Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саккӑрмӗш the word is in our database.
саккӑрмӗш (тĕпĕ: саккӑрмӗш) more information about the word form can be found here.
Саккӑрмӗш уйӑха кайрӗ… ҫапах манаймастӑп.

Восьмой месяц пошел… а не могу забыть.

Маша // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 167–168 с.

Саккӑрмӗш кун ирхине ача чӑлантан чупса ҫитрӗ те алӑк патӗнченех: — Тытрӑм! Пӑх — сарри лекрӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

И вот утром на восьмой день мальчик прибежал из чулана и ещё в дверях закричал: — Поймал! Гляди: жёлтенький!

Шӑши таппи // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Нивушлӗ, сӑмахран, эпӗ вунсаккӑрмӗш ҫулта Ҫирӗм саккӑрмӗш полка фронтран илсе тухса пӗр-икӗ ҫул совет влаҫӗ майлӑ ҫапӑҫнӑшӑн мана тивӗҫ.

Неужели, к примеру, мне будут попрекать, что я увел в восемнадцатом году Двадцать восьмой полк с фронта и каких-нибудь два года служил Советской власти.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр эрнерен Саккӑрмӗш Хӗрлӗ ҫарӑн фронтне татса кӗрсе каяҫҫӗ.

Через неделю порвут фронт Восьмой красной армии.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мана саккӑрмӗш Хӗрлӗ ҫар штабӗ восстани путарма янӑ!

Уполномочен штабом Восьмой красной армии задавить восстание!

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Саккӑрмӗш ҫар политпайӗ мана, тахҫан кунта пурӑнса курнӑ, калас пулать, условисене пӗлкелет тесе, сирӗн Округа ӗҫлеме ячӗ.

Политотдел Восьмой армии направил меня для работы в ваш округ, как некогда жившего здесь, так сказать, знакомого с условиями.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир унпа Ҫирӗм саккӑрмӗш полкра пӗрле службӑра пулнӑ.

Мы с ним в Двадцать восьмом служили.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсен ҫирӗм саккӑрмӗш полкӗ шӑпах халь Калач патӗнче.

Ихний Двадцать восьмой полк за Калачом зараз…

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казанкӑра Ҫирӗм саккӑрмӗш полк йӗркелеҫҫӗ иккен.

Формируют в Казанке Двадцать восьмой полк.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ялав, герб тата гимн ҫинчен ҫырса хунӑ хӗрӗх саккӑрмӗш, хӗрӗх тӑххӑрмӗш тата аллӑмӗш статьясем пирки.

Статьи сорок восьмую, сорок девятую и пятидесятую — о флаге, гербе и гимне.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш полк, — ҫирӗппӗн те янӑравлӑн каларӗ малалла Подтелков, — вун виҫҫӗмӗш батарея, Каменскинчи вырӑнти команда, Вуннӑмӗш полк, Ҫирӗм ҫиччӗмӗш полк, иккӗмӗш ҫуран ҫар батальонӗ, Иккӗмӗш запасной полк, Саккӑрмӗш полк, Вун тӑваттӑмӗш полк.

Двадцать девятый полк, — продолжал Подтелков уже уверенней и громче, — тринадцатая батарея, каменская местная команда, Десятый полк, Двадцать седьмой полк, второй пеший батальон, Второй запасный полк, Восьмой полк, Четырнадцатый полк.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

 — Ҫирӗм саккӑрмӗш полк, ҫирӗм саккӑрмӗш батарея, вун иккӗмӗш батарея, Вун иккӗмӗш полк…

— Двадцать восьмой полк, двадцать восьмая батарея, двенадцатая батарея, Двенадцатый полк…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Саккӑрмӗш сехетре тин вӑл каялла ҫаврӑнса ҫитрӗ.

Вернулся к составу в восьмом часу.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тарӑхса кайнӑскер, вӑл саккӑрмӗш куркари чейне ӗҫсе те ямарӗ, сӗтел хушшинчен тухрӗ те сӑхсӑхса илчӗ, унтан, хуҫа пек хӑюллӑн йӗри-тавралла пӑхкаласа, тин ҫеҫ ҫуса кайнӑ урайне пылчӑклӑ аттипе юри вараласа, пӳртрен тухрӗ.

Обиженный, он не допил восьмой чашки, вылез, перекрестился, ушел, независимо поглядывая вокруг и сознательно грязня сапогами натертый пол.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Саккӑрмӗш курка чей тултарса ӗҫнӗ май Емельян Аксинйӑна куҫӗпе сиввӗн пӑхса ӑсатрӗ, сӑмахӗсене суккӑр ҫын утса иртнӗ пек майӗпен сӑрхӑнтарса, ятлаҫса илчӗ:

Наливая восьмую чашку, Емельян проводил Аксинью глазами, медленно, как слепой ноги, переставляя слова, сказал:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Виҫ ҫӗр вун саккӑрмӗш Черноярски полкра.

— В Триста восемнадцатом Черноярском.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Саккӑрмӗш кунне каҫалапа, тухнӑранпа сахалтан та пӗр виҫҫӗр ҫухрӑм тунӑскерсем, Авзян ялӗ патнелле ҫывхарчӗҫ.

На восьмой день к вечеру, проехав с начала пути без малого триста верст, путники приблизились к поселку Авзяну.

Митяй тете // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Григорий хӑйӗн утне, шут тӑрӑх ҫӗр те саккӑрмӗш номерлӗскерне, тараса патне ҫавӑтса пычӗ.

Григорий, по счету сто восьмой, подвел коня к весам.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑтӑр саккӑрмӗш.

— Тридцать восьмой.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем пӗр-пӗринпе Саккӑрмӗш урамри пӗр пансионра паллашнӑ вара вӗсен кӑмӑлӗсем искусство тӗлӗшӗнчен те, цикорирен тунӑ салата юратассинчен те тата сарлака ҫанӑна килӗштерес тӗлӗшӗнчен те иккӗшӗн те ҫав тери пӗр пек пулнине кура, вӗсем пӗрле пӗр студи илме шут тытнӑ.

Они познакомились за табльдотом одного ресторанчика на Вольмой улице и нашли, что их взгляды на искусство, цикорный салат и модные рукава вполне совпадают, в результате и возникла общая студия.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed