Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрисем (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Пӗрисем корреспондентсен рольне вылярӗҫ, теприсем «Хӗрлӗ ялав» хаҫат вулаканӗсем пулчӗҫ.

Help to translate

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Пӗрисем пӗрремӗш учителе асра тытаҫҫӗ, теприсем пӗр-пӗр предмета вӗрентекен учителе ырӑпа асӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Пӗрисем ҫулне пачах та туманран пӑшӑрханаҫҫӗ пулсан, теприсем - пур ҫулӗшӗн.

Help to translate

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Илтет Ахтупай арӑмӗ Эрнепи, ваттисем тӗрлӗ калаҫаҫҫӗ: пӗрисем Мускав патши вӗсене пурне те тытса хупрӗ пулӗ теҫҫӗ; теприсем лӑплантарма пӑхаҫҫӗ — ҫул вӑрӑм, ан васкӑр-ха, чиперех килсе ҫитӗҫ ак теҫҫӗ; урӑх тӗрлӗ калаҫакансем те пур: Тукай хӑйӗн юратнӑ хӗрне Сарри мӑрса ывӑлне качча панӑ та тутарсенчен хӑраса Сӑр таврашнех пурӑнма юлнӑ, ял ҫыннисене те хӑй патне хӑварнӑ имӗш.

Help to translate

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, Мӑкӑр ялӗнчи кӗпере 1914-1918 ҫулсенче нимӗҫ инженерӗ тата проектировщикӗ Гехард Шумахер ертсе пынипе тунӑ.

Help to translate

Раҫҫей тележурналисчӗсем Мӑкӑр кӗперӗпе паллашрӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%80%d0% ... %bf%d0%b0/

Пӗрисем чӑвашла пӗлместчӗҫ, теприсем — вырӑсла.

Help to translate

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Пӗрисем кайрӗҫ, теприсем, пӗр-пӗрне курса, кунта килчӗҫ.

Одни ушли, другие, узнав друг друга лучше, пришли сюда.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Тата тухӑҫлӑ та: пӗрисем ытларах сутма пултараҫҫӗ, теприсем — йӳнӗрехпе туянма.

Да и выгода есть: одни могут продать больше, другие — купить подешевле.

Елчӗкре «Кӗр парни — 2022» ярмӑркка ӗҫлеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32872.html

Ҫарсем Сӑр хӗрринче те пӗр талӑк ҫеҫ канса тӑраҫҫӗ, унтан, темиҫе пысӑк ушкӑна пайланса, пӗрисем Чулхула еннелле, теприсем Касимовпа Рязань еннелле ҫул тытаҫҫӗ.

Help to translate

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрисем каларӗҫ:

Help to translate

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗрисем пӳрнинчен ҫӗрре хываймаҫҫӗ.

Одни не могут снять с пальца кольцо.

Сӑпса йӑвине илме ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32417.html

Пӗрисем ҫийӗнчех халӑх енне тӑраҫҫӗ те унпа пӗрле кӗрешеҫҫӗ.

Help to translate

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Вӗсем шавлӑ оркестр «музыканчӗсем» иккен: пӗрисем расческа ҫумне пирус хучӗ ҫыпӑҫтарнӑ та вӗре-вӗре Моцартӑн «Туркӑсен маршӗ» кӗввине шӑрантараҫҫӗ, теприсем тута купӑсӗпе е шӑхличӗпе шӑхӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫапӑҫакансем сапалана пуҫларӗҫ: пӗрисем ҫатан урлӑ сике-сике анкартисем еннелле чупрӗҫ, теприсем тӑкӑрлӑкалла вӗҫтерчӗҫ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗрисем кантура кулаксем тӗртсе ҫунтарнӑ терӗҫ, теприсем путвалта усранакан ҫар хатӗрӗсем хӑйсемех хӗрсе ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ теме хӑтланчӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӑл мӑрса арӑмӗ пулнӑ Ухтепие кӑмӑллать, каҫсерен ун патне улаха чупкалать, теприсем тата ун савнине, кӳршӗ ял хӗрне, пӗр тутар иҫникӗ пусмӑрласа ача тутарнӑ та, хӗр ачи ҫакӑнса вилнӗ теҫҫӗ.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрисем вутӑ татмалли ҫӗре кайрӗҫ, теприсем татнине пӑрахут ҫине йӑтрӗҫ, котельнӑя антарчӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах эсерсем пурте пӗр шухӑшлӑ пулман: пӗрисем Ҫӗпӗрти Верховнӑй правитель — Колчак патне куҫма шут тытнӑ; теприсем — Алюнов пеккисем — Учредительнӑй пуху пухӑнасса ҫаплах шанса пурӑннӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑрҫа чарас ыйту пирки те эсерсем пӗр шухӑшлӑ мар: пӗрисем, Керенский майлисем, юлашки юн тумламӗ юлмиччен нимӗҫсемпе ҫапӑҫмалла, теҫҫӗ; теприсем, большевиксем майлисем, нимӗнле условисерех нимӗҫсемпе мир тумалла, теҫҫӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каласа кӑтартни Эльгеева ҫав тери кӳрентерчӗ: пӗрисем ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑвас пирки чунне хӗрхенмеҫҫӗ: ҫав вӑхӑтрах теприсем — этем юлашкисем — вӗсене ҫаратаҫҫӗ, сӑтӑр тӑваҫҫӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed