Шырав
Шырав ĕçĕ:
Район хулинчи шурӑ юрпа витӗннӗ ҫурт тӑррисенче витӗр курӑнакан сенкертерех тӗтӗм юписем йӑсӑрланаҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем юрлӑ ту тайлӑмӗсем тӑрӑх вӗлтӗртетсе юхаҫҫӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кунта кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ, стена ҫине чӳрече хашакисен хуҫкаланчӑк мӗлкисем ӳкнӗ, хашакасем хушшине пилеш сапакисемпе илемлетнӗ, юр пек кӑпӑш ваткӑ выртать, пилешӗсем ҫутӑра хуп-хура курӑнаҫҫӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Калча ешернӗрен кӑн-кӑваккӑн курӑнакан ҫеҫен хир ҫурхи ҫил айӗн пурҫӑн пек ҫиҫнӗ, ун тӑрӑх пӗлӗтсен таткаланчӑк мӗлкисем шунӑ, чӗрӗ япала пек, ҫеҫен хир хӑй те куҫнӑ, вӗсемпе пӗрле малалла ишнӗ…
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Улӑм витнӗ ҫуртсен тӗрӗллӗ мӗлкисем хыҫӗнче вут ҫулӑмӗ ялкӑшса илнӗ, ташласа янӑ, чӗвен тӑнӑ, ҫул ҫинче лапсӑркка ҫулӑм лаша ҫилхи пек вӗлкӗшнӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӗҫ ак хутор пуҫланмалла; умра садсен хура мӗлкисем, пӗчӗк тӑвайкки ҫинчи часавай юпи, сарлака тӑкӑрлӑк.Вот-вот хутор, черные купы садов, часовенка на пригорочке, широкий проулок.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӑрринчи юра ҫил шӑлса кайнӑ куринке хыҫӗнче лавсен хура кӳлеписем палӑраҫҫӗ, ҫынсен пӗчӗкҫӗ мӗлкисем мӗлтлетсе куҫаҫҫӗ.За курганом, с обдутой ветрами макушей, — чернели подводы, крохотные мелькали люди.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий виҫӗ юланутӑн мӗлкисем анаталла акса, хура ҫуна ҫулӗпе пӗрлешсе кайнине пӑхса тӑчӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫил-тӑман витӗр лашасемпе ҫынсен кӑвак мӗлкисем тӗтре чухнехи пек уҫӑмсӑррӑн палӑраҫҫӗ.Сквозь метель, как в тумане, маячили седые силуэты людей и лошадей.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юханшыв хӗрринчи хӗрлӗ ҫӳҫесен мӗлкисем айӗнче вара чуна уҫӑлтарса яракан сулхӑн тӑрать; унта хупахсем, шурлӑх тӑпри тӑрантарса ӳстернӗ тата темле тачка курӑксем элес-мелес шукӑллӗн ешереҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Типӗ ҫул ҫине хуралтӑсен кӗрӗс-мерӗс пысӑк мӗлкисем ӳкнӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Станцие ӗҫе ярас вӑхӑт ҫитсе пыни курӑнсах тӑнӑ: хунар тытса унта-кунта чупкаланӑ, тӗксӗм ҫутӑпа ҫуталнӑ ҫӳллӗ чӳречесенчен ҫын мӗлкисем курӑннӑ, такам хунар тытса, пусма тӑрӑх шлюз ҫине чупса хӑпарчӗ…
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӳлӗмсенче ҫап-ҫутӑ, чӳрече каррисен шурӑ чӗнтӗрӗсем ҫинче чечек мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, ача-пӑча сасси, амӑшӗн кӑмӑллӑ кулли илтӗнсе тӑрать, — пурте ҫак ҫуртра ырӑ та телейлӗ пурӑннине пӗлтерсе тӑрать, ҫавӑнпа Сергей хӑйӗн чӗринче ӑшӑ савӑнӑҫа туйса илчӗ…
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсен хура мӗлкисем тӗксӗм пӗркенчӗклӗ сивӗ тӳпе айӗнче, тӑм кӗлеткесем пек, уҫҫӑн палӑраҫҫӗ.Вороненые силуэты их рельефно, как вылепленные, маячили на фоне стального неба.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Станци ҫурчӗсен вителӗкӗсем ҫинчен шыв шӑпӑртатса анать; чукун ҫул айккинче нефть тумламӗсемпе йӑлтӑртатса выртакан кӳлленчӗксем ҫине ҫемҫе сурӑх тирӗ пӗркеннӗ пек тӗссӗртерех тӳпе мӗлкисем ӳкнӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳллӗ тусен сӗм хура мӗлкисем шыв ҫине ӳкнӗ, горизонт курӑнман, шултра та йӑвӑ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт пуҫ тӳпинче кӑна курӑннӑ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Йӑмӑх тӗссем майӗпенех сӳне пуҫларӗҫ, ту айккисем те тӗттӗмленчӗҫ, анчах нумайччен каҫ пулса ҫитеймерӗ, ту мӗлкисем хуран курӑнаҫҫӗ, чӗрӗ ҫӗр шӑршипе хыр шӑрши перет.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Прожектор ҫутин юпи, шыв пӗрӗхнипе хура пиҫиххи пек пулнӑ понтоннӑй кӗпер, ҫын мӗлкисем, машина мӗлкисем.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Юланутлӑ ҫынсен мӗлкисем пӗлӗтӗн шупка-сенкер ярӑмӗ ҫинче тушпа ҫырса ӳкернӗ пек уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ.В синеватой белеси неба четко вырезались, как нарисованные тушью, силуэты всадников.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӑрӑлтатаҫҫӗ арӑмсем шуҫӑм тухнӑ-тухманах, ӗнесене хире кӗтӗве кӑларса янӑ чух; калаҫаҫҫӗ ҫӑл тарасисен тӗссӗр тусан ӑшӗнче ишекен ансӑр мӗлкисем айӗнче, витрисенчи шыва тӑкса ярса; пакӑлтатаҫҫӗ Дон хӗрринчи ҫатма пек яка шыв чулӗсем ҫинче ҫунӑ кӗпи-йӗмӗсене лаптак тукмаксемпеле ҫапа-ҫапа.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мачча ҫумӗнче тенӗ пекех унталла та кунталла пысӑк ҫара ҫерҫисем вӗҫкелесе ҫӳреҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем стенасемпе алӑксем ҫинче, лутра сак ҫинче вӗлтлеткелесе илеҫҫӗ.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.