Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Эпӗ пушхирте вӗсен ывӑлӗсене каларӑм: аҫӑрсен йӑлисем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр, вӗсен йӗркисене ан тытӑр, хӑвӑра вӗсен йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ вӑл ыттисене мӗн каланине илтрӗм: ун хыҫҫӑн хулара ҫӳрӗр, вӗлерӗр; сирӗн куҫӑр ан хӗрхентӗр, ан шеллӗр; 6. ватӑ ҫынна та, яш ачапа качча кайман хӗре те, пӗчӗк ачасемпе арӑмсене те вӗлерсе тухӑр, анчах та паллӑ лартнӑ пӗр ҫынна та ан тӗкӗнӗр, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑмран пуҫлӑр, терӗ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сире ҫапла каланӑ: «хӑвӑрӑн усал ҫулӑрсенчен, усал ӗҫӗрсенчен хӑпӑр та Ҫӳлхуҫа сире тата сирӗн аҫӑрсене ӗмӗр-ӗмӗре панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнӑр; 6. урӑх турӑсем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр, вӗсене пӑхӑнса, пуҫҫапса ан пурӑнӑр, хӑвӑрӑн аллӑр ӗҫӗсемпе Мана ан ҫиллентерӗр, вара сире усал тумӑп» тенӗ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳрӗ сут тӑвӑр, тӳррине тӑвӑр, ҫаратнӑ ҫынна хӗсӗрлевҫӗ аллинчен хӑтарӑр, ютран килнине, тӑлӑха, тӑлӑх арӑма ан кӳрентерӗр, ан хӗсӗрлӗр, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн ан тӑкӑр.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вилнисене асӑнакан ҫурта ан кӗр, вӗсемпе пӗрле ан хӳхле, вӗсене хӗрхенсе ан хурлан, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ҫак халӑхран Хам паракан канӑҫлӑха, ырӑлӑха, хӗрхенӗве туртса илтӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавах Хӑвӑн ятушӑн ан пӑрахсамччӗ пире; Хӑвӑн мухтавун аслӑ пуканне мӑшкӑла ан хӑварсамччӗ; пирӗнпе хывнӑ халална асна илсемччӗ, ан пӑрахӑҫласамччӗ ӑна.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ вара ҫак халӑхшӑн ан ыйт, уншӑн ан кӗлту, ан тархасла: вӗсем хӗн-хур тӳснӗ чухне Мана тархасланине илтмӗп Эпӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ӑсли хӑйӗн ӑсӗпе ан мухтантӑр, вӑйли хӑйӗн вӑйӗпе ан мухтантӑр, пуянни хӑйӗн мулӗпе ан мухтантӑр.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ вара ҫак халӑх патне ан ҫывӑхар, уншӑн ан макӑр, уншӑн кӗлтуса Мана ан тархасла — Эпӗ сана илтмӗп.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ашшӗн усал ӗҫӗсемшӗн унӑн ывӑлӗсене вӗлерме хатӗрленӗр — ан ҫӗкленейччӗр вӗсем, ҫӗре ҫавӑрса ан илччӗр, тӗнчене хӑйсен хулисене лартса ан тултарччӑр.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫирӗп аллине ман ҫинче тытса, мана ҫак халӑхӑн ҫулӗнчен пӑрӑнма вӗрентсе, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: 12. ҫак халӑх кавар тесе шутланине нихӑшне те кавар тесе ан калӑр; вӑл мӗнрен хӑранинчен ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чурӑс хӗрне хытӑ сыхла — вӑл сана тӑшман кулли ан тӑвайтӑр, сан ҫинчен хулара сӑмах-юмах ан ҫӳретӗр, санӑн халӑх умӗнче намӑс курмалла ан пултӑр.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Такӑнтаракан ҫулпа ан ҫӳре, уру ан такӑнтӑр; 23. тикӗс ҫула та шансах ан пӗтер; хӑвӑн ачу-пӑчунтан та асӑрхан.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Умна лартнине этемле ҫи, ҫӑткӑнланса ҫын кӑмӑлне ан сивӗт; 19. сӑпайлӑ пулса, малтан ҫиме чарӑн, сӑхӑланса ыттисене ан хӗтӗрт; 20. йышлӑ ҫын хушшине ларсассӑн, аллуна ыттисенчен малтан ан тӑс.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унпа кулса-ейӗлсе ан тӑр — унпа пӗрле хуйхӑрмалла ан пултӑр, кайран, ӗмӗрӳ вӗҫӗнче, шӑлна ҫыртмалла ан пултӑр.10. Не смейся с ним, чтобы не горевать с ним и после не скрежетать зубами своими.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавах эсӗ мӗскӗн ҫынна кӑмӑл ту, ӑна пулӑшасран туртӑнса ан тӑр; 12. Турӑ ячӗпе ан пӑрах мӗскӗн ҫынна, ӑна пушӑ алӑпа кӑларса ан яр.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пуҫлӑхсем хушшинче ларнӑ чухне аҫупа аннӳне асра тыт: 18. пуҫлӑхсем умӗнче санӑн манӑҫмалла ан пултӑр, хӑнӑхнӑ йӑлапа айванла туса хумалла ан пултӑр, кайран, манӑн ҫуралмалла та пулман тесе, ҫуралнӑ кунна ылханмалла ан пултӑр санӑн.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Йӑваш ҫынна ырӑлӑх ту, йӗркесӗр ҫынна ан пар: унран ҫӑкӑрна питӗрсе ил те ан пар ӑна, кайран вӑл хӑвна ан пӑхӑнтартӑр: 6. ӑна ҫапла ырӑлӑх тунӑшӑн эсӗ икӗ хут усаллӑх тӳснӗ пулӑттӑн; Ҫӳлти Турӑ та ҫылӑхлӑ ҫынсене кураймасть, йӗркесӗр ҫынсене тавӑрать.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турӑ ҫырлахать тесе хӑрамасӑр ан пурӑн, ҫылӑх ҫумне ҫылӑх ан хуш, 6. «Туррӑн ырӑлӑхӗ аслӑ, Вӑл манӑн йышлӑ ҫылӑха каҫарӗ» тесе ан шутла: 7. Унӑн ырӑлӑхӗ те, ҫилли те пур, Унӑн хаярлӑхӗ ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫинчех тӑрать.
Сир 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Чуну илӗртнине, хӑвӑн вӑй-хӑватна ан шан — аскӑн чӗрӳ хыҫҫӑн каймалла ан пултӑр, 3. «манӑн ӗҫӗмпе кам хуҫа?» тесе ан кала — Ҫӳлхуҫа уншӑн тавӑратех сана.
Сир 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.