Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

телейӗ (тĕпĕ: телей) more information about the word form can be found here.
Пирӗн пурнӑҫра ҫапла та пулса тухать вӗт-ха: ҫыннӑн мар, кайӑкӑн кӗске вӑхӑтлӑх кӑна телейӗ те чун-чӗрине суран тивнӗ хӑш-пӗр этеме пӗртте ӑмсантармасть, йывӑр аса илӳсемпе хурлантарса асаплантарать ҫеҫ…

Бывает же в нашей жизни и так, что не только людское, но и короткое птичье счастье вызывает у иного человека с пораненной душой не зависть, не снисходительную усмешку, а тяжкие, исполненные неизбывной горечи и муки воспоминания…

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кун хыҫҫӑн Суламифь телейӗ тулнипе тӗттӗмре кулса илнӗ те: — Ыйтатӑп санран, — аллисемпе мӑйӗнчен яваласа лартса, хӑлхинчен пӑшӑлтатнӑ патшана, — ир килсе ҫитсен, пӗрле кайӑпӑр лере… иҫӗм пахчине…

Тогда Суламифь улыбнулась в темноте от счастья и, обвив царя руками, прошептала ему на ухо: — Прошу тебя, когда наступит утро, пойдем вместе туда… на виноградник…

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

О, эс, телей, ҫапӑҫу телейӗ

О, счастье битвы!..

Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.

Ҫемье пуҫӗ, Евгений Викторович Григорьев, район администрацийӗнче водительте вӑй хурать, ывӑлӗсен телейӗ пысӑклансах пытӑр тесе тимлет.

Help to translate

Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Пӗр самант пек иртсе кайнӑ ҫичӗ ҫулхи телейӗ унӑн пӗтӗм пурнӑҫне лӑпкӑн ҫутатнӑ, ҫавӑнпа вӑл урӑх ниме те шеллемен, ниҫта та каясшӑн пулман.

На всю жизнь ее разлились лучи, тихий свет от пролетевших, как одно мгновение, семи лет, и нечего было ей желать больше, некуда идти.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольгӑн телейӗ мӗн тери туллирех, вӑл ҫав тери шухӑша каять… шикленет те!

Чем счастье ее было полнее, тем она становилась задумчивее и даже… боязливее.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗнле нумай кӗтрӗм — йӑлтах ҫитрӗ: акӑ вӑл этемӗн юлашки телейӗ

Как долго я ждал — все награждено: вот оно, последнее счастье человека!»

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломовӑн ҫухалнӑ телейӗ тарӑн ҫыранӑн леш енче: ҫав ҫыран урлӑ каҫас пулать.

и утраченное счастье уже на другом берегу: надо перешагнуть.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хавхалануллӑ туйӑмсем ҫавӑн пек вӗҫленни аванччӗ, анчах вӗсем хыҫҫӑн тӗтӗм, шӑршӑ юлать, телейӗ ҫук!

Хорошо, если б и страсти так кончались, а то после них остаются: дым, смрад, а счастья нет!

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Лере, ҫамрӑк та чечен вӑрманта ытарайми шӑплӑх та канӑҫлӑх телейӗ!

и там, в молодом, лёгком лесу, была такая тишина, такое счастье покоя!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ офицер тата дворянин, ӗнер ҫеҫ сана хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫнӑ, паян акӑ санпала пӗр кибиткӑра ларса пыратӑп, манӑн пурнӑҫӑн телейӗ пӗтӗмпех санран килет.

— Я офицер и дворянин; вчера еще дрался противу тебя, а сегодня еду с тобой в одной кибитке, и счастие всей моей жизни зависит от тебя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Юрать-ха вӑл тарчӗ, ку вӑл унӑн телейӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна…

 — И это счастье, что он удрал. Потому что я бы его…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйне кура, вӑл та телей мӗнне пӗлнӗ; чӑнах та ӗнтӗ, телейӗ ун айван та кӗске пулнӑ.

И счастье он все-таки узнал, хотя глупое и короткое.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Маттур ҫынӑн телейӗ ҫук-им?

А разве нет удачи удалому?

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ун чухне вара… унӑн телейӗ пысӑкрах пулсан ун чухне?

И тогда… тогда… что, если его счастье перетянет?

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Вӑрӑма пычӗ-и вара вӗсен телейӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— И продолжительно было их счастье? — спросил я.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ун телейӗ сан хуйху мар.

— Не твое горе — ее счастие.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Митя ахӑлтатса кулса ячӗ те, телейӗ ытла капланса ҫитнипе ура ҫинче тӑма пултараймасӑр, кресло ҫине кайса ларчӗ.

Митя захохотал и сел в кресло, будучи не в силах держаться на ногах от счастья.

Савӑнӑҫ // Мирун Еник. https://chuvash.org/lib/haylav/7085.html

Юлашкинчен вӑл ӑна шыраса тупрӗ те вара унӑн петӗм телейӗ таҫтах кайса ҫухалчӗ: Бекки шкул хыҫӗнчи стена ҫумӗнче, Альфред Темпльпа пӗрле тенкел ҫинче, лара парать.

Наконец он ее увидел, и его настроение сразу упало: она сидела в уютном уголке за школьным домом на одной скамеечке с Альфредом Темплом.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Арҫын тенин телейӗ — унӑн вӑйӗнче тен?

Сказать, что мужское счастье — возможно в его силе?

Арҫын телейӗ… // Лидия Филиппова. https://chuvash.org/lib/haylav/7352.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed