Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр, 11. виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ; 12. халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле; 13. ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Ҫавсене тасалӑх пирки ӑнлантарасчӗ», – тет Николай Трофимович чун ыратӑвӗ пирки.«Им бы рассказать о чистоте», — с душевной болью говорит Николай Трофимович.
Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16
— Шӑп кӑна ҫиччӗ, тасалӑх эрни.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чухӑнлӑх вырӑнне — ҫителӗклӗ пурнӑҫ; тасамарлӑх вырӑнне — тасалӑх кӑна мар, чаплӑ пӳлӗмсем те, тӳрккеслӗх вырӑнне — чиперлӗх, пӗлӳ-вӗренӳ; ҫаксем вара пурте икӗ сӑлтава пула пулса пыраҫҫӗ: пӗрремӗшӗ — ҫӗвӗҫсен тупӑшӗ ӳссе пынинчен, тепри — вӗсен тӑкакӗсем чакса пынинчен.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манра тасалӑх умӗнче пуҫ таяс кӑмӑл, — ҫавӑн пек кӑмӑллӑ пулнӑ «Хӗр тасалӑхӗ» те.Во мне благоговение перед чистотою, которое было в «Непорочности».
6 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах, китаецшӑн чи хаяр европеец питӗ йӑваш, чи хӑравҫи питӗ паттӑр, чи аскӑн шухӑшли питӗ йӗркеллӗ пулнӑ пекех, вӗсем те: вӗсенчен хӑйсене нимӗн те кирлӗ мар текеннисем, вӗсен типне кӗмен ҫынсемпе танлаштарсан, ҫынна пурӑнма типтерлӗх, тасалӑх ытларах кирлӗ теҫҫӗ, чи туйӑмлисем хӑйсене тыткалас тӗлӗшпе вӗсен йышши типлӑ мар ҫынсенчен лайӑхрах тыткалаҫҫӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.