Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайне (тĕпĕ: пай) more information about the word form can be found here.
Ачасене ӗҫе явӑҫтарни предприятисемшӗн те меллӗ: ӗҫ укҫине пӗр пайне вӗсем тӳлеҫҫӗ, теприне — ӗҫлев центрӗсем.

Help to translate

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Вакансисен пӗр пайне тин вӗренсе тухнӑ 101 яшпа хӗр йышӑннӑ.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Услови пулать: хута яракан тӑваткал метрсен 10% кая мар пайне хайхи аренда валли памалла.

Help to translate

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Вӑл регионӑн пӗтӗмӗшле продукчӗн 15% яхӑн пайне йӗркелет, тӗрлӗ шайри бюджета кӗрекен налук тӳлевӗсен 12% тивӗҫтерет.

формирующей почти 15% всего валового регионального продукта и обеспечивающей 12% всего объема налоговых поступлений в бюджеты различных уровней.

Олег Николаев Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/22/ole ... ika-torgov

Пӗрремӗш цифра — архив пайне, иккӗмӗшӗ — том номерне, виҫҫӗмӗшӗ листасене пӗлтерет.

первая цифра означает — отдел архива, вторая — номер тома, третья — листы.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Малтанхи кӑларӑмпа танлаштарсассӑн, кунта фольклор жанрӗсен тӗслӗхӗсене йышлӑлатнӑ, умсӑмахпа ӑнлантарусен пайне ҫӗнетнӗ.

По сравнению с первым выпуском, круг фольклорных жанров здесь расширен, дополнены предисловие и примечания.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Типӗ ҫанталӑка пула ҫурхи тыр-пулӑн пӗр пайне, шел пулин те, ҫухатрӑмӑр, анчах лартнӑ задачӑран пӑрӑнмалла мар», — палӑртнӑ министр.

Help to translate

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

Ҫавӑнтах сиксе тӑрса хӑма тепӗр пайне туртса кӑларчӗ.

Help to translate

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Юлашки пайне, кӗр енне ҫӗнӗ ҫимӗҫ тутанса пӑхмалӑх тесе, ҫӗрулми пӑрахатӑп.

Help to translate

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Пӗри форточкисене илнӗччӗ, тепри сылтӑм еннелле уҫӑлакан пайне, виҫҫӗмӗш — сулахай енчине…

Help to translate

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Чулкаҫра пурӑнакан этемлӗхӗн черчен пайне вырӑнти тӗпчевҫӗпех танлаштарас килет.

Help to translate

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Ҫав синкерлӗ ҫулсенче этемлӗхӗн черчен пайне те ҫӑмӑлах килмен.

Help to translate

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Пулас мӑшӑрӑн ҫӗнӗ йӗркепе ЗАГС пайне килмелле те ҫак кунах регистрацилеҫҫӗ вӗсене.

Help to translate

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

— Лермонтов «На смерть поэта» сӑввӑн юлашки пайне ним хуратмасӑр, пӗр улӑштармасӑр ҫырнӑ, «У врат обители…» тата ытти чылай сӑвви-поэми те ҫапла ҫуралнӑ унӑн.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ыттисемшӗн тӑрӑшакан ҫын нихӑҫан та тепӗр ҫын пайне хапсӑнмасть, тепӗр ҫынна ура хумасть.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав меслет пулӑшнипе вӗсем, унашкал ҫынсем, ыттисен пайне вӑтанмасӑр хыпаҫҫӗ, тепӗр чухне ыттисене ура хума та вӑтанмаҫҫӗ.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Асӑрхарӑм-ха: манӑн «тус» ӗҫмерӗ хӑйӗн пайне, хулпуҫҫийӗ урлӑ ҫӗрелле тӑкрӗ.

Help to translate

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑтамран кашни ҫулах республика хыснин пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ вӗренӳ пайне аталантарса пыма тӑкакланать», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Help to translate

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

Пӗлтӗр укҫан ытларах пайне культура тата социаллӑ тытӑм ӗҫӗсем уйӑрнӑ.

Help to translate

Шупашкарти район администрацийӗсене пӗрлештереҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=q7JySUsSxIk

Физика предметне камӑллакансен вара сӑнав пайне те пурнӑҫламалла.

Help to translate

Экзаменсем пуҫланаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XAk3O-XgdnQ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed