Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулать (тĕпĕ: кул) more information about the word form can be found here.
— Сан ӗнтӗ кашни ҫул куҫа курӑнмалӑх пысӑк япала тӑвас килет? — кулать Ятман.

Help to translate

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫыр унта Ятман сорчӗ тесе! — кулать бригадир.

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сехре Иванӗ сухалӗ пек, — илемлӗн кулать Марине.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аппӑшӗ кулать: ҫапах та Анушка амӑшне итлерӗ, халь ӗнтӗ ҫапла кун кӑҫиччен йӗп ҫинче ларнӑ пек ларать, — каяс та килет, тухса кайма та аван мар.

Help to translate

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынни ахӑрать, кулать, ҫави ҫав-ҫавах малалла шӑвать, паккус хыҫҫӑн паккус утӑ хӑварать.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта кичем ҫын та кулать, наян ҫын та ҫӗкленсе ӗҫлет, ҫамрӑк ача та вӑйпитти ҫынпа ӑмӑртать.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӑратӑн-им? — кулать Укахви, ҫавӑнтах ӑна йӑпатам пекки тӑвать.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа калаҫать, кулать, шӳт тӑвать, ушкӑнра та, иккӗн чухне те хӑйне нихҫан та чӗмсӗр тытмасть, ҫапах та чӗре туйӑмӗсем ҫинчен калаҫма тытӑнсан, шӑпӑртах пулать, ҫӑварне шыв сыпать тейӗн.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пысӑк карачи кулать манран.

Help to translate

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат пӗр вӑхӑт вӗсемпе выляса кулать, унтан йӑлӑхса килне тухса каять.

Help to translate

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс лекессе пит шансах каймастӑнччӗ-ҫке? — кулать тимӗрҫӗ.

Help to translate

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫ умӗнчех кулать вӑл пиртен, Булат Ширин.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Иртсе кайрӑн пулӗ эсӗ, Тукай? — кулать Черемисинов пуҫне сулкаласа.

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Э, курӑр-ха, Уяр ҫынсенчен кулать! — ҫухӑрать такам.

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ыттисемпе пӗрле шӳтлет, кулать, хавасланать…

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахтупай кулать, вӑл та тем каласшӑн.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сана вӑл ним вырӑнне хумасть, санран кулать те.

Help to translate

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпа та кунта пӗри савӑнать, тепри хурланать, пӗри ахӑлтатса кулать, тепри ӗсӗклесе макӑрать.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепин кӑвак куҫӗсем чарӑлнӑ, пиҫнӗ палан пек хӗрлӗ тути кулать.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ку ӗнтӗ Ухтерккен ҫӑхавӗ пулать, хӑйне тислӗк муклашкипе ҫурӑмран пенӗшӗн вӑл кинне сута панӑ!.. Ха-ха-ха!» — хӑй тӗллӗн кулать Павлуш.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed