Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Унтан хӗрне каланӑ: хуняҫупа хунямуна хисеплесе пурӑн, халӗ ӗнтӗ вӗсем санӑн аҫупа аннӳ вырӑнӗнче пулччӑр, сан ҫинчен пирӗн ырӑ хыпар илтсе тӑмалла пултӑрччӗ, тенӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид Мелхолӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа умӗнче [ташлӑп эпӗ, Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ], Вӑл мана санӑн аҫупа унӑн килӗнчен те маларах хучӗ, мана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн, Израилӗн, ҫулпуҫӗ пулма ҫирӗплетрӗ; Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗвӗ те калӑп, ташлӑп та; 22. эпӗ хама тата ытларах та хурлӑп, хама хам ытларах та кӗҫӗне хурӑп, анчах эсӗ калакан хӑрхӑмсем умӗнче эпӗ мухтавлӑ пулӑп, тенӗ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫав ҫынсем арӑма каланӑ: эхер те эсӗ акӑ ҫапла тумасассӑн, эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр: 18. эпир ҫак ҫӗр ҫине килсессӗн, эсӗ халӗ пире антарса янӑ чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса яр, хӑвӑн аҫупа аннӳне, тӑванусене, аҫун пӗтӗм кил-йышне хӑвӑн килне пуҫтар; 19. эхер те хӑшӗ те пулин санӑн килӳн алӑкӗнчен тухсассӑн, унӑн юнӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, эпир вара [эсӗ халӗ пире тупа тутарнинчен] ирӗклӗ пулӑпӑр; эхер те [санӑн] килӳнте хӑвӑнпа пӗрле ларакана пӗр алӑ пырса тивсессӗн, унӑн юнӗ пирӗн пуҫа пулӗ; 20. ҫавӑн пекех [пире кам та пулин кӳрентерсессӗн те е] эсӗ пирӗн ҫак ӗҫӗмӗр ҫинчен пӗлтерсессӗн те эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна хушнӑ пек, аҫупа аннӳне хисепле, вара кунҫулу вӑрӑм килӗ, хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗр ҫинче сана лайӑх пулӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Аҫупа пӗртӑван пиччӳн ҫарамасне ан уҫ, арӑмӗ ҫывӑхне ан пыр: вӑл санӑн инкӳ.14. Наготы брата отца твоего не открывай и к жене его не приближайся: она тетка твоя.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аҫу арӑмӗн хӗрӗн ҫарамасне, аҫунтан ҫуралнӑскерӗн ҫарамасне, ан уҫ; вӑл [аҫу урлӑ] санӑн йӑмӑку пулать, унӑн ҫарамасне ан уҫ; 12. Аҫу аппӑшӗн, йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, вӑл санӑн аҫупа пӗртӑван.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Аҫупа аннӳне хисепле, вара [хӑвна лайӑх пулӗ тата] хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗр ҫинче кунҫулу вӑрӑм килӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑванусем сан патна килнӗ; 6. Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Гесем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗсем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.