Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупата the word is in our database.
тупата (тĕпĕ: тупата) more information about the word form can be found here.
Турӑ умӗнче ыйтатӑп, — турӑш енне ҫаврӑнса, виҫӗ хутчен хӗрес хыврӗ ҫавӑнтах, — сана миҫе ҫул кӗтмелле пулать — ҫавӑн чухлӗ кӗтӗп, сывлӑхсӑр таврӑнсан та йышӑнӑп, анчах пӑрах хӑвӑн ӗҫне, тупата, пире тек капла пурӑнма пачах та май ҫук…

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫын курсан, тупата, иксӗмӗре те пӗтереҫҫӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апла кӑна мар, пӗчӗкҫӗ Мархвана кӑкӑр ӗмӗртнӗ чухне, тупата, турӑ амӑшӗ евӗрех курӑнать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунашкал усӑсӑр пурнӑҫпа Ванькка, тыткӑнра асапланнӑ чухнехине шута илмесен, тупата, ӗмӗрне пурӑнса курман.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тытсан, тупата, пӗрне те каҫармӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эп вара… шалт аптрарӑм, тупата, пӗтӗм пурнӑҫа аса илсе тухрӑм ҫак кунсенче, Совет влаҫне хирӗҫ тунӑ пӗр ӗҫ тупаймарӑм, — тесе, Телегин каллех хӑй вырӑнне ларчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑн пек тӗреклӗ ҫын та ҫапла ҫӳреме пултарать тесе, тупата, никам шутлас ҫук.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, хурахсем ӑҫталла кайнине Сӑпани пӗлетчех ҫак вӑрманта…»

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав тери чаплӑ вӑйӑҫ, алла купӑс тытсан, тупата, чирлӗ ҫын сиксе тӑрса ташша ярӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, милици уйрӑмӗ ҫывӑх пулас-тӑк, Шамшутдин хӑраса тӑмалла мар, кайса евитлемелле.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, кашни хурӑна, вӗренене, чӑрӑша, юмана тыта-тыта ыталӗччӗ Ванькка, кашни йывӑҫа тав туса тухӗччӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй пӗччен кӑна пулсан, тупата, халь вӑл хорунжий ҫине кашкӑр пек сиксе ӳкмелле, туласа тӑкмалла.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, кун пек шӑрӑха чӑвашра нихӑҫан курман пулӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урисем асӑрхаса ӗлкӗрмелле мар вӗлтлетсе пынипе, тупата, вӗсен шучӗ те ҫук пек туйӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утарта унашкал арӑм, тупата, урӑх никамӑн та ҫук!

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, ӗлӗкхи пек, улпут пулас-тӑк, ӑна та ларса пыма намӑс мар-тӑр.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аптрамасть пек арӑм, килӗшет Антуна: сӑнран та чиперскер — вӑтам пӳллӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ, кӑшт тӑрӑхларах питлӗ, куҫ харши — чӗкеҫ ҫунатти пек, куҫӗ вара, пысӑк та чакӑрскер, пӗрре пӑхсанах ҫунтарса илет; ӗҫре-мӗнре те акӑш-макӑш правурскер — мӗне пуҫлать, ҫавӑ ӑнать ун аллинче; кӑмӑл тӗлӗшпе вара чӑн-чӑн кӑвакарчӑн, унӑн ҫӑварӗнчен хӑҫан та пулин сивӗ сӑмах тухма пултарать тесен, тупата, никам ӗненес ҫук.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, сӗтел хушшинчен тухас та килмест.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавнашкал самантсенче унӑн ҫавракарах, анчах типшӗм пичӗ пушшех илемлӗн курӑнать — тупата, пӗр кашӑк пылпа ҫӑтса ярӑн…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак кӗске ҫулҫӳреве Телегин, Раҫҫейӗн нумай-нумай кӗтесӗсенче те, поляксем патӗнче те пулса курнӑскер, тупата, ӗмӗрне манас ҫук.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed