Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ватӑсем (тĕпĕ: ватӑ) more information about the word form can be found here.
Ватӑсем вӗрентнине ӑша хума кӑмӑллатӑп, анчах кун пеккине илтменччӗ-ха.

Поучения старцев люблю принимать к сведению, но такое еще не слышала.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫавӑн пекех «Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗнче» ял, хула тӑрӑхӗсенче районти тӗрлӗ сферӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ӗҫ ветеранӗсемпе тӗлпулусем ирттерме, инвалидсемпе пӗччен пурӑнакан ватӑсем патне ҫитсе вӗсен пурнӑҫне тимлеме палӑртнӑ.

Help to translate

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

11. Вара аслӑ пукан тавра, ватӑсем тавра тата тӑватӑ чӗрчун тавра тӑракан ангелсем пурте аслӑ пукан умне ӳпне ӳксе, Турра пуҫҫапса каларӗҫ: 12. аминь!

11. И все Ангелы стояли вокруг престола и старцев и четырех животных, и пали перед престолом на лица свои, и поклонились Богу, 12. говоря: аминь!

Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Унтан эпӗ аслӑ пукан тавра, чӗрчунсемпе ватӑсем тавра темӗн чухлӗ ангел куртӑм, вӗсенӗн сассине илтрӗм; вӗсенӗн шучӗ вунӑ пиншерӗн вунӑ пинччӗ, пин хут пинччӗ.

11. И я видел, и слышал голос многих Ангелов вокруг престола и животных и старцев, и число их было тьмы тем и тысячи тысяч,

Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иерусалим урамӗсенче каллех ватӑсем ларӗҫ, ҫулӗ нумай пулнӑран кашнийӗн аллинче туя пулӗ.

4. Так говорит Господь Саваоф: опять старцы и старицы будут сидеть на улицах в Иерусалиме, каждый с посохом в руке, от множества дней.

Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Итлӗр ҫакна, ватӑсем, ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансем, пурсӑр та тӑнлӑр: ҫакӑн пекки сирӗн ӗмӗрте е сирӗн аҫӑрсен ӗмӗрӗнче пулнӑ-и?

2. Слушайте это, старцы, и внимайте, все жители земли сей: бывало ли такое во дни ваши, или во дни отцов ваших?

Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ӗнтӗ ватӑсем хапха умӗнче лармаҫҫӗ; каччӑсем юрламаҫҫӗ.

14. Старцы уже не сидят у ворот; юноши не поют.

Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Хула хапхи патне тухсассӑн, уҫӑ вырӑна хамӑн пуканӑма лартсассӑн, 8. яш ачасем мана курсассӑн пытанатчӗҫ, ватӑсем ура ҫине тӑратчӗҫ; 9. ҫулпуҫсем калаҫма хӑяймастчӗҫ, ҫӑварне аллипе хуплатчӗҫ; 10. чаплӑ ҫынсем шӑп пулатчӗҫ, чӗлхи вӗсен ҫӑвар маччине ҫыпӑҫӑнса ларатчӗ.

7. когда я выходил к воротам города и на площади ставил седалище свое, - 8. юноши, увидев меня, прятались, а старцы вставали и стояли; 9. князья удерживались от речи и персты полагали на уста свои; 10. голос знатных умолкал, и язык их прилипал к гортани их.

Иов 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӗнӗ саккун проекчӗ вара хушма ҫӑмӑллӑх парать: 70 тата 80 ҫул тултарнӑ ватӑсем те компенсаци илме пуҫлӗҫ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ытларахӑшӗ — ватӑсем.

Многие - пожилые.

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӗсем тата пӗччен пурӑнакан ватӑсем валли Николай Михайлович ятарлӑ приют уҫнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ватӑсем те иртсе каятчӗҫ, пӑшалсӑр-тӑк - вӗсене тӗкӗнмен.

И пожилые проходили, не трогали, если были без ружья.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed