Шырав
Шырав ĕçĕ:
Цесарский ырма-канма пӗлместчӗ: яланах ӗҫлӗ, яланах тем тӑвать, яланах таҫта васкать.Цессарский был неутомим: всегда занят, всегда хлопочет, всегда куда-то спешит.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Мӗншӗн-ха ҫу кунӗнче Хӗвел тӳпе тӑрринеллех улӑхать те ҫӗре вӑйлӑ ӑшӑтать, хӗллехи сивӗ кунсенче вара ҫӗр ҫумӗнчен кӑшт хӑпарсанах, юрпа витӗнсе ларнӑ уй-хире, шӑнса ларнӑ юханшывсене курасшӑн мар пек, пытанма васкать?..
Умсӑмаx // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Урядник васкать.
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Баронесса малаллах васкать.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Акӑ, Семиносран, Шура Селинӑран, Анна Николаевнӑран иртсе, пусма картлашкисем ҫинче хӑй класне васкакан Зинаида Григорьевнӑна хыҫа хӑварса, малалла васкать вӑл — хӑй урисене хӑй туймасӑр, пӗр ҫине пусмасӑр утнӑ пек туйӑнать ӑна.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл ҫав тери васкать, мӗншӗн тесен вӑхӑт кӗтсе тӑмасть, каллех гранатӑсем ҫурӑлаҫҫӗ, вут-ҫулӑм, ҫапӑҫу…Он спешит — время не ждёт, вон ползут ещё танки, и снова гранаты, снова взрывы, и огонь, и бой…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Пӑлаки хӑвӑрттӑн тӳреммӗн таҫталла васкать…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав пӗчӗк самолетсен пилочӗсем куҫа курӑнман пулеметсенчен вӗҫӗ-хӗррисӗр персе пыраҫҫӗ пек, вӗсен пӗтӗм хура ушкӑнӗ пӗр чарӑнмӑсӑр пӗр еннелле васкать.
Саранча // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Поезд тата ытларах васкаса пырать, автомобиль те васкать.
Автомобиль пирӗн поездран иртсе каясшӑн пулни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Эпир те васкатпӑр, вӑл та васкать.
Автомобиль пирӗн поездран иртсе каясшӑн пулни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Верочка пуринчен малтан питӗ кирлӗ ҫӗнӗ хыпар каласа пама васкать.
Каникул пӗтрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Хаяр Маруся шавлакан ачасем патне васкать.
Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Вӑл ҫаврӑнать те тӳрех, ҫулпа та мар, садран тухса кайма васкать.Он поворачивается и напрямик, а не по дорожкам, идет из сада.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унӑн хӑйӗн те пысӑк ӗҫ пур, вӑл хӑй те Гассанран кая мар васкать тесе каланӑнах туйӑннӑ.Он точно хотел сказать, что у него тоже важное дело и что он торопится не меньше Гассана.
Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Ҫунапа пӗрле юр та, юлас мар, хыпаланас тенӗн, васкать, питсене пыра-пыра сырӑнать.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Картишне кукаҫей чупса тухрӗ, икӗ аллипе те сарӑ ҫӳҫӗсене якаткалать — мунчара сивӗ шывпа чӳхенсе илмешкӗн васкать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Поезд ҫаплах малалла васкать.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Кунта, ҫак хулара, темле пысӑк машинӑри пекех, темӗн хӑрушшӑн кӗрлет; кунта пурте таҫта васкать, ҫын нушине курмасӑр, хӑй ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Сӑртсен ҫийӗпе тӑсӑлса выртакан хура-кӑвак пӗлӗтсен чатӑрӗ айӗнче, партизансен колоннин пуҫӗ ҫийӗнче, хир кӑвакарчӑнӗ ҫӗр каҫма таҫта васкать.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Урам тӑрӑх пынӑ чухне вӗсем ҫине хӗрарӑмсем кантӑксенчен пӑхаҫҫӗ, арҫынсем е витесенчен, е аслӑксенчен вӑрттӑн сӑнаҫҫӗ, Павӑл Джурджерен малтарахра пырать, хӑй васкать, ҫул тӑршшӗпех хресченсене община ҫурчӗ умне митинга пухӑнма чӗнет.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.