Шырав
Шырав ĕçĕ:
Карҫинкка ҫинчен эпӗ шухӑшлама та хӑяймарӑм: ӑна тӑвас тесен, пиҫӗ хулӑсем кирлӗ, анчах эпӗ вӗсене вӑрманта темле шырасан та тупаймарӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Йывӑҫӗ питех те пиҫӗ пулнӑ пирки ку ӗҫпе ытла та нумай вӑхӑт иртрӗ, вӑй нумай хумалла пулчӗ.Дерево было такое твердое, что эта работа отняла у меня очень много времени и труда.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Инҫетре те мар вӑл пӗлтӗрхи хыт хура ҫине явӑннӑ йыт пыршине тупрӗ, ӑна ҫулҫӑран тасатрӗ, вара унӑн пиҫӗ тунипе тельняшкин аркисене тачӑ шнурласа лартрӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Кала! — майра-патша хаяррӑн йынӑшса янӑ та пиҫӗ пӳрнисемпе Элиавӑн хура кӑтрисене ҫатӑр ярса тытнӑ, пит-куҫне ҫӳхе хитонӑн кӗмӗл ҫӗввисемпе чӗртерсе-шӑйӑрттарса, ун пуҫне хӑй ӳт-пӗвӗ ҫумне пӑчӑртаса хунӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах хӑйӗн йӑшма пуҫланӑ ӳт-пӗвне, вӑрттӑн, асамлӑ мелсемпе, йӑрӑс та пиҫӗ тума пӗлнӗ вӑл, ҫавӑнпа хӗр пекех курӑннӑ, пичӗ ҫинче те унӑн хӑраса каймалла, этемле мар илем палли палӑрнӑ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах Суламифь пиҫӗ те вӑйлӑ, ӳт-тирӗ те унӑн, ҫу сӗрнӗскер, якӑрти.Но Суламифь гибка и сильна, и тело ее, умащенное маслом, скользко.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.