Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чернилпа вараласа пӗтернӗ сумки лӑсканчӑк кӗнеки-тетрачӗ-мӗнӗпех кӑмака ҫине вӑркӑнать вара, Самонькӑн чеерех пит-куҫӗ виҫесӗр савӑнӑҫпа ҫиҫет.
Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хӑлхисем Самонькӑн ҫавра пуҫӗ ҫинче уйрӑмах палӑратчӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем виҫесӗр пысӑкчӗ тата ашшӗн пит ачашах мар алли час-час пырса лекнӗрен ҫулӑм пек ҫунса тӑратчӗҫ.
Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл хӑй виҫесӗр ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ пек туйрӗ тата Инсарова кӑна мар, Берсенева та хӑй ҫумӗнче тытасшӑн пулчӗ…
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Шӑпах ҫавӑн пек, пӗр-пӗринпе лайӑхах паллашса ҫитеймен икӗ господин, Невски урамӗнче тӗл пулсан, кӗтмен ҫӗртен пӗр-пӗрин умӗнче шӑл йӗреҫҫӗ, виҫесӗр шапӑлтатса пит-куҫне пӗркелентереҫҫӗ, вара ҫавӑнтах, пӗри тепринчен пӑрӑнса кайсан, унчченхи пекех, нимпе те интересленмен пек пулаҫҫӗ, е пуринчен те ытларах, чирленӗ чухнехи пек кичем пулса тӑраҫҫӗ.
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл вырӑс романсӗсене аван юрлать, час-часах тӗрлӗ юрӑсене, хаваслисене е чуна кайса тивекеннисене фортепианӑпа калать; вӑл илемлӗ, анчах темле ачалла та виҫесӗр чаплӑ тумланса ҫӳрет.
IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Автоматсемпе ракетӑсем шатӑртатни-кӗрӗслетни, ҫынсем виҫесӗр кӑшкӑрашни, пӗр ҫӗре пӗрлешсе кайса, таврара темӗнле хаваслӑн, ӑнланмалла мар хӑрушшӑн янӑрать.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Виҫесӗр тирпейлӗх чуна та ҫӳҫентерет.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Грузчик мала тухасси паллах, вӑл, хӑйӗн яланхи лӑпкӑлӑхне пӑрахсах, хӑйӗн ушкӑнӗнчи «пристань» рабочийӗсене виҫесӗр ҫитӗнӳсем тума хистет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Патагонецӑн пичӗ, ҫав тӗрлех аванах сӑрламан пулсассӑн та, хитре, вӑл унӑн виҫесӗр ӑслӑ асне кӑтартса тӑрать.Лицо патагонца было красиво, несмотря на аляповатую раскраску, и обличало недюжинный ум.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Шотланди ҫыннин виҫесӗр патриотизмӗ кӑна унӑн пӗртен-пӗр япӑх енӗ пулнӑ.Единственной его слабостью был неумеренный шотландский патриотизм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Манӑн урасем чӗтреме тытӑнчӗҫ, чӗлхе ҫыхланса ларчӗ, вара эпӗ кӗтмен ҫӗртен ҫакӑн пек виҫесӗр пысӑк телей килсе тухнипе ӳлесех ятӑм.Ноги мои задрожали, язык онемел, и я дико взвыл от безмерного и неожиданного счастья.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Калӑр-ха, мӗншӗн эпир, сӑмахран, акӑ музыкӑпа савӑннӑ чухне, лайӑх каҫпа, килӗшекен ҫынсемпе калаҫса киленнӗ чухне, мӗншӗн вӑл чӑн-чӑн телейрен, хамӑр куракан телейрен пуҫне татах таҫта ҫӳрекен виҫесӗр телей пур пек туйӑнтарать?
XVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫынсене сӑнасси киленӗҫ паратчӗ мана — тӗрессипе эпӗ вӗсене сӑнамастӑм, эпӗ, темӗнле пит савӑнса, виҫесӗр кӑсӑкланса тӗпчеттӗм.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Пӗррехинче эпӗ бульварпа пыраттӑм та, хам виҫесӗр савӑнӑҫа, Лушина тӗл пултӑм.Однажды я шел по бульвару и, к неописанной моей радости, столкнулся с Лушиным.
XX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Пуринчен малтан вӑл ҫӗвӗҫ патне кӗрсе пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити ҫӗнӗ тум тумланчӗ, вара пӗчӗк ача пекех ҫи-пуҫӗ ҫине пӑхкаласа пычӗ; тӗрлӗрен духисем, помадӑсем илсе тултарчӗ, Невски проспектра малтан тӗл пулнӑ чаплӑ хваттерех, тӗкӗрсем лартса тултарнӑскерне, пӗр хаклашса тӑмасӑр хӑйне валли йышӑнчӗ; магазинра ӑнсӑртран тӗл пулса хаклӑ лорнет илчӗ, тӗрлӗрен галстуксем ытлашшипех туянчӗ, парикмахер патне кӗрсе ҫӳҫне кӑтралатса ячӗ, карета ҫине ларса ним сӑлтавсӑрах икӗ хут хула тӑрӑх чуптарса иртрӗ, кондитерскине кӗрсе пӗр виҫесӗр конфетсем ҫисе тултарчӗ, Китай патшалӑхӗ ҫинчен пӗлнӗ чухлӗ ҫеҫ пӗлекен пӗр француз патне ресторана кӗчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
— Пӗлетӗн вӗт, эпӗ те ыттисем пекех чурара… виҫесӗр те правасӑр.Знаешь, такой же я подневольный, как и все… без веса, без правов.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Сергей кӑкӑрӗнче ҫапла йӑлтах, пӗтӗмпех ҫӗкленчӗ те, виҫесӗр ҫӑмӑл пулса тӑчӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Ҫапли ҫапла та, ытлашши виҫесӗр хӑтланать!
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пантелей Прокофьевич, хӑйне ҫапла чыс тунӑшӑн виҫесӗр хӗпӗртесе кайнӑскер, ячӗшӗн килӗшменҫи туса тӑчӗ, унтан, пуҫне темле сасартӑк хутлатса илсе, хӑвӑрт сӑхсӑхрӗ те тӗрӗллӗ алшӑлли витнӗ ҫӑкӑр-тӑвар тирӗкне тытрӗ, халӑх ушкӑнне чавсисемпе тӗрткелесе, мала тухса тӑчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорие курсанах унӑн ыйхӑллӑ куҫӗсем виҫесӗр савӑнӑҫӑн ӑшӑ ҫутипе йӑлкӑшса ҫунма пуҫларӗҫ те, Григорин чӗри кӑртлатса илчӗ, куҫӗ самантрах шывланчӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.