Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрсен (тĕпĕ: кӗр) more information about the word form can be found here.
Ҫенӗке кӗрсен Герасим Федотовича хлорофос шӑрши чыхӑнтарчӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑлхана шыв кӗрсен выльӑх вилет.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав синкерлӗ кун аслатиллӗ ҫумӑр тулхӑрса килнӗ вӑхӑтра киле ҫитсе кӗрсен Микихвер темлерен хур чӗпписем ҫинчен аса илнӗ те арӑмне Урпаш хӗррине хӑвалама тытӑннӑ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

…Хваттерте ҫи-пуҫ улӑштарса тӑхӑнса вунӑ сехет тӗлне редакцие ҫитсе кӗрсен унти юлташсем ман ҫине темле куларах пӑхкаланине сисрӗм, анчах вӗсем мӗншӗн ҫавӑн пек хӑтланни пирки нумаях шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ: хамӑн ӗҫ сӗтелӗ ҫинче кӑвак конверт выртнине асӑрхарӑм та ӑна вӑр-вар уҫса машинкӑпа пичетленӗ шурӑ хут татки туртса кӑлартӑм.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӑна кӗрсен тӑпра айӗнчен чаваланса тухрӑм та — ҫывӑхра нимӗҫле калаҫни илтӗнет.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Елен пуль ӗнтӗ», — шухӑшларӑм эпӗ, анчах кил картине кӗрсен лаҫра, уйран ҫӳпҫи умӗнче, ҫиччӗсенчи сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрача ларнине асӑрхарӑм.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӗне суса кӗрсен те Аркаш манран аяккалла пӑрӑнчӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӗҫ пӳлӗмне кӗрсен Хыркассине шӑнкӑравларӗ, ял совет председателӗпе Владимир Лукичпа калаҫрӗ:

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ пӑхма кӑтик этем, анчах ҫапӑҫӑва кӗрсен вара арӑслан пек урса каятӑп.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ӗнтӗ ку хушӑра Укаслу Килтеше пырса кӗрсен Савантер мӗн-мӗн инкек тӳснине пӗлме ӗлкӗрчӗ, вара ҫапла каларӗ:

Help to translate

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуп-хура хӑрӑм тусан пек сывлӑша ҫӗкленет, яла пырса кӗрсен ҫарҫыннисен кӑкӑрӗсене хупласа сывлама памасть.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн тӑван пӗр ҫӗр айне кӗрсен, Хӑҫан арча усламҫи пулса тухни пур?

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуп Йӑван йӗтӗм этем, Анчах ӑна итлесен, Пӗр вун ҫын тӗне кӗрсен Усси те пулмалла, тен?

Help to translate

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпир ҫитсе кӗрсен, пулеметчиксем пире ҫавӑрса илчӗҫ, хӑйсем халь те ахӑлтатса кулаҫҫӗ.

Help to translate

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

«Чуниллисем, ҫак хӑмӑшлӑха кӗрсен, мана тупма пултараҫҫӗ, — читлӗхе лекес кайӑк пек, хӑраса шухӑшлать Кирук. — Мӗн тумалла?

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр пилӗк-ултӑ метр шала кӗрсен, вӑл тӑшман куҫне курӑнми пулать.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шоссерен ҫур ҫухрӑм шала кӗрсен, Санюка вӗсем пӗр пысӑк хыр айне хуллен хучӗҫ те хӑйсем каялла чупрӗҫ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чул хӳшше кӗрсен, пӗр хуллине ункӑ туса аврӗҫ те, вӗҫӗсене пӗрлештерсе, ҫыхса хучӗҫ….

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрмана ҫитсе кӗрсен кӑна ачасен чӗри лӑпкӑнрах тапма пуҫларӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрман ӑшне ҫӗр аллӑ-икҫӗр метр шалалла кӗрсен, ачасем ҫӗртенех туратланса ӳсекен ҫамрӑк хырсем хушшине пырса выртрӗҫ те хӑлхисене чанк! тӑратса итлеме тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed