Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ну вӑт, манран нимӗн те ыйтса пӗлмесӗрех, итлемесӗрех пуҫларӗҫ пӑсӑрлантарма!И вот, ни о чем не разузнав, не выслушав меня, стали, что называется, разносить в пух и прах!
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сирӗн колхозра халӑх ӑнлануллӑ, вӑл лайӑх ӗҫе агитацилемесӗрех тӑвать, тесе ӗнентеретӗн эсӗ, халӗ акӑ сасартӑк ҫынсен шухӑшне ыйтса пӗлмесӗрех, вӗсемшӗн пӗчченех ответлетӗр?
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Григорий вара Наталья хӑйне ӗненнипе ӗненменнине пӗлмесӗрех юлчӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Полковник салтаксене ҫула пӗлмесӗрех ертсе кайнӑ.
Чӑрсӑрлӑх // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Вӑл вӑтанма пӗлмесӗрех Наталйӑран тӑрӑхласа кулма пуҫларӗ:
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗлетӗп, судсенче ҫыркаласа ларакан ӑслӑ пуҫсем пайтах тупӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, чиркӳ валли кӑларман кӗнекесене те вулаҫҫӗ вӗсем, хӑйсене ахаль часослов тыттарас-тӑк, пӗр саспаллине те лайӑххӑн тавҫӑрса илеймен пулӗччӗҫ, анчах намӑсне-мӗнне пӗлмесӗрех ҫын умӗнче шӑл йӗрме пӗлеҫҫӗ вара.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Редактор умӗнче нимӗнпе те тӳрре тухма пултарайманнине Федор Лукич пӗлнӗ, анчах, мӗн ҫинчен тата епле калаҫассине пӗлмесӗрех, ун патне кайма шут тытнӑ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мӗншӗнне пӗлмесӗрех, Травкин сасартӑк Марченко ҫинчен аса илнӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Эпӗ, вунпилӗк ҫулхи ача, хам мӗн тунине пӗлмесӗрех хамӑн чыса ятӑм, хӗрарӑма та ирсӗрленме пулӑшрӑм.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ҫук-ҫке, ҫук, ҫырлахасчӗ… — мӗн «ҫырлахассине» пӗлмесӗрех каларӗ адвокат.— Да нет, помилуйте… — сам не зная, что «помилуйте», сказал адвокат.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫак йӗркесӗрлӗхшӗн кам айӑплине пӗлмесӗрех Бояркин пӗрин ҫине, унтан теприн ҫине, виҫҫӗмӗш ҫине пӑхса илчӗ те хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ:
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вара вӗсем, савнӑҫлӑскерсем, мӗншӗннине хӑйсем те пӗлмесӗрех кулса ячӗҫ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав вӑхӑтра станица Совечӗ патне тата тепӗр грузовик пырса ҫитрӗ те Никита Никитич, Сергейӗн мӗн ҫине ҫаврӑнса пӑхмаллине пӗлмесӗрех, хӑнасене кӗтсе илме кайрӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Атте телей мӗнне пӗлмесӗрех, хӑй ӗҫӗпе ҫырлахмасӑрах вилсе кайрӗ, тенӗ вӑл.Он думал, что отец умер, не познав счастья, не удовлетворившись своей работой.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах Владимир Лозневой ашшӗн савӑнӑҫӗ ҫинчен пӗлмесӗрех юлнӑ.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑй пӗлмесӗрех, крюка хытӑран та хытӑрах ҫатӑрласа тытрӗ вӑл.Сам того не сознавая, он всё крепче и крепче хватался за крюк.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чӑнах та, Евдокия Тимофеевнӑпа Валентина ҫӗр айӗнчи крепоҫра пулса иртни ҫинчен нимӗн пӗлмесӗрех пурӑннӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӑсара автана пӑвса пӑрахнӑ тата кӗсен-ҫӑпанлӑ йытӑ картана кӗрсе чӑхха пӑтратса панине ҫисе янӑ ҫулхине «ҫамрӑк вӑкӑрӗ» ниме пӗлмесӗрех мана ҫупкӑ пачӗ…
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Марьяна каллех урама тухрӗ; вара, кӑшт тӑхтанӑ хыҫҫӑн, хӑй ӑҫта каясса пӗлмесӗрех, Оленин та ун хыҫӗнчен кайрӗ.Марьяна вышла опять на улицу, и немного погодя, сам не зная куда, пошел и Оленин за нею.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Оленин темле хӑраса ӳкрӗ, хӗрелсе кайрӗ те, хӑй мӗн каланине пӗлмесӗрех: «Эп сан аннӳнтен хӑратӑп. Вӑл мана, эпӗ сирӗн пата пирвайхи хут кӗрсен, ҫав тери хытӑ вӑрҫса тӑкнӑччӗ»? — тесе хучӗ.
XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.