Шырав
Шырав ĕçĕ:
Рой мӑйӑр катать, — сас-чӳсӗр.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Инженер кухньӑна кӗрсе вырнаҫнӑ та кушак аҫине урине тӑсса пама чӑтӑмлӑн вӗрентет, унӑн хӗрӗ сад хӳми ҫумне таянса мӑйӑр ката-ката ҫиет, — кӗпе кӗсйисенче унӑн мӑйӑр иксӗлми тейӗн.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Ҫӑкӑр чӑмларӑм, мӑйӑр та катрӑм, шыв та ӗҫрӗм, тӑрансан самаях йывӑрлантӑм.Я жевал хлеб и грыз орехи и пил воду, а поев, сильно отяжелел.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ҫав тирӗкре — мӑйӑр, сан хыҫунта кӗтесре — ҫӑкӑрпа шыв.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Чӑн та, вӑл мӑйӑр пысӑкӑшех, анчах — нимӗн чухлӗ те тӑмасть; маклер уншӑн виҫӗ фунт ҫеҫ пачӗ.Он был, правда, величиной с орех, но почти ничего не стоил; маклер дал за него только три фунта.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
— Драгунсене мӑйӑр катнӑн шаплаттаратчӗҫ.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
Ӑна килӗ аса килчӗ: мӑйӑр йывӑҫҫипе капӑрлатнӑ ешчӗк, — унта иртен-ҫӳренӗн тарават ури чарӑна-чарӑна тӑрать; хӗвеллӗ асфальт, хӑйӗн хаҫачӗ, хӑйӗн кофейни тата шанчӑклӑ кӗмӗл.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Кунта ӗнтрӗк ҫапнӑ; хулӑн пусмапа карнӑ лутра кантӑксем ҫутӑ кӗртмеҫҫӗпе пӗрех; мӑйӑр йывӑҫӗнчен тунӑ пысӑках мар бильярд пушӑ класри ачасем вӗренмелли пурӑ хӑмилле тӗксӗммӗн курӑнать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Полладиу шкипер, комплимент ӑсти, хӗр пахалӑхӗсене сасӑпах мухтама пикенчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн чиперкке палӑрмаллах хӑюлланчӗ, шкипер ҫине мӑйӑр пек хуп-хура, эрнери чӑх чӗппи пек айван пӗр куҫӗпе пӑхса илме кӑмӑл турӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Ачасем хӑйсемпе пӗрле выляма пакшана та чӗнсе пӑхрӗҫ: анчах пакши хӑйӗн лӑпсӑркка хӳрипе сулчӗ те: — Манӑн хӗл каҫмалах мӑйӑр хатӗрлесе хӑвармалла, — терӗ ачасене хирӗҫ.
Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.
Тинӗсри вилӗ куҫӑмсӑрлӑх — хум ҫуклӑх, айккинчен тата тӗпӗнчен силлени, каҫхи сигналсем, сывлӑшра вӗҫекен пулӑсем, япаласем тиени, магнит тӑвӑлӗсем, — ун чухне компас йӗппи тилӗрсе-урса ташлать, — Аян сӑмахӗсенче ҫаксем пӗтӗмпех мӑйӑр йывӑҫ хӑмилле чӗп-чӗррӗн те ӗненмелле пулса тухрӗҫ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Эпӗ мӑйӑр пуҫтартӑм.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ассоль курӑк ӑшне выртрӗ, рехетлӗн куҫне хупрӗ, тутлӑн анасларӗ те ҫывӑрса кайрӗ — нимӗн шухӑшсӑр, нимӗнле тӗлӗк тӗлленмесӗр, — ҫамрӑк мӑйӑр пек ҫирӗп, чӑн-чӑн ыйхӑпа.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Мӑйӑр йывӑҫҫинчен тунӑ хашака варринче, пӳлӗмрен куҫ кӗски ҫине ӳкнӗ ҫутӑ пушӑлӑхра, ҫӳллех мар ҫинҫешке хӗр тӑрать.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кунта, вӑрӑм сӗтел ҫинче, тӗрлӗ тӗслӗ хир чӑххисем, сӑрӑ кӑвакалсемпе чапӑр чӑхсем выртаҫҫӗ; унта — кӗске хӳреллӗ, куҫне пепкелле хупнӑ сысна тушки; лере — ҫарӑк, мӑйӑр, кӑвак иҫӗм ҫырли, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ персик.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ашшӗн кӑмӑлне ҫавӑрса хак чакарттарас тӗллевпе приказчик хӗр ача валли кашнинчех икӗ-виҫӗ пан улмипе пылак кукӑль, пӗр-икӗ ывӑҫ мӑйӑр чиксе килет.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Эпӗ ӑна вӑл чӑнах та тӗрӗс асӑрханӑ, терӗм, анчах виҫӗ пенслӑх укҫа пысӑкӑш тирӗк, пӗрре хыпсах ҫисе ямалӑх сысна пӗҫҫи, мӑйӑр хуппи пысӑкӑш чашӑк тата ҫавӑн пеккисене курсан, эпӗ кулмасӑр чӑтса тӑма пултарайманни ҫинчен хӑвӑр шухӑшласа пӑхӑр, терӗм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫавӑнпа та пульӑсем мӑйӑр пысӑкӑшшисем те, унтан пысӑккисем те пулнӑ.И пули поэтому были разной величины — то как лесной орех, то побольше.
Мушкет // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Эпӗ Белоруссире ҫуралнӑ, ача чухне тӑтӑшах кӑмпа, ҫырла, мӑйӑр татма вӑрмана ҫӳренӗ.Родился я в Белоруссии, в детстве часто ходил в лес за грибами, ягодами, орехами.
Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Е тата, эсир хӑвӑрпа юнашар тӑракан ҫын кӗсйинчен укҫа енчӗкне сыхланусӑртарах туртса кӑларатӑр пулсан, анчах ҫав самантрах ҫынсене пӗр ывӑҫ мӑйӑр вӑрланӑ ача ҫине тӗллесе кӑтартсан, — инкек-синкекрен хӑтӑлса юлма пултаратӑр.
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.