Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнипе (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Вӑл хайхи «опран» вилесле хӑраса кайнипе ҫип туртӑнса карӑнасса кӗтсе тӑмарӗ, Лукосран кая мар хӑвӑртлӑхпа чупма пуҫларӗ.

Она так смертельно испугалась этого «оп», которое произойдёт, как только натянется суровая нитка, что от страха заскакала вприпрыжку не хуже Лукаса.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫав тери тарӑхса кайнипе унӑн хӑрах куҫӗ чалӑш пӑха пуҫларӗ.

Он до того разозлился, что даже начал косить одним глазом.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Типсе кайнипе чӗриклетекен ҫак алӑк паян та пулин маншӑн ырӑ ӗҫ тутӑр.

— Пусть эта рассохшаяся скрипуха хоть раз в жизни мне послужит.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мана вӑл каретӑпа тарҫӑсем парса, Иеддона кайнипе тухакан расхода та хӑй ҫинех илме пулчӗ.

Он снабдил меня экипажами и слугами и взял на себя расходы по моей поездке в Иеддо.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пуплев пуҫламӑшӗнче сӑмахсене пуплев вӗҫӗнчи сӑмахсем патне вуласа ҫитичченех манса кайнипе вӗсем кӗнекесем те вуласа йӑпанма пултараймаҫҫӗ, ҫакна пула вӗсем пурнӑҫӑн юлашки йӑпанӑвӗпе те киленеймеҫҫӗ.

Они не способны развлекаться чтением: они забывают начало фразы, прежде чем дочитают ее до конца; таким образом, они лишены единственного доступного им развлечения.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ таможня чиновникне Бальнибарби ҫыранӗсем патӗнче карап ҫӗмӗрӗлсе кайнипе мана Лапута е Вӗҫекен утрав ҫине илни ҫинчен (ҫак утрав пирки таможня чиновникӗ час-часах илтнӗ), халӗ Японие ҫитме ӗмӗтленсе, унтан хам тӑван ҫӗршыва таврӑнмашкӑн майлӑ вӑхӑт тупӑнасса шанни ҫинчен каласа патӑм.

Поэтому я сказал таможенному чиновнику, что, потерпев кораблекрушение у берегов Бальнибарби, я был поднят на Лапуту, или Летучий остров (о нем таможеннику часто приходилось слышать), а теперь пытаюсь добраться до Японии, в надежде возвратиться оттуда на родину.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗрӗссипе каласан, чаплӑ йӑхра ҫемьесене пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑракан хӑйне майлӑ нумай паллӑсем ӑҫтан тухса кайнипе питех те интереслентӗм.

Признаюсь, мне доставило большое удовольствие выяснить, откуда взялись многие характерные особенности в наружности и нравах наших знатных родов.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла вара кирлӗ чухне магнита кирлӗ пек ҫавӑрсан, утрава чалӑшшӑн ҫӳлелле хӑпартма та, аялалла антарма та пулать, ҫӳлелле хӑпарнӑ е аялалла аннӑ чухне чалӑшрах кайнипе утрав пӗр ҫӗршывран тепӗр ҫӗршыва куҫма пултарать.

Таким образом, изменяя положение магнита, можно поднимать и опускать остров по косым линиям и при помощи таких подъемов и спусков передвигать его из одной части государства в другую.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ кӑшт шӑнса сунаспа чирлерӗм, мӗскӗн хӗрача ытла хытӑ чирлесе кайнипе хӑйӗн пӳлӗмӗнчен те тухаймарӗ.

Я схватил небольшой насморк, а бедная девочка так сильно заболела, что вынуждена была остаться в своей комнате.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗр вӑхӑтра ман сутлашу ытла вӑрӑма кайнипе эпӗ хам та судра кӑштах кӗлӗмҫе тухса каймарӑм, ӗҫӗ хам майлӑ татӑлса мана суд тӑкакӗсене тӳленипе ҫеҫ ҫакӑнтан хӑтӑлтӑм.

В свое время я сам едва не был доведен до полного разорения затянувшимся процессом в верховном суде; и это при том условии, что процесс был мной выигран с присуждением мне судебных издержек.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ҫӗртен виҫҫӗр ярд ҫӳлӗшӗнче тӑрса юлтӑм та кашни минутрах ҫил вӗрсе йӑвантарса антарасса е пуҫ ҫаврӑнса кайнипе йӑванса анасса кӗтсе выртатӑп.

Я остался на высоте трехсот ярдов от земли, ожидая каждую минуту, что меня сдует ветром или я сам кубарем скачусь с конька.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑнтан кайнипе нумайччен пӗр сӑмах та чӗнеймерӗм.

Но от неожиданности у меня захватило дух, и я не мог выговорить ни слова.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем инҫе кайнипе эпӗ кӑшкӑрса чӗнни те унта илтӗнми пулчӗ.

откуда не могла слышать моего голоса.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗррехинче апатланса ларнӑ чухне ҫак усал анчӑк ҫури, эпӗ ун ҫинчен темскер каланӑшӑн пит тарӑхса кайнипе король майри пуканӗн урлашки ҫине хӑпарса тӑчӗ те, мана, пилӗкрен ярса тытса, хӑйма тултарнӑ кӗмӗл чашӑк ҫине пӑрахрӗ.

Однажды за обедом этот злобный щенок так рассердился на какое-то мое замечание, что, взобравшись на ручки кресла ее величества, схватил меня за талию и бросил в серебряную чашку со сливками.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ытла та тарӑхса кайнипе вӑл ывӑлне ҫавӑнтах сӗтел хушшинчен тухса кайма хушрӗ.

Он так рассердился, что приказал мальчику немедленно выйти из-за стола.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ку вӑл ҫухалса кайнипе пӗрех.

А значит, они всё равно что потерялись.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кунта ҫав тери хӑрушӑ пысӑк кимме пӑхса шалт тӗлӗнсе кайнипе вӗҫӗмсӗр нумай халӑх пухӑннӑ.

Здесь собралась несметная толпа народа, пораженная невиданным зрелищем такого чудовищного судна.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл урса кайнипе ури ҫине сиксе тӑчӗ те ҫак сутӑнчӑк ҫынна чӗрӗ хӑварас тесе секретарь ҫӑвар уҫса калама хӑйни ытла та тӗлӗнтерет, эсир тунӑ пулӑшусем сирӗн тунӑ айӑпа тата ытларах йывӑрлатаҫҫӗ, терӗ.

Он в бешенстве вскочил с места и сказал, что удивляется, как осмелился секретарь подать голос за сохранение жизни изменника; что оказанные вами услуги делают ваши преступления еще более страшными и опасными.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ тарӑхса кайнипе оратор сӑмахне кӑштах пӳлсе хураттӑм, анчах вӑл хӑйне ним сӑмах хушмасӑр итлеме йӑлӑнчӗ те малалла ҫапла каларӗ: «Эсир мана пит нумай усӑ турӑр, ҫавна кура эпӗ, хам пуҫӑм пӗтесрен хӑрамасӑрах, айӑплакан акт копине майлаштарса тупрӑм. Ӑна сире алла тыттаратӑп», терӗ.

В порыве негодования я чуть было не прервал оратора, но он попросил меня сохранять молчание и продолжал: «Вы оказали мне так много услуг, что я счел своим долгом, рискуя головой, раздобыть копию обвинительного акта. Вручаю ее вам».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Шнурокӗ салтӑнса кайнипе шлепке хывӑнса ӳкнӗ пулмалла, вара эпӗ вӑл хумсем хушшинче ҫухалнӑ пулӗ тесе шутларӑм.

Шнурок, вероятно, развязался, шляпа свалилась, и я решил, что она потерялась в волнах.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed