлопала ушами и лежа потянулась к картошке.

Туслисен звени Дуня инкене пулӑшни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хайхи мулкачӗ туртӑнчӗ, тет, те тӑманана икке уйӑрчӗ пӑрахрӗ, тет, Тӑманан хӑрах ури йывӑҫ ҫумне тӑрса юлчӗ, тет, тепри мулкач ҫурӑмӗ ҫине кайрӗ, тет.

Заяц рванулся и разорвал сову; одна лапа осталась на дереве, другая на спине у зайца.

Тӑманапа мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эсӗ ун патне пырсан, вӑл пуҫне пӑрса сан патналла туртӑнчӗ.

Когда ты подошел к ней, она обернула голову, потянулась к тебе.

Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӗрентен вӗҫерӗнсе кайса, пӑркаланса чупса пыракан ӑйӑр пек, хӑмпӑ малтан ҫӳлелле ерипен кайрӗ, унтан сасартӑк хытӑ карт! туртӑнчӗ те ҫӳлелле вӗҫе пуҫларӗ.

И шар поднялся кверху, сначала тихо,— как жеребец сорвался с привязи и оглядывался,— и вдруг дернул кверху и полетел.

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Булькӑна вӗлернӗ пулӗччӗҫ, анчах вӑл карт! туртӑнчӗ те, пӗҫҫи тирӗ ҫурӑлса кайрӗ.

И Булька был бы убит, но он рванулся, кожа прорвалась на ляжке.

Пятигорскра Булькӑна мӗн пулни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӗр, килӗшмессӗн, турткалашрӗ, пӗтӗм вӑйран ушкӑн хушшинелле туртӑнчӗ, Виталий парӑнтарасса кура тӑркач вара ирӗксӗртереххӗн урай варне тухрӗ, ытла хӑюллӑнах мар пулин те, ташӑ ҫеммине кӳлӗнчӗ.

Схватив девушку за руку, он потащил ее в круг, она упиралась, но видя, что с Виталием не сладить и уговорами его не пронять, сделала покорный вид.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Аптранӑ енне, Виталий Дина пирки кӑварлана-кӑварлана килекен кӑмӑлне мӗн тери унран аяккарах пистерме-пистерме тесе тӑрмашрӗ, ку туйӑм вара, хуҫинчен пушшех те шӑл йӗрнӗ пек, Дина еннелле татах та ҫатӑрах туртӑнчӗ те туртӑнчӗ.

Измаявшись ожиданием, Виталий приказывал себе: «Все! Не думать больше о Дине!», но не думать было не так-то просто.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виталий, Дина патнелле пӗр утӑм, икӗ утӑм турӗ, ун патне ҫывхарса ӑна ыталама туртӑнчӗ — хӗр, те чунӗ кӳтсе килнипе, йӗкӗте питрен чӑнт та чант ҫутӑлтара-ҫутӑлтара ячӗ:

Виталий сделал к Дине шаг-другой, намереваясь обнять, но она не далась: замахала перед, собой руками.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑнсӑрт шавпа хуйханнӑскер вӑл, Матви кӑкӑрӗнчен питӗпчен иртсе, янкӑр шӑплӑха, ҫӗрлехи уҫлӑха туртӑнчӗ.

Воздух, потревоженный случайным шумом, обогнув грудь и лицо Матвея, устремился в ясную тишину, в ночное пространство.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шлюпка ҫине хӑпартсан, вӑл Дик Сэнд тӑсса паракан сухари патне мар, витрери шыв патне антӑхсах туртӑнчӗ.

Когда собаку втащили в нее, она с жадностью бросилась — но не к сухарю, который протянул ей Дик Сэнд, а к ведерку с пресной водой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сева нимӗн те чӗнмерӗ, ун аллине хулпуҫҫийӗ ҫинчен илсе пӑрахас тесе, малалла туртӑнчӗ.

Сева молча рванулся, сбрасывая с плеча его руку.

43 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Пӗр пӗчӗк ача та, Нюра кӗпинчен тытса тӑраканскер, ачасене чуптума туртӑнчӗ.

Какой-то малыш цеплялся за ее платье и тоже лез целовать мальчиков.

39 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Анчах Одинцов ун патӗнчен карт туртӑнчӗ те, питне аллисемпе хупласа, уласа йӗрсе ячӗ.

Но Одинцов резко высвободился от него и, закрыв лицо руками, разрыдался.

37 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӑл малалла туртӑнчӗ, анчах Мазин ӑна аллинчен тытса чарчӗ.

Он рванулся вперед, но Мазин схватил его за руку.

31 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Шатров тӗлӗнсе туртӑнчӗ, анчах Давыдов ӑна хӑй ҫумне ҫирӗппӗн пӑчӑртарӗ те лешӗ мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен каласа та пӗтерчӗ:

Шатров изумленно дернулся, но Давыдов крепко прижал его к себе и, прежде чем тот успел что-либо сказать, закончил:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Ҫак вӑхӑтра унӑн кӗлетки маларах туртӑнчӗ, вара майӗпен сунарҫӑ ури патнех йывӑррӑн шуса анса выртрӗ.

В это время центр тяжести переместился — тело животного медленно подалось вперед и грузно свалилось к ногам охотника.

Уссури пантери // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 23–26 с.

Кукуҫ пӗр самантра алӑк патнелле туртӑнчӗ.

Кукусь рванулся было к двери.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ильяс ҫавӑнтах таҫта тухса каясшӑн туртӑнчӗ — ӗлкӗреймессе сисрӗ.

Ильяс рванулся к двери, но понял, что не успеет.

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Старик васкамасӑр ун еннелле туртӑнчӗ.

Старик подсел к Шерккею.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed