Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартма (тĕпĕ: кӑтарт) more information about the word form can be found here.
Халӑх хушшинче пушар хуралӗн ӗҫченӗсем кӑна ӑнлантару ӗҫне йӗркелени ҫителӗксӗр, ку тӗлӗшпе территори пайӗсем те хастарлӑх кӑтартма тивӗҫлӗ.

Help to translate

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Хӑвӑра йӗркелӳҫӗ пек кӑтартма пултаратӑр.

Будет возможность проявить себя в качестве отличного управленца.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑн пек логикӑсӑр произведение ҫырма та, унӑн уйрӑм сӑнарӗсене кӑтартма та ҫук.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Темӗнле каласа кӑтартма май ҫук туйӑмпа вӑл ҫав вӑя государе ҫывӑх ҫынсемех ертсе пынине те ӑнланнӑ, анчах ун ҫинчен патшана каласа кӑтартмашкӑн аптранӑ, мӗншӗн тесен нимӗнле уҫӑ фактсем те пулман.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пачӑшки вара… сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук хытӑ, чее, ҫитменнине тата вӑрттӑн чее…

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл мӗн асне юлнине ҫеҫ каласа кӑтартма пултарать.

Help to translate

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл унталла ҫывхарнине кӳрсассӑн пакша ҫав тери хӑраса чӗвӗлтетнӗ пек сасӑ кӑларчӗ, ҫынран хӑраман пек кӑтартма тӑрӑшрӗ, кайран чӑтаймарӗ курӑнать — аякри турат ҫине сиксе ӳкрӗ те унтан Савантер епле ҫӳлелле хӑпарнине пӑхса ларчӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара ҫавӑнтах пӗр вӑрӑм сухаллӑ хресчен, чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, аллисемпе сулкаласа ҫак улпут унӑн чӗчӗ ачине епле асаплантарса вӗлернине каласа кӑтартма тытӑнчӗ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне кунта тем тӗрлӗ шар кӑтартма пултарнине ӑнланчӗ курӑнать сутӑнчӑк.

Help to translate

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу хӑй вӑйсӑр маррине кӑтартма пултарчӗ: вӑл чӑн-чӑн кӗрешӳҫӗ пулса тӑчӗ.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫутҫанталӑк хӑйӗн кӑвак чатӑрне тӗнчене кӑтартма тухӑҫа ҫакса хучӗ.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ куна, йӗкӗтсене ҫаксене кӑтартма кун ҫитессе, эпӗ тем пекех кӗтсе пурӑнтӑм.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫаплах каларӗ, — ҫирӗплетрӗ Укаслу, вара малалла каласа кӑтартма тытӑнчӗ, хӑйӗн куҫӗ ҫав самантра куҫҫулӗпе йӗпенчӗ.

Help to translate

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патша тапӑрӑнче пултӑм эпӗ, кинемей, — терӗ те Укаслу эпир, вулаканӑм, санпа иксӗмӗр мӗн пӗлнине карчӑка каласа кӑтартма тытӑнчӗ.

Help to translate

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килӗш Киремете ӑна ҫиллентерме юрамасть ҫав, ун пеккине хур кӑтартма пӗлет вӑл.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен сӑлтав хаклӑ хӑнасене картишӗнче тытса чарни, ӑна хӑй тараватлӑхӗпе сӑйлӑхне кӑтартма кансӗрлени ватӑ килхуҫине шалтах аптратса кулянтарчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсемпе тӑшмана самаях шар кӑтартма пулать.

Help to translate

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗррехинче Укаслу сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук хӑранӑччӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑртан вӗрекен ӑшӑ ҫил сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук канӑҫ илсе килетчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна ҫирӗплетекен чӑнлавсем нумай илсе кӑтартма пулать.

Help to translate

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed