Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене хутортан пӑрахса тарнӑ ҫынсем каялла таврӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен тин хутортан хӗрӗх ҫухрӑмри Елански станица хирӗнчен тупса килчӗҫ; хӑваласа таврӑннӑ хыҫҫӑн кашни харпӑр хӑйӗнне уйӑрса илме тытӑнчӗҫ те, кӗтӳре ҫурри ытла хӑлхисене урӑхла картса паллӑ тунӑ ют сурӑхсем пулчӗҫ; хӑйсен вара, татарскисен, аллӑ пуҫ ытла катӑлнӑ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗтӳҫ каласа панӑ тӑрӑх, пӗр снарячӗ курӑк ҫисе ҫӳрекен кӗтӳ умӗнче ӳксе ҫурӑлнӑ та, сурӑхсем, хӳрисене пӗтӗлтеттерсе, хӑранипе ҫеҫенхире тапса сикнӗ, ун хыҫҫӑн пачах ҫухалнӑ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урапа кустӑрмисем нӑчӑртатни, лашасем кӗҫенни, ҫынсем кӑшкӑрашни, темӗн чухлӗ выльӑх чӗрнисем тӗпӗртетни, сурӑхсем макӑрни, ача-пӑча йӗни — ҫаксем пурте ҫеҫенхирӗн лӑпкӑ ытамне ӑшчике хускатакан шӑв-шавпа тултарса лартнӑ.
XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ну, мӗн сехри хӑпнӑ сурӑхсем пек пуҫтарӑнса тӑтӑр-ха эсир?
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫурт тӑррисем ҫине ҫемҫе ӑшӑ ҫутӑ ӳкет, кантӑксенче ялкӑша-ялкӑша илет; тирек ращинче, ҫаралнӑ туратсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ йӑвасем ҫинче, ларма хатӗрленекен кураксем ҫатӑлтатаҫҫӗ; хӗрарӑмсем выльӑх-чӗрлӗхе хӑйсен картишӗсене кӗме вӑрӑммӑн йыхӑрни илтӗнет — вӗсен сассисем, каҫхи сывлӑшра уҫҫӑн янӑраса, таҫтах ҫитеҫҫӗ, ӗнесем ҫав тери тунсӑхлӑн мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем йӗнӗ пек макӑраҫҫӗ, тӗтӗм шӑрши, йӳҫенкӗрех навус ҫӗрӗкӗн, ҫумӑрсемпе исленнӗ кӗрхи ҫӗрӗн ачаран хӑнӑхнӑ, хумхантарса савӑнтаракан шӑрши сӑмса шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чие сачӗсем хушшине вӑрттӑн пытанса ларнӑ пек курӑнакан хуторӑн тӑнӑҫ чӗмсӗрлӗхне урапа кустӑрмисем чӗриклетнӗ, лашасем тулхӑрлӑ, сурӑхсем чӑхлатса ӳсӗрнӗ, ӗнесем мӗкӗрнӗ, ача-пӑча йӗнӗ тата тифпа чирленисем — вӗсене те пӗрле илнӗ — йынӑшнӑ сасӑсем хупласа хучӗҫ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ун хыҫӗнчен ыттисем те, сурӑхсем пек, тӗпӗртеттерсе чупса кайрӗҫ.
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Тӑнсӑр сурӑхсем!
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Сурӑхсем вилсе пӗтрӗҫ пирӗн.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Украинеца вӑл пурпӗр сурӑхсем килсе памарӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Канаш членӗсем кӗтӳри сурӑхсем пек пӗр ҫӗре кӗпӗрленчӗҫ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сурӑхсем ҫатан ҫумне хӗсӗнсе тӑнӑ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ниҫта кайса кӗрейми татӑлса, ҫӗр ҫинче выртса йӑваланса хӳхлерӗ мӗскӗн хӗрарӑм; ун йӗри-тавра, картари сурӑхсем пек, вӗтӗр-шакӑр ачисем пуҫтарӑнса тӑнӑ, — шиклӗн чарса пӑрахнӑ куҫӗсемпе амӑшӗ ҫине тирӗнсе, тискер сасӑпа ӳлесе йӗреҫҫӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ефим Меркушев ҫӗнтерӳ кунне Берлинта уявланӑ, килне таврӑнсан, Мефодине каллех сурӑхсем патӗнче тӗл пулчӗ…
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Акӑ пӗр лав юлчӗ, ун ҫине лумсемпе катмаксем ҫеҫ тиенӗ; тимӗрҫ аллинчен тин кӑна тухнӑ вӗсем, вӗр-ҫӗнӗ; акӑ лутра ҫуна ҫине пӗр купа утӑ хунӑ, утӑ ҫинче пӗр ача йывӑррӑн утакан лашасене хӑратса пырать; ак икӗ лав ҫине аврисене те варалайман вӗр-ҫӗнӗ наҫилккасем тиенӗ; хӗреслетсе хунӑ ҫӑнӑхлӑ михсем шуррӑн курӑнса юлаҫҫӗ; акӑ тата лав ҫинче темле каткасем, пичкесем лараҫҫӗ, тӑварланӑ ҫимӗҫсемпе пулмалла, — ҫиелтен шултӑра сарӑ ҫӗрулми купаланӑ; е урапа ӳречи урлӑ тунсӑх куҫӗсемпе сурӑхсем пӑхса пыраҫҫӗ; е ӳпӗнтернӗ хурансем, кастрюльсем курӑнса каяҫҫӗ, ещӗксенче чашӑк-тирӗк шӑкӑртатать; е лавсем хыҫҫӑн, аран ураран ура ирттерсе, ӗнесем пыраҫҫӗ, — обоз хӑй сӗчӗпе каять; е бричкӑсем ҫине хӑмаран ҫапса тунӑ клеткӑсем икшер рет пӗрин хыҫҫӑн теприне лартса тухнӑ, клеткӑсенче туллиех чӑхсемпе хурсем ларнӑ, ытла тӑвӑртан вӗсен сивӗпе хӗрелсе кайнӑ киккирикӗсем хушӑксенчен тухса пынӑ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хуторти площаде хура тӑлӑплӑ казаксем пухӑнса тӑнӑ; хӗрарӑмӗсем, хӑмӑр ӑтӑр тирӗ хурталаса тыттарнӑ кӗрӗкӗсене тӑхаласа, тапӑра тӑратнӑ сурӑхсем пек кӗшӗлтетеҫҫӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чӑннипех те тулӑхлӑ килчӗ ку ҫул Мелеховсен кил-йышӗшӗн: ӗни икӗ пӑру туса пачӗ, Михал арханӗ тӗлне сурӑхсем те йӗкӗрешшер путек пӑранларӗҫ, унтан качакасем тата…Урожайный был тот год: корова отелила двойню, к Михайлову дню овцы окотили по двойне, козы…
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Артамашов юлташӗсемпе тусӗсем колхозран ӗнесем, сурӑхсем, сыснасем илсе каяҫҫӗ, колхоз кӗлечӗ пур кахалшӑн та ҫӑмӑл уҫӑлать…
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Малалла планра сыснасем, сурӑхсем тӑраҫҫӗ.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Черетре сурӑхсем тӑраҫҫӗ.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.