Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь шкул пулнӑ вырӑнта ӗлӗк сӗм вӑрман кашласа ларнӑ иккен.На том месте, где теперь школу построили, самый глухой лес был.
Хӑрасси ӳссех пырать // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.
Ҫыран хӗрринче хӑмӑш кашласа ларать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тырпул вара пур ҫӗрте те вӑйлӑ, вӑрман пек кашласа ларать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Улма ани ҫинче вӑрман пек мӑян кашласа ларать ав сирӗн, Толик!Толик, на вашем огороде у картошки ботвы не видно, а бурьян как лес вымахал!
Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.
Ҫакӑнта, кашласа ларакан чӑрӑшсен хушшинче, уҫланкӑ-тавраш нумай, унта ӳплесем тӑваттӑмӑр эпир, йӗрлемелле выляттӑмӑр; кунтах ҫамрӑк хурӑн кати те пурччӗ, вӗсем вара ҫумӑр ҫунӑ чухне те хӗвел пӑхнӑ пек савӑнӑҫлӑн курӑнатчӗҫ, кунтах тата ем-ешӗл ҫӑра курӑк пуснӑччӗ, унта эпир тӳшек ҫинчи пек пуҫхӗрлӗ сике-сике выляттӑмӑр-и, кӗрешеттӗмӗр-и…
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Кӑнтӑрла питӗ кӑмӑллӑ пӗчӗк вӑрман, халь вӗсене ярас мар тенӗ пек, кашласа ларать.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Ыйхӑсӑр аптранипе шывланакан тӑртанчӑк куҫӗсене хӗстерсе, вӑл хумханса ларакан йывӑҫсен тӑлпаланчӑк йӑмӑх ҫутӑ ҫулҫисене, ҫил шӑртлантарнӑ шурӑ ҫилхеллӗ пӗлӗтсене иккӗленсе сӑнарӗ, вӑрман кашласа шавланине итлекелерӗ, ҫӗрпӳртсем патӗнчен иртсе, Аникушкӑна шырама кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каҫ сӗмӗ таврари сӑрт тӗмескисене, Дон леш енчи вӑрмансемпе улӑх-ҫарансене, кашласа ларакан тирексемпе каврӑҫ йывӑҫҫисене хура кашмапа витсе хунӑ…Ночь темной ватолой крыла окрестные бугры, Задонье, ропчушие тополя и ясени…
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий Мелехов ертсе пыракан сотня йӗри-тавра вӑрман пек йывӑҫ кашласа ӳсекен пысӑк мар хутора кӑнтӑрла йышӑнса илчӗ.Сотня под командой Григория Мелехова к полудню заняла небольшой, одичало заросший левадами хутор.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавӑн майлӑ кукӑр-макӑррӑн авкаланса иртет тип ҫырма хӗррипе, сӗвек тайлӑм тӑрӑх, качакасен чӗрнисемпе йӗрленсе якалнӑ пӗчӗкҫӗ сукмак; ҫапла пырать-пырать те вӑл, пӗр-пӗр кукӑра ҫитсен, сасартӑк тим ҫырма тӗпнелле чӑмса кӗрет, касса татнӑ пек ҫухалать, — вара ҫук малалла кайма, сукмак татӑлнине тараватсӑррӑн пӗлтернӗ майлӑ шӑрт пек хытхура кӑна унта, хӳме майлӑ курӑнса, кашласа ӳсет.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пуҫӗ пӗр вӗҫӗм кашласа янӑрарӗ, темле ҫӗклемелле мар йывӑр япала шӑратса янӑ пек, йывӑрланса ҫитрӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лайӑх мар ӑшӑ шыва ӗҫет те самантранах ҫӑварӗ типсе каять унӑн, кӗпи-йӗмӗ йӗп-йӗпе, питӗнчен тар юхать, хӑлхисенче пӗр чарӑнмасӑр тӗрӗлтетсе янӑракан сасӑ кашласа тӑрать, калас сӑмах, куршанак пек, пыр шӑтӑкне хирӗнсе ларать.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Акӑ лаптӑкӑн-лаптӑкӑн кашласа ларакан сарӑ тулӑна вырса тӑкнипе ҫутӑ йӗрсем палӑра пуҫларӗҫ; вӗсем патне, майлӑрах вырӑн йышӑнасшӑн пулнӑ пек, хӳреллӗ кайӑксем евӗр комбайнсем пырса ларчӗҫ, шыв турттаракан лавсемпе горючи тиене лавсем ҫитсе вырнаҫрӗҫ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫамрӑк ҫулҫӑпа витӗннӗ юмансем вӑйлӑ ҫил вӗрнипе кашласа кӑна ларнӑ, ура айӗнче пиншер вак ҫырмасем шӑши кӗтӗвӗсем пек, йӑпӑртатса юхма пуҫланӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Инҫетре, кӑвак тӗтре хушшинчен, сывлӑшра ҫӗкленсе тӑнӑ пек, хула тухса тӑчӗ: вӑл сӑртлӑ вырӑнта ларать, урамӗсем пур еннелле те сарӑлса кайнӑ, ҫурчӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыпҫӑнса лараҫҫӗ, вӑрӑм мӑръеллӗ заводсен пысӑк ҫурчӗсенчи кантӑксем хӗвел ҫинче йӑлкӑшаҫҫӗ, сип-симӗс парксем чӑтлӑх вӑрман пек кашласа лараҫҫӗ…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта кӑвак тӗслӗ шурӑ тӳпеллӗ сӑрт ҫӗкленсе тӑрать — ҫакӑ вӑл тахҫан авалтанпах ҫӗкленсе тӑракан сӑртах, ун тавра пур еннелле те пӑтранчӑк шыв тӗслӗ тулӑ пучахӗсем кашласа лараҫҫӗ; пӑхатӑн та — умра сӑрт мар, тинӗс ҫинчи утрав курӑннӑн туйӑнать.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак пачах мӗлке мар пулнине, кукуруза кашласа ларнине Татьяна пӗлнӗ пулсан та, вӑл чӑнах та кукуруза пулнине ӗненме йывӑр.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Виктор васкать, вӑл е хупӑрланса килекен ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫине, е — тавралла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать: ҫывӑхра пӗр чӗрчун та, бригадӑн уйри ҫурчӗ те, выльӑх хупмалли уйри карта та, утӑ капанӗ те пулин курӑнмасть — ҫумӑртан пытанмалли вырӑн ниҫта та ҫук: мӗн куҫ курма пултарнӑ таранах ҫилпе пучахсем шупкарах симӗс парӑс пек кашласа лараҫҫӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑмла аврипе явкаланнӑ йывӑҫ тӗмӗсем ҫинче пӗрмаях кайӑк-кӗшӗк хӗвӗшетчӗ, халӗ унта кӳлӗ капланса тӑрать: шывра кайӑксен пӗчӗк йӑвисем юхса ҫӳреҫҫӗ, ӑшӑх вырӑнсенче вара мӑнаҫ чарлансем пулӑ тытаҫҫӗ; ӗнер анчах хӑмӑш кашласа ларнӑ улӑхра паян улӑхӗ те, хӑмӑшӗ те ҫук — пурте шыв айне пулнӑ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Нумай пулмасть симӗссӗн ешерсе ларнӑ утравра, ешӗл те лапсака тураттисене саркаласа лӑпкӑн кашласа ларнӑ каврӑҫ вырӑнӗнче халӗ кӳлӗ пулса тӑнӑ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.